Кӗçтюк хăравçă пулман
1941 çул июнӗн 22-мӗшӗнче, фашистла Германи çарӗсем пирӗн çӗршыв çине тапăнса кӗнине пула, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Вăй питти арçынсем пӗрин хыççăн тепри интервентсене хирӗç çапăçма туха-туха кайнă. Часах Кӗçтюк пиччене те повестка панă. Вăл хаяр çапăçу хирӗсенче нимӗçсене çӗнтеричченех пулнă. Çӗнтерӳ кунне Хевелтухăç Пруссинче кӗтсе илнӗ. Фронтра пиçӗхнӗ салтака килне яман, вӗсен çар ушкăнне Инçет Хӗвелтухăçне илсе кайнă. Унта сержант Кузнецов К.И. 190-мӗш стрелковăй дивизинчи 58-мӗш стрелковăй полкра отделени командирӗ пулса Япони çарӗсене хирӗç пынă вăрçа хутшăннă. Хӗвелтухăç Маньчжуринче, ывăлӗ каласа панă тăрăх, салтакăн пурнăçӗ çăмăл пулман. Пур ӗçе те вӗсем хăйсен вăйӗпе пурнăçланă. Питӗ йывăр климат условийӗсенче салтака ирхине çăвăнма та пӗр стакан шыв анчах панă. Шыва инçетрен илсе килмелле пулнă, çавăнпа ăна питӗ перекетлӗн расхутланă. Кунти çар операцийӗсем вăраха пыман: 1945 çул августăн 12-мӗшӗнче пуçланнă, сентябрӗн 2-мӗшӗнче Япони капитуляци акчӗ çине алă пуснипе вӗçленнӗ. Иккӗмӗш Тӗнче вăрçи вӗçленсен тин виçӗ вăрçа хутшăннă Константин Игнатьевич сержант хăйӗн çуралнă çӗршывне таврăннă.
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи чарăннăранпа 80 çул çитрӗ. Ку историре питӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ пулăм ячӗпе 2025 çула Раççей Федерацийӗн президенчӗ В.В. Путин «Тăван Çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкӗ» тесе пӗлтерчӗ. Çӗршывăн пур кӗтесӗнче те çак ятпа тӗрлӗ мероприятисем иртеççӗ.
Паянхи кун Кивӗ Ӳселӗнче 1939 – 1945 çулсенче пынă хаяр вăрçа хутшăннă ветерансем юлмарӗç ӗнтӗ. Эпир вӗсене яланах асра тытатпăр. Вăрçăран сывă таврăннă салтаксене те малтанхи çулсенче çăмăлах пулман. Вӗсем вăрçă çулӗсенче юхăннă хуçалăха çӗнетсе ура çине тăратнă çӗрте ырми-канми ӗçленӗ. Колхозри ӗне, сысна, сурăх, лаша, чăх-чӗп витисене çӗнӗрен туса лартнă. Тыр-пул туса илес, выльăхсене пăхас çӗрте вăй хунă. Ялти шкула юсанă, ун çумне тата пилӗк класс вӗренмелӗх пурасем пураса хăпартса лартнă, хăмапа витнӗ, ялта çӗнӗ клуб туса хунă. Пӗренесене вăрмантан лашасемпе, вăкăрсемпе турттарнă. 1949 çул, ялти пур халăх та тăрăшса ӗçленипе, Аслă Сӗнче шывӗ çинче колхоз гидроэлектростанцине хута янă. Ку ӗçсенче пирӗн кӳршӗре пурăнакан вăрçă ветеранӗ Кӗçтюк пичче те хастаррăн ӗçленӗ...
Кӗçтюк тете, хăй каласа панă тăрăх, Яккулюх Йăкăнат (Яковлев Игнатий) çемйинче 1917 çул çуралнă. Çемьере сакăр ачаран вăл чи кӗçӗнни пулнă. Çамрăклах аслисемпе пӗрле хуçалăхри ӗçсене тунă çӗрте вăй хунă. Тырă акнă çӗрте, утă çулса тирпейленӗ тапхăрта, çитӗннӗ тыр-пула вырса пуçтарса кӗртнӗ вăхăтра вăл çитӗннӗ çынсенчен юлмасăр ӗçленӗ. 1926 çул ялти шкулта парта хушшине ларнă. Унпа пӗрле Сухунух Тимахвийӗ (Софонов Тимофей), Казак Элекçейӗ (Казаков Алексей), Колин Эрçукӗ (Колин Арсентий), Михала Антунӗ (Михайлов Антон) тата ыттисем те вӗренме çӳренӗ. Ку ушкăнра пӗр хӗрача кăна, Мӗтри Маюкӗ (Мария Дмитриевна Павлова), пулнă. Вăл çулсенче, 1921 çул шкул пӳрчӗ çунса кайнине пула, ачасем çынсен килӗсенче вӗреннӗ. Кӗçтентти пӗрремӗшпе иккӗмӗш классенче Яка Энтри (Молоткин Андрей) пӳртӗнче, виççӗмӗш класра Долгов Василийсем патӗнче, тăваттăмӗш класра Кавăрле Павăлӗн (Гаврилов Павел) çуртӗнче пӗлӳ илнӗ. Ачасене Петрушкова Акулина Васильевна, Исаков Иван Исакович, Ваструков Кузьма Никифорович, Корнилов Сергей Сидорович вӗрентнӗ. Тăваттăмӗш класра ачасем пионера кӗнӗ. Колхозра пионерсен çуртне уçнă. Пионерсен ӗçне Мăкшă Кулини (Гаврилова Акулина Игнатьевна) йӗркелесе янă. Советсен пысăк праçникӗсенче пионерсем Маюкăн хӗрлӗ тутринчен ялав туса урама юрăсемпе пӗршухăшлăх демонстрацине тухнă. Кӗçтюк юрлама та, ташлама та пултарнă, уйрăмах шӳтлеме юратнă.
Ачалăх çулӗсем сисӗнмесӗрех иртсе кайнă. Костя вăтам пӳллӗ, тӗреклӗ хул-çурăмлă каччă пулса çитӗннӗ. Йӗкӗт нимӗнле ӗçрен те хăраса тăман. Теветкеллӗ те çаврăнăçуллă çамрăк вăрман касма та, кӗтӳ кӗтме те, пура пурама та, лашапа лава çӳреме те, выльăх пăхма та, авăн çапма та, çăпата тума та тата нумай ӗçе ӳркенмесӗр пурнăçлама хăнăхнă. Вăл шыва кӗме кайсан юлташӗсене патваррăн ишнипе тӗлӗнтернӗ, ухатана кайсан та, пулăран та нихăçан та тупăшсăр таврăнман. Вăтăрмӗш çулсен варринче ăна Миккуль пиччӗшӗ вербовкăпа Владивосток патӗнчи Артём хулине илсе кайнă. Унта Кузнецовсем çӗр кăмрăкӗ кăларнă çӗрте ӗçленӗ…
1937 çул Кӗçтюк тете ашшӗпе амăшӗ патне таврăннă, çемьеленнӗ. Праски ятлă мăшăрӗ, Мăкшелӗнче çуралса ӳснӗскер, 1938 çул хӗрача çуратнă, ăна Улька ят панă. Çемье пуçне 1938 çул вӗçӗнче Хӗрлӗ Çар ретне илнӗ. Çар хӗсметне йӗкӗт Ленинград хули çывăхӗнче пуçланă. Вăл вăхăтра тӗнчери лару-тăру питӗ кăткăс пулнă. Хӗвеланăçӗнче фашистла Германи хӗç-пăшалланнă, ытти çӗршывсене тытса илсе пăхăнтарма пуçтарăннă. Хӗвелтухăçӗнче милитаристла Япони правительстви Совет Союзӗ çине тапăнма хатӗрленнӗ, пирӗн çӗршыва Байкал кӳлли таран тытса илме ӗмӗтленнӗ. 1939 çул Монголи Халăх Республикинчи Халхин-Гол юханшывӗ патӗнче çапăçусем пулса иртнӗ. Ăна Япони монголсен çӗрне туртса илессишӗн хускатнă.
Ку конфликт майăн 11-мӗшӗнчен пуçласа сентябрӗн 16-мӗшӗччен пынă. Монголипе Совет Союзӗн çарӗсем тăшмана тивӗçлӗн хирӗç тăнă. Авăн уйăхӗн 16-мӗшӗнче ку хирӗçӳ Япони ыйтнипе чарăннă. Çав çулах ноябрӗн 30-мӗшӗнче Финляндипе Совет Союзӗ хушшинче тепӗр вăрçă пуçланнă, вăл 105 кун хушши, 1940 çул март уйăхӗн 12-мӗшӗччен тăсăлнă. Константин Игнатьевича çак конфликтра пулма тӳр килнӗ. Вӗсен полкӗ «Карельский перешеек» текен вырăнта çапăçнă. Унта, Финн заливӗпе Ладога кӳлли хушшинче, финсен виçӗ лининчен тăракан хӳтӗленӳ сооруженийӗсем пулнă. Ăна «Маннергейм линийӗ» тенӗ. Совет çарӗсем февраль уйăхӗнче унти фронт линине татса малалла кайма пултарнă. Часах Финлянди правительстви пеме чарăнса мир тума ыйтнă. Хӗсмет вăхăчӗ иртсен, 1940 çул вӗçӗнче, демобилизаци йӗркипе, хӗрлӗармеец Кузнецов К.И. тăван ялне таврăннă, колхозра ӗçлеме тытăннă.
Анчах мирлӗ пурнăç нумая пыман, 1941 çул июнӗн 22-мӗшӗнче, фашистла Германи çарӗсем пирӗн çӗршыв çине тапăнса кӗнине пула, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Вăй питти арçынсем пӗрин хыççăн тепри интервентсене хирӗç çапăçма туха-туха кайнă. Часах Кӗçтюк пиччене те повестка панă. Вăл хаяр çапăçу хирӗсенче нимӗçсене çӗнтеричченех пулнă. Çӗнтерӳ кунне Хевелтухăç Пруссинче кӗтсе илнӗ. Фронтра пиçӗхнӗ салтака килне яман, вӗсен çар ушкăнне Инçет Хӗвелтухăçне илсе кайнă. Унта сержант Кузнецов К.И. 190-мӗш стрелковăй дивизинчи 58-мӗш стрелковăй полкра отделени командирӗ пулса Япони çарӗсене хирӗç пынă вăрçа хутшăннă. Хӗвелтухăç Маньчжуринче, ывăлӗ каласа панă тăрăх, салтакăн пурнăçӗ çăмăл пулман. Пур ӗçе те вӗсем хăйсен вăйӗпе пурнăçланă. Питӗ йывăр климат условийӗсенче салтака ирхине çăвăнма та пӗр стакан шыв анчах панă. Шыва инçетрен илсе килмелле пулнă, çавăнпа ăна питӗ перекетлӗн расхутланă. Кунти çар операцийӗсем вăраха пыман: 1945 çул августăн 12-мӗшӗнче пуçланнă, сентябрӗн 2-мӗшӗнче Япони капитуляци акчӗ çине алă пуснипе вӗçленнӗ. Иккӗмӗш Тӗнче вăрçи вӗçленсен тин виçӗ вăрçа хутшăннă Константин Игнатьевич сержант хăйӗн çуралнă çӗршывне таврăннă.
Эпӗ аттесӗр ӳснӗ, çавăнпа мана час-часах Кӗçтюк пичче ывăлӗсемпе пӗрле хăйсен мунчинче çуса кăларатчӗ, такмакла-такмакла хурăн милкипе çапатчӗ, ӳссе çитӗнсе хăюллă салтак пулма сунатчӗ. Эпир, шăпăрлансем, «вăрçăлла» выляма юрататтăмăр. Фронтра пулнă салтакран вăрçă çинчен каласа пыма ыйтаттăмăр. Вăл пире темех каласа памастчӗ, шкулта тăрăшса вӗренме сӗнетчӗ, çирӗп сывлăхлă пулса çитӗнме хистетчӗ. Пирӗн ыйтусем çине: «Эпӗ хăравçă пулман»,-тесе хуравлатчӗ. Кашни çулах майăн 9-мӗшӗнче ытти вăрçă ветеранӗсемпе ял варрине лартнă палăк патне хăйӗн медалӗсемпе орденӗсене çакса пыратчӗ. Асăну митингӗ хыççăн ветерансене колхоз вăйӗпе хăна тăвасси йăлана кӗнӗччӗ.
Ăна фронтовиксем «нарком 100 грамӗ» е «Ворошилов паёкӗ» тетчӗç. Хăна пулнă май сӗтел хушшинчи калаçусем, асаилӳсем пуçланатчӗç. Тискер вăрçă çулăмӗ витӗр иртнӗ Кӗçтюк пичче яланах: «Кӗçтюк хăравçă пулман», – тетчӗ. Правительство наградисене мӗнле паттăрлăхшăн илнине каласа памастчӗ. Ку ун чухне патшалăх вăрттăнлăхӗ пулнă. Çӗнтерӳпе таврăннă салтаксем малашне нихăçан та вăрçă ан пултăр тетчӗç.
2015 çул Аслă Çӗнтерӳ 70 çул тултарнă тӗле Раççей Федерацийӗн Оборона министерстви иккӗмӗш тӗнче вăрçипе çыхăннă нумай секретлă материалсене интернетра вырнаçтарма тытăнчӗ. Эпир вӗсемпе кăсăкланса паллашма пуçларăмăр. Нумай хыпарсăр çухалнă салтаксем ăçта пуç хунине тупма пултартăмăр, вăрçă паттăрӗсене ăçта тата мӗнле наградăсем панине шыраса тупрăмăр…
Раççей Федерацийӗн Оборона министерствин тӗп архивӗнчи материалсенчен Кузнецов Константин Игнатьевича финсемпе пынă вăрçă хыççăн Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче 1942 çул хутшăнма пуçлани паллă. Вăл Воронеж фронтӗнче 237-мӗш стрелковăй дивизийӗнче 501-мӗш разведчиксен уйрăм ротинче çапăçнă. Ку дивизине августăн 3-мӗшӗнче Брянск фронтӗнчи 38-мӗш арми йышне кӗртнӗ. Воронеж çывăхӗнчи хаяр çапăçусенче 1942 çулхи октябрӗн 20-мӗшӗнче хăюллă разведчика пӗрремӗш хут уринчен амантнă. Суранӗ çăмăл пулнипе вăл госпитальте нумай вăхăт сипленмен, хăйӗн дивизине таврăннă. 1943 çул пуçламăшӗнче разведчиксен подразделенийӗ Курск облаçӗнчи Касторная станцине, Белгород облаçӗнчи Новый Оскол хулине ирӗке каларнă çӗре хутшăннă. Унта ефрейтор Кузнецов февралӗн 23-мӗшӗнче иккӗмӗш хут çăмăл аманнă.
Февралӗн 2-мӗшӗнче Кузнецов К.И. хăйӗн ушкăнӗнчи разведчиксемпе çывăхри Орловка тата Удобное ялӗсенче тăшман пуррипе çуккине тӗрӗслеме тата, май пулсан, «чӗлхе» тытса килме приказ илнӗ. Орловка посёлокӗнче нимӗçсем пулман, çавăнпа разведчиксен ушкăнӗ çӗрле 3 сехетре Удобное посёлокне çитсе кӗнӗ. Часах пӗр çурт патӗнчи хурал тăракан нимӗçе асăрханă. Кӗçтюк вăрттăн йăпшăнса пырса ун çине харсăррăн сиксе ӳкнӗ, финкăпа кăкринчен чикнӗ. Канакан фрицсене тыткăна илес шутпа çиçӗм пек хăвăрт пӳрте чупса кӗнӗ те: «Руки вверх», – тесе кăшкăрнă. Унта 14 тăшман салтакне тыткăна илнӗ. Вăл çакăн пекех теветкеллӗхпе нимӗçсенчен тата виçӗ çурта тасатнă. Çак ăнăçлă разведкăра вăл тăрăшнипе 71 фрица тыткăнланă, вӗсенчен иккӗшне хирӗç тăма тытăнсан вырăнтах персе пăрахнă. Награда хучӗ çинче тапăну тапхăрӗнче харсăр разведчик тăшманăн 16 салтакне тӗп туни çинчен те асăнса хăварнă. Çак паттăрла ӗçсемшӗн 501-мӗш разведчиксен ротин командирӗ Кузнецов К.И. хӗрлӗармееца Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗ памалла тесе йышăннă. Анчах та паттăр разведчик апат-çимӗç çитмен пирки пӗр офицерпа хирӗçсе кайнă. Çак пăтăрмаха пула ăна 1943 çул февралӗн 12-мӗшӗнче орден вырăнне «Хăюлăхшăн» («За отвагу») медальпе наградăланă (ЦАМО, шкаф 48, ящик 3).
1943 çул март уйăхӗнче 237-мӗш стрелковăй полк Сумы облаçӗнчи Краснополье патӗнче тăнă. Ку вырăн Курск пӗккин чи кăнтăр пайне лекнӗ. Июлӗн 5-мӗшӗнче унта Курск çапăçăвӗ (Курская битва) пуçланнă. Константин Игнатьевич ку çар операцине те хутшăннă. Июлӗн 14-мӗшӗнче Орёл облаçӗнчи Болхов районне кӗрекен Кривцово ялӗ патӗнче пулнă пысăк çапăçура йывăр аманнă. Суранӗсем тӳрленсе çитменнипе кӗркунне Кӗçтюк тетене килне янă.
1944 çул кăрлач уйăхӗнче Кузнецов К.И. ефрейтора хӗсмете тепӗр хут илсе кайнă. Малтанах запасри çар чаçӗнче миномётчиксене хатӗрлекен çӗрте, кӗçӗн командирсен шкулӗнче вӗреннӗ, сержант званине илнӗ. 1-мӗшпе 2-мӗш Белорусси фрончӗсенче Украинăпа Белорусси, Польша çӗрӗсене ирӗке кăларнă çӗрти çапăçусене хутшăннă. Мартăн 30-мӗшӗнче Виляш ялӗ патӗнче аманнă, ку фронтовикăн 4-мӗш суранланăвӗ пулнă. Çав çулах июлӗн 20-мӗшӗнче сержант Кузнецов Минск хули çывăхӗнче пиллӗкмӗш хут аманнă. Сывалнă хыççăн ăна 1944 çул сентябрӗн 20-мӗшӗнче 110-мӗш стрелковăй дивизинчи 1287-мӗш стрелковăй полка янă. Унта вăл отделени командирӗ пулнă, миномёт расчётӗнче наводчик тивӗçӗсене пурнăçланă. Виççӗмӗш Белорусси фронтӗнче «Хӗвелтухăç Прусси» наступлени операцинче паттăрлăх кăтартнăшăн 1945 çул апрелӗн 6-мӗшӗнче ăна 1287-мӗш стрелковăй полк командованийӗ виççӗмӗш степеньлӗ Мухтав орденӗпе (орден Славы III степени) наградăланă.
Çапăçу хирӗнче миномётпа персе икӗ пулемёт точкине тӗп тунă тата çирӗме яхăн тăшман салтакне пӗтернӗ. Февралӗн 12-мӗшӗнче нимӗçсен контратаки вăхăтӗнче сăнав пунктӗнче тăракан взвод командирӗ Шульгин йывăр аманнă. Юлташ Кузнецов, хăй пурнăçне шеллемесӗр, тăшман пӗр чарăнми вут тăкнине пахмасăр, хăйӗн командирне хăрушсăр вырăна илсе тухнă, вилӗмрен хăтарнă Паттăрлăхпа харсăрлăх кăтартнăшăн ăна виççӗмӗш степеньлӗ Мухтав орденӗпе наградăлама йышăннă (ЦАМО, картотека награждений, шкаф 48, ящик 3). Тăван çӗршыв шанчăклă хӳтӗлевçи Кёнигсберг хула-крепоçне штурмланă çӗре те хутшăннă. Çӗнтерӗве Кёнигсберг хулинче кӗтсе илнӗ.
1945 çул Кузнецов Константин Игнатьевича «1941-1945 çç. Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче Германине çӗнтернӗшӗн» («За победу над Германией в Великой Отечественной войне 1941-1945 гг.») медальпе, 1946 çул «Японине çӗнтернӗшӗн» («За победу над Японией») медальпе наградаланă (ЦАМО, фонд 852, опись 2, дело 10). 1985 çул вăрçă ветеранӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин II степеньлӗ орденне илме тивӗçлӗ пулнă (ЦАМО, Юбилейная картотека награждений, шкаф 31, ящик 11). Тата ăна Аслă Çӗнтерӳ 20, 25, 30 çул тултарнă ятпа юбилейлă медальсем парса хавхалантарнă.
Ветеран колхоз производствинче тӗрлӗ ӗçре вăй хунă, бригадир та, конюх та, платник те пулнă. Пур ӗçе те яланах тӳрӗ кăмăлпа пурнăçланă. Пенси умӗнхи юлашки çулӗсенче колхозри пушар хуралӗнче ӗçленӗ. Хурал пӳрчӗ çумӗнчи лаша витинче талăкри хăш вăхăтра та икӗ-виçӗ лаша, лавсем çинче шыв тултарса хунă пичкесем, алă вăйӗпе ӗçлекен пушар насусӗ кӗтмен инкек сиксе тухнă вырăна кайма хатӗр тăнă. Унти утсем Кӗçтюк пичче пекех харсăр пулнă, вутран та, шывран та хăраман. Константин Игнатьевич хăйӗн командипе тата ял халăхӗ пулăшнипе пӗрре кăна мар пушар сӳнтернӗ чухне çынсен пурлăхне çăлса хăварма пулăшнă.1976 çул «Социализмла ăмăрту çӗнтерӳçи» кăкăр çине çакмалли паллă илме тивӗçнӗ. Кивӗ Ӳселӗнче унăн пилӗк ывăлпа тăватă хӗр çитӗннӗ, çемьеленнӗ, çӗршыв экономикин тӗрлӗ отраслӗнче ӗçленӗ…
Тăван çӗршывăн хастар хӳтӗлевçин чӗри 1992 çул тапма чарăннă. Унăн ырă ячӗ тата «Кӗçтюк хăравçă пулман» сăмахӗсем ял çыннисен асне яланлăхах кӗрсе юлнă.
Аркадий Михайлов-Юмарт.
Сăнӳкерчӗксем Кузнецовсен çемье архивӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев