Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кайăк чӗлхине пӗлет тейӗн

ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен канашӗн пайташӗн, Лайăш районӗнчи Аслă Кабан ялӗнче пурăнакан Альберт Миронович Кольцовăн «Птицы в наших краях» кӗнеки тухни пӗрре те кӗтменлӗх мар, мӗншӗн тесен вӗçен кайăк тӗнчине пӗр çул кăна тӗпчемест. Ку енӗпе теоретик та, пуян опытлă практик та вăл. Тӗслӗхрен, индоуткăсене мӗнле ӗрчетмелли çинчен кăна темиçе томлă кӗнеке кăларма пултарать. Çак килти кайăкпа туслашнăранпа 20 çул çитнӗ иккен. Вӗсем çинчен калама тытăнсан Альберт Мироновичăн сăнӗ савăнăçпа çиçсе çуталнине курсанччӗ сирӗн. Калăн, вӗçен кайăк чӗлхине чăнах та пӗлет. Вӗсене мӗн кирлине, халӗсем еплереххине пӗрре пăхсах ăнланать. Нумай пулмасть ун патӗнче хăнара пулсан, кăна хам куçпа курса ӗнентӗм.

Шкул тата 22 сотăй çӗр

Профессипе Альберт Кольцов строитель, ӗмӗрӗпех яваплă ӗçре тăрăшсан та («Казаньпромстрой» экономисчӗ, ЖБИ завод директорӗ, Главтатстрой оперативлă диспетчер службин ертӳçи, ЖБИ-3 завод директорӗ, Лайăш районӗнчи «Столбищенское» опытпа производство хуçалăхӗн директорӗн строительство енӗпе çумӗ) çутçанталăкран уйрăлман. Мӗн ачаран выльăх-чӗрлӗх, хур-кăвакал, кайăк-кӗшӗк юратаканскер, ăçта кайсан та вӗсене сăнанă. Çарта чухне пуçласа пӗрремӗш хут романовски ăрачӗллӗ сурăхсене курсан, хăçан та пулсан хăй те çак выльăха тытма сăмах панă. Ӗмӗчӗ унăн Лайăш районӗнчи «Столбищенское» опытпа производство хуçалăхне ӗçлеме куçсан пурнăçланнă.
 – 1990 çулта, «ЖБИ-3» директорӗнче ӗçленӗ чухне, ман пата «Столбищенское» ОПХ директорӗ, Тутарстанăн тава тивӗçлӗ агрономӗ Усман Хабибуллович Валиуллин килсе хăй патне ӗçлеме чӗнчӗ, райком ăна совхоз вăйӗпе шкул строительствине пуçарма хушнă иккен. Пӗр чӗлхе тупрăмăр. Чи кирли – вăл çӗр паратăп тесе шантарчӗ. Çапла 1990 çулта февралӗн 1-мӗшӗнче кунта куçрăмăр. Ӗçлеме пуçларăм, малтан шкулăн проект документацине хатӗрлерӗм. 1994 çулта строительство пуçланчӗ, материалсене хамăр турттартăмăр. Малтан сметăпа шкул хакӗ пурӗ те 998 пин тенкӗ тăратчӗ пулсан, 1995 çулта тăрук 11 миллиона çитрӗ. Пурнăç йывăртарах кайрӗ, сӗт хакӗ чакрӗ. Çавăнпа совхоз шкул строительстви çине тимлӗх уйăрма пăрахрӗ. ТР Министрсен Кабинетӗнче ман паллакан çын ӗçлетчӗ, ун патне кайса хамăрăн лару-тăрăва каласа патăм. Вăл вара мана документацие çӗнӗрен пичетлесе килсе пама каларӗ. Шкулăн иккӗмӗш хутне тума пуçласан чарăннă строительство çапла 1999 çулта тин çӗнӗрен пуçланса шкула туса пӗтерчӗç. Директор чăнах та пире 22 сотăй çӗр пачӗ. Ку касăра пӗр çурт та çукчӗ, эпир пӗрремӗш лартрăмăр.

103 йывăç

Аслă Кабана куçнă Кольцовсен çурт валли вырăнӗ суйламалăх пулсан та, вӗсем тип çырма хӗррине кăмăлланă.
– Пӗр енчен килӗшет мана ку вырăн. Хăвăрах шутлăр-ха, çырма хӗрринче пурăнман пулсан тислӗке ăçта хураттăм? Çавăнпа çырма хӗррине ятарласах суйларăм. Кайăк-кӗшӗк тытас шухăш пуррипе кунтах вӗсем валли тимӗр-бетонран бассейн турăм.  Çырма хӗррипе йывăç лартса тухрăм. Йывăç тенӗрен, ку ялтан фронта кайнисенчен 103-шӗ таврăнманнине палăк çине çырнине куртăм та вӗсен ячӗпе йывăç лартас терӗм. Кайран шучӗ 103-рен те иртрӗ. Çӗмӗрте хам килтен, Чăваш Енри Хуракасси ялӗнчен тата тăван ял вăрманӗнчен ятарласа 36 юман йӗкелӗ илсе килсе лартрăм, – паллаштарать малалла хăй лартнă йывăçсемпе Альберт Миронович.

Кайăк валли – пилеш

Çак 100 ытла тӗм хушшинче юманпа çӗмӗртсӗр пуçне хурама, хурăн тата ытти йывăç пур. Çапах ытларах пилеш куç тӗлне пулать. Вӗçен кайăксем мӗн юратнине пӗлсе ятарласа пилеш лартнă иккен Альберт Миронович.
– Шăланкурăссем (свиристель) Çӗпӗртен вӗçсе килеççӗ пирӗн пата, чӗпписене унтах кăлараççӗ. Хӗлле апат шыраса регионтан региона куçса çӳреççӗ. Пилеше 4-5 пысăк карçинкка татса хӗвел лекмен вырăнта типӗтетӗп. Хӗлле майпен кормушкăна хуратăп. Пӗрре вӗреннӗ кайăк ялан кунта таврăнать. Мӗнле кăна кайăк килмест пуль кунта? Çуркунне чăн-чăн оркестр пек юрлаççӗ, – пӗлтерет кил хуçи кăмăллăн.
Çу кунӗнче те кормушкăсене пушă тăратмасть Альберт Миронович. Апат та пур пек çулла вӗçен кайăк валли, пурпӗр апат парать. Кăсăясене аякка вӗçтересшӗн маррипе çапла тăвать вăл. Вӗсен популяцине сыхласа хăварма тăрăшать, мӗншӗн тесен хӗллехи сивӗре апат тупайманнипе 10 кăсăяран çурри те хӗл каçаймасть иккен.

Нартлатман кăвакалсем

Пахчари чи сумлă вырăна, пӳрт çумне, индоуткăсем йышăнаççӗ. 20 çул ӗрчетеççӗ вӗсене Кольцовсем. Хур юратнипе хур та тытнă-ха малтан, анчах хытă кăшкăрса пӗчӗк мăнукне хăратнипе индоуткăпа улăштарма тивнӗ. Сăмах май, çăмарта туса килтех чӗп кăлараççӗ ку кайăксем.
 – Кăçалхи пекки пулманччӗ-ха. 3 ама 42 чӗп кăларчӗ. Нихçан çука симӗс-кăвак тӗсли те пур, – савăнса пӗлтерет кил хуçи юратнă чӗрчунӗсем пирки. Питӗ тиркевлӗ кайăксем иккен хăйсем тата. Пыл пек тутлă панулмие хыпса та пăхмаççӗ, хăяршăн вара каçсах каяççӗ. – Индоуткăрсем тутлă çисе пурăнаççӗ сирӗн тесе кулаççӗ тăвансем, – калаçăва хутшăнать мăшăрӗ те.

Хăйне евӗрлӗ теплица

Кольцовсен пахчине кӗнӗскерсем эпир тепӗр тӗлӗнтермӗше пăхмасăр чăтаймарăмăр. Ку вăл – теплица. Ăна Альберт Миронович кӗленче бутылкăсенчен хăй ăсталанă.  
 – 3664 бутылка кайрӗ кунта, – паллаштарать вăл теплицăпа.  «Стройматериала» вара пӗтӗм ялӗпех пуçтарса панă.
– Хӗлле кантăксене уçатăп та лаппăшпех 80-100 см хулăнăш юр саратăп. Çуркунне çӗрнӗ тислӗк тăкатăп. Ыттине мăшăрăм Нина хăй тăвать. Арăмпа ăнчӗ мана, – кăмăллăн мухтарӗ мăшăрне вăл.
Те теплици паха пулнăран, те пахчаçисем пултаруллăран, тухăçӗ Кольцовсен çуллен лайăх. Калчасене апрелӗн 17-мӗшӗнче лартаççӗ те Çимӗке пӗрремӗш çимӗç ӗлкӗрет те. Эпир пынă чух та темиçе тӗрлӗ помидор, пăрăç, баклажан, техӗмлӗ тӗрлӗ курăк ӳсетчӗ унта.
Пахчара панулми, груша, слива, хурлăхан та пур  – пурте паха сортлисем. Тӗрлӗ чечек, çӗрулмипе хăяр валли те вырăн уйăрнă. Кăçал ку тăрăхра çăвӗпе те çумăр çуманнипе çӗрулми таранах сапса тăма тивнӗ пулсан та, тухăçӗ хăйсене çителӗклӗ.

«Калаçакан» чăхсем

Пахчана пăхса çаврăннă хыççăн картише черет çитрӗ. Сăмах май, Альберт Миронович çуртпа карта-хуралтăсене йăлт хăй проекчӗпе лартнă. Кунта та тӗлӗнтермӗш кӗтрӗ пире. Вӗсен чăххисем çынна курсан тарса пытанаканнисем мар,  пурте алла вӗреннӗ. Хуçи патне апат ыйтса пыраççӗ те алă тăрăх хăпарса хулпуççийӗ çинех хăпарса лараççӗ.  Мӗн тӗрлӗ кăна чăх çук вӗсен! Ял ачисене çутçанталăкпа туслаштарас шутпа кăтартма тесе 5-6 тӗрлине ӗрчетеççӗ. Пирӗн куç умӗнчех сарă чăх кăлтăртатса Альберт Мироновичăн алли тăрăх хăпарчӗ, киккириклӗ пӗчӗк йышши чăххи вара хăлхинчен тем каласа пăшăлтатнă пек те пулчӗ. Çутçанталăка, вӗçен кайăксене, выльăх-чӗрлӗхе юратман пулсан, чăххисем хуçи патне пыман пулӗччӗç.
Чӗрчунсенчен пуринчен ытла ӗнене юратать Альберт Миронович. Выльăхсемпе, чăх-чӗппе хăй аппаланма кăмăллать. Вӗсемпе калаçать. Чăн та, тахçантанпах ӗне тытмаççӗ ӗнтӗ вӗсем, пăрăвӗсене пӗтерни вара икӗ-виçӗ çул кăна-ха. Вӗсене пăхма йывăртарах халь Кольцовсене, мӗн тесен те 80-ра вӗт. Апла пулин те çак мăшăра ватă тесе калама чӗлхе çаврăнмасть. Çамрăксенчен кая мар вашават-ха вӗсем. Çакăн пек пулма вӗсене çутçанталăкпа тата спортпа тусли пулăшать. Альберт Миронович çулӗсене пăхмасăр кашни çул йӗлтӗр ăмăртăвне хутшăнать, куллен 10 çухрăмран кая мар утать. Пушă вăхăт тупăнсанах хăйӗн кабинетӗнче сӗтел хушшине ларса черетлӗ кӗнеке валли статья çырать. ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен сентябрӗн 24-мӗшне палăртнă пухăвне те акă пушă алăпа каймасть, кăçал тухнă çӗнӗ кӗнекине хăйпе пӗрле илет.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев