News by date 9 May 2025
-
«Вилӗмсӗр полка» кӑҫал 150 пине яхӑн ҫын хутшӑнчӗ
Ҫак акци чӑннипе халӑх юратнисен шутӗнче. Вӑл ҫынсене тӑванлаштарать, пӗрлештерет, Раҫҫей пуласлӑхӗ чӑн-чӑн патриотсенче пулнине ҫирӗплетет.
-
Хусанта Ҫӗнтерӳ парачӗ иртрӗ
Хусанăн 1000 ҫуллăхӗн тӳремӗнче Хусан гарнизонӗн тата ҫар техникин парачӗ иртрӗ. Мероприятие ТР Раисӗ Рустам Минниханов, ТР Патшалӑх Канашҫи Минтимер Шаймиев, ветерансемпе тыл ӗҫченӗсем, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем тата хула ҫыннисемпе хӑнисем хутшӑнчӗҫ.
-
Куля тете салтаксем патне çăкăр илсе çитереймен…
Вăрçă пӗтӗм халăха сăмахпа каласа пама çук пысăк инкек кӳрсе хăварнă. Ялта пӗр çемье те юлман пулӗ çывăх тăванне, ачине, мăшăрне вăрçă хирне ăсатманни. Пирӗн асанне те асаттепе аслă ывăлне тата 17 çула çитнӗ хӗрне, Марья аппана, 1942 çулта вăрçа ăсатать. Марья аппа вăл вăхăтра Пăвари медицина училищинчен вӗренсе тухнă.
-
Шадринсенчен пӗри кăна каялла таврăннă…
Пуç хунисене тăванӗсем, ял-йыш манмаççӗ, паян кун та асра тытаççӗ
-
Кӗçтюк хăравçă пулман
1941 çул июнӗн 22-мӗшӗнче, фашистла Германи çарӗсем пирӗн çӗршыв çине тапăнса кӗнине пула, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Вăй питти арçынсем пӗрин хыççăн тепри интервентсене хирӗç çапăçма туха-туха кайнă. Часах Кӗçтюк пиччене те повестка панă. Вăл хаяр çапăçу хирӗсенче нимӗçсене çӗнтеричченех пулнă. Çӗнтерӳ кунне Хевелтухăç Пруссинче кӗтсе илнӗ. Фронтра пиçӗхнӗ салтака килне яман, вӗсен çар ушкăнне Инçет Хӗвелтухăçне илсе кайнă. Унта сержант Кузнецов К.И. 190-мӗш стрелковăй дивизинчи 58-мӗш стрелковăй полкра отделени командирӗ пулса Япони çарӗсене хирӗç пынă вăрçа хутшăннă. Хӗвелтухăç Маньчжуринче, ывăлӗ каласа панă тăрăх, салтакăн пурнăçӗ çăмăл пулман. Пур ӗçе те вӗсем хăйсен вăйӗпе пурнăçланă. Питӗ йывăр климат условийӗсенче салтака ирхине çăвăнма та пӗр стакан шыв анчах панă. Шыва инçетрен илсе килмелле пулнă, çавăнпа ăна питӗ перекетлӗн расхутланă. Кунти çар операцийӗсем вăраха пыман: 1945 çул августăн 12-мӗшӗнче пуçланнă, сентябрӗн 2-мӗшӗнче Япони капитуляци акчӗ çине алă пуснипе вӗçленнӗ. Иккӗмӗш Тӗнче вăрçи вӗçленсен тин виçӗ вăрçа хутшăннă Константин Игнатьевич сержант хăйӗн çуралнă çӗршывне таврăннă.
-
Поэт-фронтовик Михаил Захаров поэзире хавхаланса ӗçлетчӗ, суранланнă чӗрине юрлаттаратчӗ
Михаил Захаров (1925-1981) Хăнтăрчапа Çарăмсан, Сӗнчепе Шуçăм тăрăхӗнчи поэт-лирик. Вăл тăван ялӗнчи Ялавăрти вăтам шкулта 1941 çулта тăхăр класс вӗренсе пӗтернӗ хыççăн тăван ялне килнӗ топографсемпе пăрле шутлавçă пулса ӗçленӗ. Тепӗр çул пуçламӗшӗнче Хусанти 8-мӗш номӗрлӗ ФЗО шкулӗнче электромонтера вӗренсе тухнă. Анчах та аллине илнӗ специалностьпе ӗçлеймен: пиччӗшӗ Аслă вăрçă хирне тухса кайсан тăван килӗнче сывмарланнă амăшӗпе вун иккӗри йăмăкӗ çеç тăрса юлнипе (ашшӗне ултă çул маларах пытарнă пулнă) унăн ирӗксӗрех вӗсене пăхма ялне таврăнмаллах пулнă.
-
Çӗнтерӳ кунӗ ячӗпе!
Аслă Çӗнтерӗве 80 çул çитнӗ ятпа ТР Раисӗ Рустам Минниханов тутарстансене саламланă.