News by date 22 December 2022
-
Тутарстан парламентарийӗсем республика ертӳçине урăх ят шыраççӗ
ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Римма Ратникова депутатсене Тутарстан Президентне малашне мӗнле чӗнесси пирки вариантсем сӗнме ыйтнă. Ун шухăшӗпе «глава» республикăн наци хăййевӗрлӗхӗсене палăртмасть, ун çумне хушма сăмах кирлӗ. Ытти вариантсен шутӗнче вăл Юлбашчыне те сӗнсе пăхнă.
-
Ӗнер Хусанта муниципаллă йӗркеленӳсен пухăвӗ иртнӗ
«Вырăнти хăйтытăмлăх органӗсен ӗçченӗсем граждансемпе ӗçлес чи малти линире, вӗсем чи çивӗч ыйтусене татса параççӗ». Çак сăмахсене ӗнер Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов «Тутарстан Республикинчи муниципаллă йӗркеленӳсен Канашӗ» Ассоциацин XVII съездӗнче каланă.
-
Кăçалхи декабрӗн 31-мӗшӗ те канмалли кун.
Ӗнер Хусанти Чаша çумӗнчи тӗп чăрăша уçрӗç. Тутарстан Республикин шӗкӗр хули Çӗнӗ çул уявӗсене паллă тума тытăнса пырать.
-
Лисичанск ачисене валли Тутарстан Çӗнӗ çул парнисем ăсатать
Гуманитари япалисемпе пӗрле шкул ачисем валли уяв парнисем тиенӗ машинасем Лисичанска çывăх вăхăтра кайӗç