Элкел благочинныйӗ черетлӗ гуманитари пулăшăвӗ ăсатрӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Элкел благочинныйӗ черетлӗ гуманитари пулăшăвӗ ăсатрӗ

Элкел благочинныйӗ ятарлă çар операцийӗнчи хамăр салтаксем валли хăма, вутă, маскировка сеткисем, окоп çуртисем, тумтир, медикаментсем, тата ытти чи кирлӗ япаласем пухнă.

— Хальхинче Элкел вăрман хуçалăхӗ хăмапа, вутăпа пулăшрӗ. Çаплах Пасарлă Матакри Пресвятой Троица чиркӗвӗн прихожанӗсем 300 метр маскировка сетки çыхса, 1000 штук окоп çурти ăсталаса пачӗç тата АЛГА батальон валли 3 медицина кутамкки пухрӗç. ку ӗçе районти мӗнпур организаци  хутшăнчӗ: госпитальсем валли вырăн япалисем çӗлерӗç, медицина препарачӗсем, бензогенераторсем, ăшă тумтир, нумай вăхăт упранакан апат-çимӗç туянса пачӗç. Гуманитари пулăшăвне салтаксем патне районти «Боевое братство» çар ветеранӗсен ертӳçи Р.С. Шайхутдинов леçет, — тесе пӗлтернӗ Андрей Зиньков протоиерей Тутарстан митрополийӗн «ВКонтактери» «Çар духовенстви» страницинче. ( Андрей Зиньков сăнӳкернчӗкӗ). 


общество

Нет комментариев