Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан парламентарийӗсем республика ертӳçине урăх ят шыраççӗ

ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗн çумӗ Римма Ратникова депутатсене Тутарстан Президентне малашне мӗнле чӗнесси пирки вариантсем сӗнме ыйтнă. Ун шухăшӗпе «глава» республикăн наци хăййевӗрлӗхӗсене палăртмасть, ун çумне хушма сăмах кирлӗ. Ытти вариантсен шутӗнче вăл Юлбашчыне те сӗнсе пăхнă.

«Тарăн кăмăлсăрлану туйăмӗ манăн та, сирӗнни пекех, пур. Уйрăммăн илсен, чи çӳллӗ должноçри çынна епле чӗнесси пирки. Мӗншӗн тесен çак ят пӗтӗм проектпа кашни страницăра темиçе хут çырăнать, чӗрене пăлхантарать...», – тесе палăртнă Ратникова «глава» сăмаха пăрахăçлама чӗнсе. 
Ун сăмахӗсемпе çак ятăн аналогне ытти тӗрӗк сăмахӗсенче тупма пулать. «Эпир вӗт должноçăн хушма ятне тупма пултаратпăр. Дэулэт Башлыгы те пур, ытти сăмахсене те тӗрӗк чӗлхисенчен илме пулать. Хаким, Баш Хаким, Амир. Тутар чӗлхинче те питӗ лайăх сăмах пур – Юлбашчы. Ăна маларах çулпуç пӗлтерӗшӗпе усă куратчӗç. Анчах та паянхи пӗлтерӗше кӗртсен çак сăмаха, чух кăна пулмалла: юл – çул, башчы – пире çак çулпа ертсе пыраканӗ», – тенӗ Римма Атласовна.
Ку тема тавра депутатсем ӗнтӗ пӗр кун кăна çаврăнмаççӗ. Раççейре çăмăл мар лару-тăру килсе тухрӗ, хальхи условисенче Тутарстана уйрăм роль уйăрса панă. «Ислам çӗршывӗсен енне, Хӗвелтухăçа çаврăнатпăр. Эпир кунта – атьăр президента пăрахăçлатпăр та, ыттисенни пекех глава пулса тăтăр. Ну, эпир атьăр мӗнле тӗр хушса каламалли тупатпăр... Ӗçтешсем, ыран та пулин мӗнле-тӗр сăмах тупма пулать вӗт. Президент теме юрамасть-тӗк, урăхла мӗнле-тӗр сăмахпа чӗнер... Атьăр шухăшлатпăр», – чӗнсе каланă вăл канашлăва хутшăнакансене. 
Каялла чакма урăх май çук, тӳрлетӳсене пурпӗрех кӗртме тивет. «Эпир мӗнле тарăхсан та, вӗреме кӗрсен те, вăхăт çитнӗ», – хушса каланă Ратникова. Ун сăмахӗсемпе, закон проекчӗпе депутатсем тем пысăкăш ӗç туса ирттернӗ. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев