Каварлă ковид: чирленӗ чух илнӗ тест çирӗпленмерӗ, сывалнă хыççăн кăштахран панă анализ вара антителасем пуррине кăтартрӗ
Кӗркунне пуçланнăранпа коронавирус инфекцийӗпе чирленисен шучӗ ӳссе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Официаллă даннăйсем те çакна çирӗплетеççӗ, анчах цифрăсем уйрăлса тăраççӗ, вӗсем чăн кăтартусенчен темиçе хутчен те пӗчӗкрех пулӗ. Тӗслӗхрен, федерацин оперативлă штабӗн даннăйӗсем тăрăх, Раççейре октябрь вӗçне ковидран 27 пине яхăн çын вилнӗ, Росстат кăтартăвӗсемпе вара 2 хут ытларах: кăçалхи май уйăхӗнчен пуçласа августчен иртнӗ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан тӗрлӗ сăлтава пула 100 пинрен те ытларах çын вилнӗ.
Чирлекенсен шутне хальлӗхе татăклăн палăртма çук. Covid-19 инфекципе чирленисенчен чылайăшӗ, уйрăмах çамрăксем, чире çăмăл тӳссе ирттерекенскерсем, мӗнпе чирлине пӗлмесӗр медицина пулăшăвне илме каймаççӗ, ӗçе, вӗренме çӳреççӗ, вируса сараççӗ тата статистикăна кӗмеççӗ. Чир паллисем палăрсан медицина пулăшăвне илме пынисенчен чылайăшне ОРВИ диагноз лартаççӗ, чир сăлтавӗсене çирӗплетмесӗрех ятарлă сиплев палăртаççӗ. Шăнса чирленисен шучӗ чылай ӳснипе поликлиникăра пурне те ковид енӗпе ПЦР-тест (сăмсаран тата пыртан илекен мазок) тума май çук. Пациентсем нумай пулнипе, медицина кадрӗсем çитменнипе, ятарлă стационарсем тулнипе яланах тӗплӗ медицина пулăшăвӗ параймăн. Чирлӗ çынсемпе хутшăннисене тата чир ерме пултарнисене пурне те изоляцилеймӗн. ПЦР-тест панисен 30-50 проценчӗн (тӗрлӗ тест-системăсен тӗрлӗ процент) инфекци ерни çирӗпленмест...
Çак инфекцин паллисем хăйне евӗрлӗ пулни хăш-пӗр тӗслӗхсенче тестсемсӗр те тӗрӗс диагноз лартма пулăшать. Çулла эпӗ хам та коронавирус инфекцийӗпе чирлерӗм. ПЦР-тест чире çирӗплетмерӗ пулин те уйăхран медицина ӗçченӗсем валли йӗркеленӗ акци вăхăтӗнче панă анализ юнра Covid-19 вируса хирӗç антителасем пулнине кăтартрӗ.
Пирвайхи кунранах антибиотик ӗçмелле мар
Çур çул хушшинче тăвансем, туссем, пӗлӗшсемпе ӗçтешсем те сахал мар чирлерӗç. Ытларах чухне çак паллăсем палăраççӗ: шăршă тата тутă туйăнмаççӗ, çурăм мышцисем вăйлă ыратаççӗ, куç путăкӗсем ыраткалаççӗ, вăй çук. Çак паллăсем пневмонисӗр те вăтам шайра чирленисен пӗрремӗш кунранах палăраççӗ. Çавăнпа та пӗрремӗш кунсенчех вăйлă антибиотиксем ӗçни витӗмсӗр, сиен те кӳме пултарать. Вӗсем вируса пӗтермеççӗ, анчах иммунитета хавшатма пултараççӗ. Организм унсăрăн та вирус сарăлнине пула наркăмăшлать, çитменнине, антибиотиксен сиенлӗ эффекчӗсем хушăнаççӗ, çын хăйне тата та япăхрах туйма пуçлать: вăй чакса пырать, кăмăл пăтранать, хăстарать, хаш чухне варвитти те пуçланать. Çакна пăхмасăр, юнри кислород шайӗ (сатураци) вара нормăпа килӗшсе тăрать. Сывлăх шайӗ хавшанин тӗп сăлтавне пӗлмесӗрех çынсем пăшăрханма пуçлаççӗ, тата та вăйлăрах антибиотик палăртма, ӳпкесене тӗрӗслеме РКТ иртме направлени пама, госпитализацилеме ыйтаççӗ...
Васкавлă пулăшăва хăçан чӗнмелле?
Çак чир вăтам шайра тата йывăр иртнӗ чух вируслă пневмони аталаннипе тата юн тымарӗн аякӗсем шыçнипе питӗ хăрушă. Сывлăх шайӗ хавшани, уйрăмах сывлама йывăр пулни, чирлеме пуçланăранпа 8-10 кунран юнри кислород шайӗ 94 процентран чакни, çакă çын хăйне пӗр вăхăта лайăх туйма пуçланă хыççăн та пулма пултарать, сисчӳлентермелле. Çакă шыçă реакцине пула вируссене тӗп тăвакан молекулăсем йӗркеленнипе çыхăннă, вӗсем ытларах клетка иммунитечӗ хавшанипе хăйсене япăх туякан пациентсен организмӗнче тӗпленеççӗ, анчах çирӗп сывлăхлă спортсменсенче те палăрма пултараççӗ. Уйрăмах вӗсем иммуностимуляторсемпе усă курнă чух. Ун чухне ӳпкере шыçă процесӗ пынине пула организмри клеткăсем арканма пуçлаççӗ, çакă сывлăшри кислорода йышăнассине чакарать, юн кислородпа тулса çитеймест, сывлăш пӳлӗнме пуçлать. Çак тӗслӗхре васкавлă пулăшу чӗнтермелле тата ятарлă стационарта сиплев иртмелле. Вируслă пневмони пулнине, унăн шайне РКТ иртсе палăртма пулать, анчах тӗрӗслеве сывлăх шайӗ тата та хавшасан, сатураци кăтартăвӗ нормăран чылай ытларах чаксан кăна палăртаççӗ. Томографсем кашни больницăрах çук вӗт, чирлисем питӗ нумай пулнипе вӗсем пурне те тӗрӗслесе ӗлкӗреймеççӗ...
Коллективлă иммунитет йӗркелениччен сахалтан та çур çул иртмелле
Халь карантин мерисене йышăнманпа пӗрех, чир вара çурхи-çуллахи тапхăрпа танлаштарсан сарăлса пырать, ун чух вара çак мерăсем вăйраччӗ-ха. Маскăсем тăхăнни тата социаллă дистанцие пăхăнни чир ерес хăрушлăха кăштах чакарать кăна. Ковидпа чирлекенсен шучӗ çывăх вăхăтра чакасса шанма çук. Эпидемие сирсе яма çынсен 60-70 проценчӗн юнӗнче вируса хирӗç антителасем пулмалла, вӗсем вара чирлесе ирттерсен кăна йӗркеленеççӗ е вакцинаци тусан. Раççейри темиçе регионта ирттернӗ тӗрӗслевсене тӗпе хурса хальхи вăхăтра çынсен 20-30 проценчӗн кăна юнӗнче çакăн пек антителасем пур. Инфекцие хирӗç коллективлă иммунитет йӗркелениччен сахалтан та тата çур çул иртмелле.
Вакцинаци çак процеса хăвăртлатать, паллах, анчах прививкăна январьччен массăллă тумӗç. Вакцинаци иртес текенсен Covid-19 вируса хирӗç антителасем пулнипе пулманнине тӗрӗслеттермелле. Вӗсем пулсан прививка тума юрамасть. Специалистсен шухăшӗпе, инфекци мӗнле йывăртарах иртет, юнра çавăн чухлӗ ытларах антителасем йӗркеленеççӗ. Сывалнă хыççăн вăтамран та 6-12 уйăх хушшинче çӗнӗрен чирлеме пултарас хăрушлăх çукпа пӗрех. Прививка тунă хыççăн иммунитет мӗнле тапхăра тăсăлнине вăхăт кăтартӗ, хальлӗхе 1-2 çула тесе шутлаççӗ. Йăлтах вакцинăран килет...
Пăшăрханни чăрмав кӳрет
Телее, организмăн уйрăмлăхӗсене тата иммунитета пула чылайăшӗ ковидпа çăмăллăн е вăтам шайра чирлесе ирттереççӗ, хăшӗ-пӗрисен чир паллисем палăрмаççӗ те, организмӗ инфекцие пӗртте йышăнманнисем те пур. Аслă ӳсӗмрисенчен никам та мӗнле шайра чирлесе ирттерессине маларахах палăртаймасть. Чылайăшне çакă тата уйрăмах йывăр чирлесси хăратать. Ковидпа чирленисен ытларах чухне канăçсăрлăх палăрать, пусăрăнчăк кăмăл аталанма пултарать, сехӗрленни те пулкалать, ун пек чухне психотерапевт тата психиатр патӗнче сиплев иртме тивет.
Чир мӗнле иртсен те ытлашши пăшăрханма кирлӗ мар, çакă организма вируса çӗнтерме тата унран туллин хӳтӗленме чăрмав кӳрет. Процесс йывăртарах иртет пулсан, чир палăрма пуçласанах антикоагулянтсемпе усă курмалла. Тимлӗ пулмалла, юнри кислород çителӗклине пульсоксиметрпа (туянма пулать) тӗрӗслесе тăмалла. Сатураци чаксан тата сывлăш пӳлӗнме пуçласан РКТ иртмелле, малалла сипленмелле, сехӗрленсе ӳкмелле мар. Коронавирус инфекцине пула чир йывăр иртнӗ чух темиçе уйăх хушши сипленме тивет, çакна тивӗçлипе йышăнмалла, ытлашши пăшăрханни сиен çеç кӳрет.
Такăнса ӳкесси те пулать çул çинче,
Чирлесе выртасси те пулма пултарать…
Ытлашши хурланни вай-хала чакарать,
Ытлашши шикленсен каяймастăн инçе…
Андриян ГРИГОРЬЕВ.
Нурлат хули.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев