Кăштах кулса илмелӗх
Хитре Марине упăшкипе калаçать: – Чунăм, кала-ха, манăн куç çурхи тӳпе тӗслӗ-и? – Аха. – Çӳçӗм шывсикки юххи пек-и? – Аха. – Тута кӗлчечек çеçки пек-и? – Ара. – Эс мана комплимент тунине мӗнле юрататăп вӗт-ха эпӗ!
* * *
Ресторанра.
– Официант, мӗншӗн эсир пур апата та сивӗнсен килсе паратăр? – кăмăлсăрланать Чăнкă Мирун.
– Эсир шурă эрех, винегрет, холодец, мороженăй заказ панă. Хăшне ăшăтса памалла? – тӗлӗнет официант.
* * *
– Кушак усрама илес килет, – тет Ахванеç.
– Чим-ха, тăхта. Кушак вăл – ӗмӗрлӗхе, малтан авланса пăхха эсӗ... – канаш парать Вӗçкӗн Ваççа.
* * *
Чăнкă Мирун, фирма директорӗ, тӗп бухгалтера хăй патне чӗнтерет:
– Фирмăна реорганизаци тунăран эп сире тав тума тата сывпуллашма чӗнтӗм.
– Мӗнле шел! Эсир хăçан каятăр вара пире пăрахса?..
* * *
Яка Кулине упăшкине:
– Якур, ыран эпир пӗрлешни 25 çул çитет. Çак ятпа сысна пусар мар-и?
– Сысна мӗнпе айăпа кӗнӗ вара?
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев