Ӗнер Хусанта муниципаллă йӗркеленӳсен пухăвӗ иртнӗ
«Вырăнти хăйтытăмлăх органӗсен ӗçченӗсем граждансемпе ӗçлес чи малти линире, вӗсем чи çивӗч ыйтусене татса параççӗ». Çак сăмахсене ӗнер Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов «Тутарстан Республикинчи муниципаллă йӗркеленӳсен Канашӗ» Ассоциацин XVII съездӗнче каланă.
Ун сăмахӗсемпе, ятарлă çар операцийӗ пынă вăхăтра умри тӗллевсене пурнăçлани – паянхи кун чӗнӗвӗ. Çак ӗç неонацизмпа кӗрешме, çӗршыв çыннисене хӳтӗлеме, Раççейӗн суверенитетне тивӗçтерме кирлӗ. Рустам Минниханов çар служащийӗсен çемйисене пысăк тимлӗх уйăрма ыйтнă, уйрăмах салтак тивӗçне пурнăçласа пуçӗсене хунисен çемйисене. Ку енӗпе ӗçе кашни хулапа районра йӗркеленӗ. Унсăн пуçне, граждансем тата бизнес-пӗрлешӳ хастар хутшăннипе муниципалитетсем çар чаçӗсене тата передовойри салтаксене пысăк пулăшу кӳреççӗ, çавăн пекех ДНРпа ЛНРа, Лисичанск хулине гуманитари пулăшăвӗ ăсатаççӗ.
Республикăри муниципалитесемпе иртекен аслă çулсен стройки кăçал самай пысăк калăпăшлă. Иртсе пыракан çулталăк Атăлçи Пăлхар ислам йышăннăранпа 1100 çул çитнипе палăрса юлчӗ, çак уява патшалăх шайӗнче паллă турӗç.
Тутарстан Президенчӗ палăртнă тăрăх, иртнӗ мероприятисем патшалăхпа тӗнсем хушшинчи конструктивлă диалога çирӗплетме пулăшса пирӗн нумай нациллӗ халăхăн пӗрлӗхне кăтартнă.
Сăнӳкерчӗксем president.tatarstan.ru сайтран
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев