Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ферма тавра карта тытманнисене суда параççӗ

Тутарстан – ял хуçалăхӗллӗ регион, тырă, тымарçимӗç ӳстернисӗр пуçне выльăх-чӗрлӗхпе кайăк-кӗшӗк ӗрчетет. Шел, выльăх-чӗрлӗх чирлемесӗр пулмасть, кивӗ чирсем çумне çӗннисем хушăнсах тăраççӗ. Калăпăр, чăх-чӗп грипӗ Австралипе Антарктидăсăр пуçне тӗнчипех сарăлнă. Тахçан манăçнă çӗпӗр язви пек чирсем вăранни те палăрать, Раççейре кăçал 5 тӗслӗхе шута илнӗ. Ку енӗпе Тутарстан лăпкă регион шутланать-ха хальлӗхе, анчах ыйтăва çирӗп контрольте тытсан та хăш-пӗр чир тупăнсах тăрать. Кăçал август уйăхӗнче Лениногорскри чăх-чӗп фабрикинче кайăк-кӗшӗк грипӗ, Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи Н.Скоковăн фермер хуçалăхӗнче бруцеллез палăрчӗ.

Ветеринари йӗркипе, кун пек хуçалăхра мӗнпур выльăха пӗтермелле. Çапла майпа Лениногорск чăх-чӗп фабрики – 50, Çӗнӗ Шуçăм районӗнчи фермер хуçалăхӗ 60 миллионшар тенкӗ тăкак тӳсрӗç. Россельхознадзорăн Тутарстанри управленийӗн ертӳçи Ильнур Галеев ытларикун ТР Министрсен Кабинетӗнче «Выльăх-чӗрлӗх предприятийӗсенчи биологи хăрушсăрлăхӗ» темăпа иртнӗ брифингра çак хуçалăхсене чир ăçтан ернин сăлтавӗсене хальлӗхе татăклăн палăртман пулсан та çынсен айăпӗ пуррине каламасăр хăвармарӗ. Мӗншӗн тесен Лениногорскри чăх-чӗп фабрики çывăхӗнче пӗр чирлӗ вӗçен кайăка та тупман вӗсем. Çӗнӗ Шуçăмри фермер хуçалăхӗ пирки те çавнах каламалла, ун çывăхӗнче кăна мар, кӳршӗллӗ регионсенче те бруцеллез чирӗ çук. Çавăнпа чир республикăна чӗрӗ выльăхпа е апатпа кӗме пултарнине иккӗленмеççӗ управленин специалисчӗсем. Çапла шутламашкăн сăлтавӗсем те пур вӗсен. Республикăри 34 чăх-чӗп фабрикинчен пурӗ те – 3-шӗ, 17 сысна ӗрчетекен комплексӗнчен 12-шӗ кăна биологи хӳтлӗхӗн требованийӗсене тивӗçтереççӗ. Ыттисем е курăнакан вырăна ячӗшӗн тенӗ пек карта тытам пекки тунă, е территорире кашласа йывăç ӳстереççӗ, е дизбарьер пур çӗртех унпа усă курмаççӗ. 500 пуçран ытларах ӗне-выльăхлă 239 хуçалăхăн вара вуçех те нимӗнле хӳтлӗхӗ те çук – ферма территорийӗ уçă, ӗнесем патне кӗрсе тухакан техника валли нимӗнле дизбарьер та çук.

Чирсем республикăна, тӗпрен илсен, урăх регионсенчен кӳнӗ выльăхпа килеççӗ. ТР Ветеринари тӗп управленийӗн ертӳçи Алмаз Хисамутдинов каланă тăрăх, кунта ытларах пӗринчен выльăх илсе теприне сутса пурăнакансем айăплă. Ветеринари докуменчӗсӗр республикăна нимӗнле выльăх кӳмелле маррине хытă асăрхаттарсан та мӗнле-тӗр чир сӗтӗрсе килекенни тупăнатех. Республикăна кӗмелли çулсем нумай пулнăран вӗсене пурне те асăрхаса пӗтерме те çук. Çулсем çинче талăкӗпех сăнакан ветеринари посчӗ вара республикипе те пурӗ иккӗ кăна. 

Хуçалăхсене биологи хăрушсăрлăхӗпе тивӗçтермелли требованисене пăхăнманнисене явап тыттарасси иккӗленӳллӗ мар. Тӗрӗслев вăхăтӗнче палăртнă çитменлӗхсене пӗтермен пулсан вӗсене кăçалтан суда параççӗ. Çулталăк пуçланнăранпа суд 12 административлă ӗçе пăхса тухнă та ӗнтӗ. Спикерсем районсене выльăх, кайăк-кӗшӗк ӗрчетекен мӗнпур хуçалăха биологи хăрушсăрлăхӗпе тивӗçтерме чӗнсе каларӗç, мӗншӗн тесен ку ыйтура Турă çине кăна шанни çителӗксӗр халӗ. 

«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Сельское хозяйство