Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кăçалхи декабрӗн 31-мӗшӗ те канмалли кун.

Ӗнер Хусанти Чаша çумӗнчи тӗп чăрăша уçрӗç. Тутарстан Республикин шӗкӗр хули Çӗнӗ çул уявӗсене паллă тума тытăнса пырать.

Çӗнӗ çул каникулӗсем январӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа 8-мӗшӗччен тăсăлӗç. Çакăн çинчен ТР Ӗçпе ӗçлӗх тата социаллă хӳтлӗх министерствин пресс-служби пӗлтерет. Çавăн пекех ведомствăра çакна та аса илтернӗ: çитес çул январӗн 1-мӗшӗпе 8-мӗшӗ канмалли кунсем пулнăран, вӗсене урăх куна куçармалла. РФ Правительствин йышăнăвӗпе канмалли кунсем çапларах куçаççӗ: январӗн 1-мӗшӗнчен вырсарникунран – февралӗн 24-мӗшне, январӗн 8-мӗшӗнчен вырсарникунран майăн 8-мӗшне.
Палăртса хăвармалла, кăçалхи декабрӗн 31-мӗшӗ те канмалли кун. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев