News by date 30 September 2023
-
Иван Яковлевăн кӗнекисемпе халь интернетра та паллашма пулать
Сентябрӗн 22-мӗшӗнче Хусанта Н.И. Лобачевский ячӗллӗ Наука библиотекинче «Гений места. Технология работы с наследием И.Яковлева в современных архивах, музеях и библиотеках» темăпа регионсен хушшинчи çавра сӗтел иртрӗ. Ăна хисеплӗ ентешӗмӗр, Аслă Вӗрентекенӗмӗр И.Я.Яковлев çуралнăранпа –175, Чӗмпӗрти чăваш шкулӗ уçăлнăранпа 155 çул çитнине халалланăччӗ.
-
Санкт-Петербург чăвашӗсем «Чӳклеме» ирттернӗ
Ленинград облаçӗнче йăлана кӗнӗ «Энколово туссене пуçтарать» нацисен хушшинчи фестиваль кăçал 8-мӗш хут иртрӗ. Ăна яланах уçă сывлăшра, çутçанталăк ытамӗнче йӗркелеççӗ. Çак фестиваль шайӗнче Санкт-Петербургпа Ленинград облаçӗнчи ЧНКА кашнинчех чăваш халăхӗн «Чӳклеме» уявне ирттерет.
-
Ферма тавра карта тытманнисене суда параççӗ
Тутарстан – ял хуçалăхӗллӗ регион, тырă, тымарçимӗç ӳстернисӗр пуçне выльăх-чӗрлӗхпе кайăк-кӗшӗк ӗрчетет. Шел, выльăх-чӗрлӗх чирлемесӗр пулмасть, кивӗ чирсем çумне çӗннисем хушăнсах тăраççӗ. Калăпăр, чăх-чӗп грипӗ Австралипе Антарктидăсăр пуçне тӗнчипех сарăлнă. Тахçан манăçнă çӗпӗр язви пек чирсем вăранни те палăрать, Раççейре кăçал 5 тӗслӗхе шута илнӗ. Ку енӗпе Тутарстан лăпкă регион шутланать-ха хальлӗхе, анчах ыйтăва çирӗп контрольте тытсан та хăш-пӗр чир тупăнсах тăрать. Кăçал август уйăхӗнче Лениногорскри чăх-чӗп фабрикинче кайăк-кӗшӗк грипӗ, Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Н.Скоковăн фермер хуçалăхӗнче бруцеллез палăрчӗ.