Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Санкт-Петербург чăвашӗсем «Чӳклеме» ирттернӗ

Ленинград облаçӗнче йăлана кӗнӗ «Энколово туссене пуçтарать» нацисен хушшинчи фестиваль кăçал 8-мӗш хут иртрӗ. Ăна яланах уçă сывлăшра, çутçанталăк ытамӗнче йӗркелеççӗ. Çак фестиваль шайӗнче Санкт-Петербургпа Ленинград облаçӗнчи ЧНКА кашнинчех чăваш халăхӗн «Чӳклеме» уявне ирттерет.

Кăçал та чăваш хастарӗсем ырă йăлана манмарӗç, питӗ илемлӗ праçник турӗç. Паллах, кун пек уявра халăх апат-çимӗçне хатӗрлемесӗр май çук. Алевтина Челнокова тутлă хуплу, тӗрлӗ кукăльсем тата çӗрулми пӗçерсе килнӗ. Валентина Пиличевăпа Ольга Петрова чăвашсен сӗтелне пахча çимӗçпе, улма-çырлапа тата кăмпапа пуянлатрӗç. Паллах ӗнтӗ, кун пек чух чăваш тавар кăларакансен продукцийӗсӗр те май килмест – Чăваш Енрен кӳнӗ кăлпассийӗпе шăрттанӗ, квасӗ-сăри, конфечӗ уява сум кӳчӗç. 

Фестивале хутшăнакансене Санкт-Петербургпа Ленинград облаçӗн ЧНКА ертӳçи Валериан Гаврилов хăй тата Раççейри Чăвашсен федераллă наципе культура автономийӗн председателӗ Николай Гаврилов ятӗнчен саламларӗ. Мария Кондратьева ертсе пыракан «Юрату» фольклор ансамблӗ чăваш юррисемпе илемлетрӗ праçнике. 

Чăвашсен «Чӳклеми» пурин кăмăлне те кайрӗ. Çавăнпах пуль тутарсен «Файда» культура обществи тепӗр çул çӗнӗ тухăç уявне пӗрле ирттерме сӗнчӗ.

Валериан ГАВРИЛОВ.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев