Президент сӗннӗ хыççăн пӗрлехи патшалăх экзаменӗсене ирттерессин йӗркине улшăнусем кӗртеççӗ
Раççей Президенчӗ ӗнер Федераллă Пухăва Чӗнсе каланă чух шкул ачисене пӗрлехи патшалăх экзаменӗсенчен пӗрне çав çулах (халичченхи пек çулталăк иртсен кăна мар) тепӗр хут тытма ирӗк памалли пирки каларӗ.
Кăçал шкул пӗтерекенсем кирлӗ пулсан кăçалах экзамена тепӗр хут пама пултарччăр тесе пӗрлехи патшалăх экзаменне ирттерессин йӗркине тата расписание улшăнусем кӗске вăхăтрах кӗртӗç.
Аса илтеретпӗр, ӗнер, февралӗн 29-мӗшӗнче, Раççей Президенчӗ Федераллă Пухăва Чӗнсе каланă чух шкул ачисене пӗрлехи патшалăх экзаменӗсенчен пӗрне çав çулах (халичченхи пек çулталăк иртсен кăна мар) тепӗр хут тытма ирӗк памалли пирки каларӗ. Рособрнадзор вара çак хушăва тӳрех ӗçе илнӗ.
«Çутӗç тата Вӗрентӳпе наука министерствисем экзаменсемпе çыхăннă схемăна тӗплӗн тишкерсе улшăнусем кӗртӗç. Ку ыйту комплекслă, вăл аслă шкулсен йышăну кампанийӗпе килӗшсе тăмалла. Кунсăр пуçне регионсемпе йӗркелӳпе тата техникăлла тивӗçтерӳпе çыхăннă ыйтусене те сӳтсе явăпăр», — тесе ăнлантарнă кун пирки Рособрнадзор.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев