Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кашни «неотложкăна» коронавирус ертнӗ çын çакланма пултарать

Васкавлă пулăшу бригадисен хушшинче тӳлев суммисем расна пулмалла мар

Сovid-19 ертнӗ пациентсемпе ӗçлекен медиксене пăхăннă тӳлевсене вăхăтлă, уçăмлă тата тӗрӗс пайласа памалла. Çакнашкал задачăна паян Правительство Çуртӗнче иртнӗ канашлура Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов лартнă.

«Медиксен хушма тӳлевӗсемпе вăхăтлă та татăклăн ӗçлемелле. Эпир çакна тимлӗн сăнаса тăратпăр. Ăнлантарса памалли самантсем пур. Кама-тăр тӳлевсем парăнмалла, кама-тăр çук. Анчах та çакăншăн эпир пур. РФ Правительстви патне тухмалла, федераллă министрсем патне. Ăнлантарса памалла, тӗслӗхрен, санитари автомобилӗсемпе уйрăмлăхсем пулмалла мар. Кашни «неотложкăна» коронавирус ертнӗ çын çакланма пултарать», – палăртнă Минниханов.      

Маларах Раççей Президенчӗ Владимир Путин регионсене хушма 10 млрд тенкӗ уйăрасси çинчен пӗлтернӗччӗ. Çак укçасене Сovid-19-па чирлекен пациентсене сиплекен клиникăсен медикӗсене пама уйăрнă. Уйăхсерен парăнакан тӳлевсен калăпăшӗ 25 пин тенкӗрен пуçласа 80 пин тенкӗ таранччен, медицина ӗçченӗн должноçнчен килет.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев