КАНМАЛЛИ КУНСЕНЕ САБАНТУЙСЕНЧЕ ИРТТЕРЕР
Хăнасене тӗлӗнтермелли, савăнтармалли сюрпризсем нумай хатӗрленӗ йӗркелӳçӗсем
Июнӗн 24-мӗшӗнче Хусанта республика шайӗнчи Сабантуй пулать. Виçӗ тӗлте иртет вăл – Дербышки поселокӗнчи Хурăн ращинче, Мирный поселокӗнчи Хурăн ращинче тата Акăш кӳллинче.
Сабантуйăн тӗллевӗ яланах тутар наци культурипе паллаштарасси, йăли-йӗркине тытса пырасси пулнă. Кăçал уяв концепцийӗнче пысăк улшăнусем пулса иртеççӗ. Пӗрремӗшӗнчен, ку 2023 çул Тутарстанра Наци культурисемпе йăлисен çулталăкӗ пулнипе çыхăннă. Иккӗмӗшӗнчен, Хусанта çак вăхăтра Раççейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ, чикӗ леш енчен çитнӗ туристсем нумай пулнине шута илсе тутар наци культурипе тӗплӗнрех паллаштарасшăн. Уяв умӗн иртнӗ пресс-конференцире ТР вице-премьерӗ Лейла Фазлеева Сабантуя пыракансене наци тумӗсем тăхăнма чӗннине çапла ăнланмалла.
Ӗçме-çимепе пуян тутарсен тӗпелӗ, Хусанта пулса курнă кашни çын пӗлет çакна. Нумай пулмасть иртнӗ экономика форумӗнче те тутар наци кухни çӗнтернӗ. Сабантуя йӗркелекенсене çакă халăхран тухнă рецептсемпе усă курса апат-çимӗç кӗнеки кăларма хавхалантарнă. Çак тӗллевпех Сабантуй иртекен площадкăсенче рецептсем йышăнакан урнăсем пулӗç, çемьере ăруран-ăрăва куçакан апат вăрттăнлăхӗсене электронлă почтăпа та ярса пама пулать.
Тепӗр кунах, июнӗн 25-мӗшӗнче, Кӗсмен спорчӗн центрӗнче Аçтаха киммисем шыв çине анӗç. «Китай Сабантуйӗ» çакăнта иртет. Хусанта халиччен пулман уява ирттерес шухăша ТР вице-премьерӗ – ТР суту-илӳпе промышленность министрӗ Олег Коробченко (вăлах Байдаркăсемпе тата каноэпе ишекенсен федерацине ертсе пырать) каланă. Интереслӗ идейăна Китайăн Хусанти генеральнăй консулӗ Сян Бо хапăлласах йышăннă.
Тутарстанра 2 пине яхăн Китай студенчӗ пурăнать, республикăра Китай предприятийӗсем те пур – Haier, Midea, ДАВН. Китай Сабантуйӗ Наци культурисемпе йăлисен çулталăкӗнче вӗсемшӗн хăйне май парне пулӗ, Тутарстанра, Хусанта пурăнакансемшӗн тата туристсемшӗн халиччен пулман уявра савăннипе пӗрлех Китай культурипе тачăрах паллашӗç. Мӗншӗн тесен мероприятире Китай кухни, музыки, сувенирсен суту-илӗвӗ пулӗ. Хут çӗлен, веерсем, китай хунарӗсем тума хăнăхтаракан мастер-классем ӗçлӗç. Иероглиф касса кăларма вӗренес текенсене те хаваспах йышăнӗç.
Паллах, хăнасене тӗлӗнтермелли, савăнтармалли сюрпризсем тата нумай хатӗрленӗ йӗркелӳçӗсем.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев