Июнӗн 11-мӗшӗнчен урамри кафе-ресторансем ӗçлеме пуçлаççӗ
Тутарстана ытти регионтан килекенсене самоизоляцире лартассине пăрахăçланă.
Тутарстан Премьерӗ Алексей Песошин ТР Министрсен Кабинечӗн Постановленине июнӗн 6-мӗшӗнче улшăнусем кӗртрӗ. Унпа килӗшӳллӗн, июнӗн 11-мӗшӗнчен Тутарстанри урамсенчи кафе-ресторансем ӗçлеме пултараççӗ. Чăн та, санитарипе эпидемиологи хăрушсăрлăхне пăхăнса. Урăхла каласан, сӗтелсен хушшисем 1,5 метр инçешӗнче лармалла, кунсăр пуçне обществăлла апатлану учрежденийӗн шывпа тата канализаципе çыхăнмалла. Аса илтеретпӗр, ытти регионтан килнисене Тутарстанра самоизоляцире лартасассине пăрахăçланă. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев