Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Кам-ши вăл, Çеçпӗл?»

Паллă поэт, чăваш совет поэзийӗн никӗсне хываканӗ Çеçпӗл Мишши çуралнăранпа çак кунсенче 125 çул çитет: классикăмăра халалланă тӗрлӗ мероприяти – конкурссем, вулавсем, тӗлпулусем тата ытти те – иртет. Ăсчахсем поэт пултарулăхне тарăн тишкереççӗ, статьясем калăплаççӗ, конференцисем, çавра сӗтелсем ирттереççӗ, çыравçăсем ăна халалласа хайлавсем шăрçалаççӗ. Чăваш кӗнеке издательствинче Сергей Павловăн «Кам-ши вăл, Çеçпӗл? Кто он, Сеспель?» кăларăмӗ кун çути курчӗ. Ăна икӗ чӗлхепе хатӗрленӗ, вырăсла Ольга Васильева куçарнă, редакторӗ – Ольга Федорова, ӳнерçи – Юлия Лутошкина.

Хайлав пӗрремӗш сăпатран пырать. Влада хăйӗн аслашшӗне – çыравçа – шкула тӗлпулăва чӗнет.

Владăн мăн аслашшӗ Лукиян Иванов Касаккассипе юнашар ялта, Ушанарта, пурăннă. Вăл чăваш ялӗсен историне тӗпченӗ тата Çеçпӗл Мишшин шăллӗпе Гурий Кузьмичпа туслă пулнă. Лешӗ çуллахи отпуска килсен тăтăшах вӗсем патне кӗрсе пиччӗшӗ çинчен аса илсе чылай каласа панă. Лукиян Иванов çав асаилӳсене тӗплӗ çырса типтерлӗ упраса хăварнă. Пурăна киле çав алçыру унăн ывăлне, Сергей Павлова, куçнă. Вăл та упрать, тишкерет, пичете хатӗрлет. Кӗнекере Гурий Кузьмин асаилӗвӗсемпе усă курнă.

Мишша Шăхасан пасарне кайнине ав еплерех каласа панă Гурий Кузьмич: «...Мишша тутар урапи патне çитсенех кукленсе ларать те кӗнеке çине пăхса хытса каять. Атте çакна асăрхамасть те пулмалла, пӗчӗк, виçӗ картлă хуткупăс илсе Мишшана тыттарать. Вара малалла утаççӗ. Атте унталла-кунталла пăхкаласа пынă май асăрхамасть те: Мишша палт каялла çаврăнса сутăç патнелле вӗçтерет, купăсне лешӗн умӗнчи шăналăк çине хурса ним шарламасăр ӳкерчӗксемлӗ кӗнекене ярса илет те атте хыççăн чупать».

Тӗлпулу хыççăн Владăпа аслашшӗ Çеçпӗл Мишши пурăннă, вӗреннӗ вырăнсене çитсе курма шутлаççӗ. Малтанах вӗсем Канаш округӗн Шăхасанти тӗп библиотекине кӗрсе тухаççӗ. ХХ ӗмӗр пуçламăшӗнче çав çуртра шкул вырнаçнă пулнă, шăпах унта вӗреннӗ те пулас поэт. Вулавăш ӗçченӗ Лилия Ардалионовна вӗсене сăвăçăн литературăри малтанхи утăмӗсемпе паллаштарать: «...«Çăлтăр» журнала шкулта вырăс чӗлхипе литературин учителӗ Павел Александрович Ломоносов ертсе пынипе кăларнă. Редакторӗ тата тӗп авторӗ Мишша пулнă. Пӗрремӗш номерте унăн кӗске сăвви тухнă, ăна вăл 1916 çулта вырăсла çырнă... Малтанхи сăввисем, паллă поэтсенчен çырса вӗреннӗ май, вӗсен хурăмлăрах пулса тухнă ӗнтӗ».

Кӗнекепе паллашсан вулакансем Çеçпӗл Мишши мӗншӗн вулăс кантурне ӗçе вырнаçнине тата вăл мӗнле ӗмӗт-шухăшпа пурăннине пӗлӗç. Кӗçех Владăпа аслашшӗ поэт çуралса ӳснӗ яла çул тытаççӗ. Унта экспонатсемпе пуян Çеçпӗл музейӗ ӗçлет, курса çӳремелли, пӗлмелли нумай. Экскурсовод вӗсене Çеçпӗл çемйи çинчен, çав вăхăтри пурнăç йӗркипе тӗплӗн паллаштарать.

Кăларăмра кашни сыпăк хыççăн тӗрлӗ ӗç пур. Вӗсем ансат пулин те, тӗрӗс пурнăçлас тесен калавсене тимлӗ вуламалла. Сăнарсем пулса курнă вырăнсене куç умне кăларма, Çеçпӗл  пурăннă тапхăра тарăнрах ăнланса-туйса илме кӗнекери сăнӳкерчӗксемпе художникăн ӳкерчӗкӗсем пулăшаççӗ. Вӗçӗнче вара вулакансем поэтăн хăш-пӗр сăввипе паллашма пултараççӗ.

 

Ольга ФЁДОРОВА.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашские писатели Сеспель