Иван Яковлевăн кӗнекисемпе халь интернетра та паллашма пулать
Сентябрӗн 22-мӗшӗнче Хусанта Н.И. Лобачевский ячӗллӗ Наука библиотекинче «Гений места. Технология работы с наследием И.Яковлева в современных архивах, музеях и библиотеках» темăпа регионсен хушшинчи çавра сӗтел иртрӗ. Ăна хисеплӗ ентешӗмӗр, Аслă Вӗрентекенӗмӗр И.Я.Яковлев çуралнăранпа –175, Чӗмпӗрти чăваш шкулӗ уçăлнăранпа 155 çул çитнине халалланăччӗ.
Мероприятие ЧР Наци библиотеки Хусанти федераллă университетпа тата ТР Наци библиотекипе пӗрле йӗркеленӗ. И.Я.Яковлевăн 175 çулхи юбилейне халалласа Чăваш наци библиотеки пуçарнă «О вас я болел душой…» регионсен хушшинчи марафонăн хитре вӗçӗ пулчӗ вăл.
ЧР Наци библиотекин директорӗ Роза Лизакова пӗлтернӗ тăрăх, цифровизаци И.Я.Яковлевăн еткерлӗхне сыхласа хăварассинче, анлă сарассинче нумай çӗнӗ мелсем уçнăран марафон программине çак ене пăхса тухассине те кӗртнӗ. Çавра сӗтеле ХФУра ирттерме шутлани ахаль мар. Пӗрремӗшӗнчен, халăха çутта кăларас ӗçӗн пӗрремӗш утăмӗсене Иван Яковлевич шăпах кунта вӗреннӗ чух тунă, иккӗмӗшӗнчен, ун еткерне Тутарстан та куç пек упраса цифра çине куçарать.
Çавра сӗтел ӗçне Тутарстанпа Чăваш Енрен 70 ытла çын хутшăнчӗ. Вӗсем – ЧР Наци библиотекин директорӗн çумӗ Т.М.Баймушкина, ЧР Патшалăх архивӗн документсен публикацийӗн уйрăмӗн тӗп архивисчӗ А.А.Семенов, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧПУри И.Я.Яковлев музейӗн ертӳçи Н.Г.Малкова, ТР Наци библиотекин директор çумӗ И.Г.Хадиев, Теччӗ районӗнчи Кăнна Кушкинчи И.Я.Яковлевăн мемориал комплексӗн ертӳçи А.А.Пыркин, Пăвари таврапӗлӳ музейӗн директорӗ Л.М.Ахметзянова, Чăваш Енри Элӗк районӗнчи культурăпа литература музейӗн ертӳçи О.Е.Алексеева, ЧР тава тивӗçлӗ артистки Н.М.Кириллова тата ыттисем.
Мероприятие ХФУ президенчӗ Р. Г.Минзарипов, ЧР Наци библиотекин директорӗ Р.М.Лизакова тата ТР ЧНКА председателӗн пӗрремӗш çумӗ К.А.Малышев уçрӗç.
Мӗнпур кӗнеки интернетра пур
Çавра сӗтелӗн программи чăнах та анлăччӗ. И.Я.Яковлевăн пурнăçӗпе ӗçӗ-хӗлне тӗпӗ-йӗрӗпе тӗпченӗ, çӗнни урăх нимӗн те çук пек туйăнать, анчах тата мӗн чухлӗ иккен-ха ун çинчен пӗлменни. Тӗслӗхрен, вăл 9 мар, 11 чӗлхе таранах пӗлни, Чӗмпӗрти чăваш шкулӗнче ачасем ӳстернӗ пахча çимӗçе вӗренекенсене хăйсене валеçес йăла пулни тата ытти те.
Чи савăнтараканни вара хисеплӗ ентешӗмӗрӗн еткерлӗхӗ манăçманни. Цифровизаци ку енӗпе çӗнӗ майсем уçрӗ. Тӗслӗхрен, ЧР Наци библиотеки Иван Яковлевичăн мӗнпур ӗçне, букварьтен пуçласа Библи таран 100 ытла кӗнекипе брошюрине, цифра çине куçарнă. Урăхла каласан, вӗсемпе пуринпе те интернетра, ЧР Электронлă библиотекинче, паллашма пулать. ЧР Наци библиотекин директор çумӗ Татьяна Баймушкина И.Я.Яковлев 175 çулхи юбилейӗ тӗлне вулаканшăн меллӗ пултăр тесе «Яковлев Иван Яковлевич» электронлă коллекцине пухса пӗтӗмпе 400 текстлă документ вырнаçтарнине пӗлтерчӗ. Букварьсене, литература произведенийӗсене, очерксене, асаилӳсене, çырусемпе куçарнисене, патриархăн пурнăçӗпе ӗçӗ-хӗлӗ çинчен çырнисене унта юпаласа уйрăмшар вырнаçтарнă. Кунтах изо-, аудио-, видео тата фотоматериалсем те пур. И.Я.Яковлевăн еткерлӗхӗпе «Патриарх чувашской культуры И.Я.Яковлев», «Симбирская чувашская школа», «Письменная культура Чувашии» виртуаллă куравсем те йӗркеленӗ. Çамрăксене тăван ен историйӗпе, Иван Яковлевичăн еткерлӗхӗпе паллашма интереслентерес шутпа «Интересно о чувашском» онлайн-викторина та ирттернӗ, унта 2 пин çын хутшăннă. Библиотека «ВКонтакте» социаллă сетьре «Интересно о чувашском» ушкăн та илсе пырать. Унта #Яковлеву175 хештегпа патриархăн пурнăçӗпе ӗçӗ-хӗлӗ çинчен питӗ интереслӗ информаци вырнаçтарнă.
«Культура» телеканалпа кино кăтартӗç
Чăваш наци музейӗн фондӗнче вара пуян фотоколлекци упранать. Иван Яковлевăн уйрăм тата Чӗмпӗрти чăваш шкулӗпе, çемйипе, паллă çынсемпе ӳкерӗннӗ 509 сăнӳкерчӗк унта, вӗсенчен 154-шӗ оригинал, 355-шӗ фотокопи, документсемпе кӗнеке хуплашкин сăнӳкерчӗкӗсем.
Сăмах май, хальхи вăхăтра «Август» ТВ студи (Мускав) Иван Яковлевич çинчен фильм ӳкерет. Вӗсем Шупашкарти наци музейӗнче пулнă та ӗнтӗ. Фильма кăçал декабрь уйăхӗнче «Культура» телеканалпа кăтартма хатӗрленеççӗ. Кун çинчен Чăваш наци музейӗн истори секторӗн ертӳçи Андрей Зарубин пӗлтерчӗ.
ХФУ хăй студентне манмасть
ХФУ стенисем пултаруллă чăваш студентне манман. Н.И. Лобачевский ячӗллӗ Наука библиотекин фондӗнче ентешӗмӗрӗн студент чухнехи ӗçӗсем паянхи кунччен упранаççӗ. Ал çырусемпе сайра тӗл пулакан уйрăм çавра сӗтел тӗлне ятарласа «На неве просвещения» курав та йӗркеленӗччӗ. Иван Яковлевăн иккӗмӗш курсра çырнă «Предисловие Лаврентия Бонинконтрия Миниатского» курс ӗçӗ тӗп вырăнтаччӗ.
– Иккӗмӗш курсрах Иван Яковлевич итальян чӗлхинчен кăткăс текста вырăсла куçарса анализ тума пултарнă. Ку ӗçе курсра чи лайăххисен шутне кӗртсе университетăн ятарлă кăларăмӗнче пичетленӗ. Ал çырăвӗ пысăках мар, 40 листа кăна, анчах наука ертӳçи ăна пысăк хак панă. Иван Яковлевăн хăйӗн тата унпа çыхăннă чăвашла алçырăвӗсем тата пур пирӗн. Вӗсем – 1875 çулта куçарнă кӗлӗсем, Н.И.Ильминский çырнисем, – терӗ куравпа паллаштарса ХФУри Н.И.Лобачевский ячӗллӗ Наука библиотекин директорӗн çумӗ Эльмира Амерханова.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев