Поэт-фронтовик Михаил Захаров поэзире хавхаланса ӗçлетчӗ, суранланнă чӗрине юрлаттаратчӗ
Михаил Захаров (1925-1981) Хăнтăрчапа Çарăмсан, Сӗнчепе Шуçăм тăрăхӗнчи поэт-лирик. Вăл тăван ялӗнчи Ялавăрти вăтам шкулта 1941 çулта тăхăр класс вӗренсе пӗтернӗ хыççăн тăван ялне килнӗ топографсемпе пăрле шутлавçă пулса ӗçленӗ. Тепӗр çул пуçламӗшӗнче Хусанти 8-мӗш номӗрлӗ ФЗО шкулӗнче электромонтера вӗренсе тухнă. Анчах та аллине илнӗ специалностьпе ӗçлеймен: пиччӗшӗ Аслă вăрçă хирне тухса кайсан тăван килӗнче сывмарланнă амăшӗпе вун иккӗри йăмăкӗ çеç тăрса юлнипе (ашшӗне ултă çул маларах пытарнă пулнă) унăн ирӗксӗрех вӗсене пăхма ялне таврăнмаллах пулнă.
1943 çулхи кăрлач уйăхӗнче, вун çиччӗ тултарсан, юлташӗсемпе пӗрле фронта тухса кайнă. Вăрçăн çулăмлă çулӗ ăна çапăçу хирӗнче тӗрлӗ çӗре илсе çитернӗ. Унăн чылай суранӗ (тăватă хутчен аманнă) сипленнӗ хыççăн Ӳт илсе тӳрленнӗ, анчах вăрçăра хупланнă куçӗсем урăх уçăлман. Ен-теш патшалăх наградисене çичӗ хутчен (çав шутра Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин пӗрремӗш степеньлӗ орденне) хастар та хăюллă, паттăр чăваш каччи тивӗçнӗ. Çӗнтерӳ кунне Совет çарӗн гвардин аслă серж-анчӗ Тибилисири госпитальте кӗтсе илнӗ. Нурлат-Октябрь (хальхи Нăрлат районӗн ячӗ - авт.) районӗнчи хăй йӗркеленӗ суккăрсен пӗр-лешӗвӗн агитбригадине 15 çул ытла ертсе пынă. Чи малтанхи хайлавӗ «Вăрçăра вилнӗ тусăма» баллади 1948 çулта «Ялав» журналăн пиллӗк-мӗш номӗрӗнче пичетленнӗ.
Çуллахи каникулта эпир, шкул ачисем, тăван колхоз уй-хирӗнче ӗçлеттӗмӗр. Аслисемпе ытти ӗçсене те хутшăннă. Тетепе пӗрле фер- ма пăрăвӗсене кӗтме кулленех çӳрени халӗ те асрах. Çӗртме (июнь) уйăхӗн лăпкă та хӗвеллӗ пӗр кунӗнче Çӗнӗ Аксăва Нăрлатри суккăр-сен пӗрлешӗвӗн агитбригади килесси çинчен пӗлтерчӗç (çав çул пи-рӗн ял (Ленин ячӗллӗ колхоз Нурлат-Октябрь район шу-тӗнче шутланнă - авт.).
Сарă хӗвел асамлă шевлисене ешӗл çӗр пичӗ çине сапаланă. Тӳпери тăри хăйӗн çепӗç юррине шăрантарать. Кӗтӳри пăрусем çисе тă-раннă та йывăçсен сулхăнӗнче кавлесе выртаççӗ.
– Концерт курма кайăпăр ӗнтӗ кӗçӗр, – хавасланса калаçать манран виç çул аслăрах тете кăнтăрлахи апат çинӗ вăхăтра.
Клубра (ун чухне вăл йывăç çуртраччӗ) курма килнисем лăках. Эпир, каярах юлса çитнисем, хӗсӗнкелесе маларах иртсе урайне лартăмăр. Часах сцена чаршавӗ уçăлчӗ те концерт пуçланчӗ. Сцена çинче вăтам пӳллӗ, çирӗп хул-çурăмлă, яштака, хура куçлăхлă арçын сăвă каласа, юрă юрласа савăнтарчӗ те, хурлантарчӗ те. Вăл куракансем умне хура куçлăхпа мӗншӗн тухнине ниепле те ун чух тавçăраймарăм (каярахпа çеç пӗлтӗм Михаил Захаров вăрçăран сук-кăрланса таврăннине). Хăюсăртарах ача пулнă эпӗ ун чухне поэтпа юнашар тăрса калаçмашкăн. Апла пулин те халӗ те асрах унăн сăвă йӗркисем. Вӗсене вăл сцена çинчех шăрçаларӗ пулмалла:
Çӗнӗ Аксу колхозӗнче
Тырпулсен тухăçлăхне,
Ӳстереççӗ ӗçченсем
Космосла хăвăртлăхпа.
Çӗн Аксу фермисенче
Ирхине те каçхине,
Сӗт сăваççӗ сар хӗрсем
Космосла хăвăртлăхпа…
Тăваттă (Аксу, Мамăк, Первомайски (Çарăмсан), Нурлат-Октябрь районӗсене) пӗрлештернӗ çӗнӗ районра Ленин ячӗллӗ колхоз тăваттă пулнă. Çӗнӗ Аксури Ленин ячӗллӗ колхоз (пиллӗк яла пӗрлештерсе тăнă) пур енчен те чи малти: сӗт сăвассипе те, выльăх-чӗрлӗхсене самăртассипе те, çăмарта сутассипе те, тӗш тырăпа сахăр кăшманӗ тата кукуруза çитӗнтерессипе те… Пӗрлештернӗ пысăк Нурлат-Октябрь районӗнче те Çӗнӗ Аксури колхоз Ленин ячӗпех хисепленетчӗ. Ун чухне çӗнӗ культура çуртне Чупайри (малтан Шӗкӗр районне кӗнӗ) карьерти кирпӗч-чулран купалама тытăннăччӗ:
Çӗн Аксу урамӗнче
Чентаев, Игушкинпа
Тутараççӗ ял клубне
Космосла хăвăртлăхпа.
Михаил Захаров ертсе çӳрекен агитбригада концерчӗ мӗн чухлӗ савăнăç, хавхалану, çӗкленӳ çуратмарӗ-ши ял çыннисенче.
Чăнах та, 1964 çулта уй-хирти ӗçсене тирпелесе пӗтерсен, юр ларсан, çӗнӗ культура çуртне ятарласа уçрӗç. Уяв каçӗнче колхоз ӗçче-нӗсене саламлама инçетрипе çывăхри, Нăрлатрипе Аксури артист-семпе культура ӗçченӗсем тата аякри хаклă хăнасем килнӗччӗ. (По-этăн чуна çӗклентерекен сăвви чăннипех хавхалантарчӗ пуль колхоз партком секретарӗпе правленнин председательне çӗнӗ культура çуртне хăвăртрах туса пӗтерсе уçма). Чаплă концерта кашнин курас килет-çке. Çакна шута илсе, курма кӗрсе вырнаçайманнисемпе пы-райманнисем валли колхозри радиоузел урлă концерт программине итлерӗмӗр (Ленинăн электрица лампăчки çав çул пирӗн ял тăрăхне çитнӗччӗ).
Аксури вăтам шкултан 1969 çулта вӗренсе тухсан, партком секре-тарӗн рекомендацийӗпе август уйăхӗнчен пуçласа кӳршӗ Кӳшӳ ялӗ-нче клуб заведующийӗ пулса ӗçлерӗм. Кунта Михаил Ивановичпа тӗл пулса курăшма тӳр килчӗ (поэтпа тӗл пулма пӳрнӗшӗн хама халӗ те телейлӗ туятăп). Ун чухне те вăл хăй йӗркеленӗ пултаруллăх ушкӗнӗпе ял ӗçченӗсене концерт кăтартса çӳретчӗ. Вӗсем концерт курма яланах билет сутмасăрах кӗртетчӗç. Клубри ӗçсене туса пынă май сăвăçпа çывăхрах паллашрăм. Агитбригадăра юрлакансем валли çӗр каçма хваттер шыраса тупрăм, вӗсене хамах ертсе кайрăм. Агитбригадăн каçхи концерчӗ Кӳшӳ ялӗнче пурăнакан ӗççыннисен шухăш-кăмăлне çӗклентерсе савăнтарчӗ. Халăх юрлакансене, сăвă-такмак калакансене хăйӗн ытамӗнчен ярасшăн мар. Концертăн кашни номӗрӗ хыççăн хытă алă çупса сцена çинчи артистсене хавхал-антарчӗç. Çӗр каçма саланас умӗн агитбригадăн ертӳçи Михаил Захаров ыран пирӗн яла – Çӗнӗ Аксăва – концертпа пыма палăртни çинчен пӗлтерчӗ. Тăван ялта та сăвăç ертсе çӳрекен ушкăна ăшă кăмăлпа кӗтсе илес тӗллевпе ял Совет тата колхоз правленийӗн председателӗсемпе сӳтсе яврăм та ӗçе пикентӗм.
Мӗнле калаçса палăртнă çавăн пекех йӗркеллӗ кӗтсе илтӗмӗр. Пул-таруллăх ушкăнне çӗнӗ аксусем ваттисен йăла-йӗркипе çăкăр-тăвар-па кӗтсе илчӗç. Ку хутăнче концерт çӗнӗ Культура çуртӗнче пулчӗ (Михаил Захаров сăвăç пулăшма ыйтнăран, вӗсен концертне ертсе пытăм). Концерт курма килнисем залра туллиех, Федоровскипе Кӗ-çӗн Аксуран та йышлăн килнӗччӗ. Акă, сăвăç сцена çине тухрӗ, хăй кӗвӗленӗ шӲтлӗ юррисене хăех хуткупăс каласа юрласа клуб тулли пуçтарăннă халăха ахăлтаттарса култарать. Хăй шăрçаланă сăввисене калама тытăнсан ватти те, вӗтти те шăпах пулчӗç. Михаил Захаров сăвăç çепӗç лирик пулни сăввисеннчи кашни йӗркисем хăйсемех палăртса çирӗплетеççӗ:
«Юрлаççӗ юрă çамрăксем
Вунсаккăр тултарни çинчен,
Кăвак та хӗрлӗ чечексем
Парне валли татни çинчен.
Юрлаççӗ юрă - улăхра
Каçпа капан хывни çинчен.
Юрлаççӗ юрă - вăйăра
Хуткупăса тăсни çинчен.
Юрлаççӗ юрă - çырмара
Ахăлтатса ишни çинчен,
Юрлаççӗ юрă - çырлара
Пӗрне-пӗри савни çинчен».
Сăвăçа итленӗçемӗн татах та малалла итлес килет, вăл кам пулнине хăвăртрах пӗлес килет. Çавăн пекех поэтăн сăввисем тарăн шухăша яраççӗ, унăн кун-çулӗпе пурнăçӗ çинчен нумайрах пӗлес килет.
Унăн чи савăк вăхăчӗ – çамрăклăхӗ – Аслă вăрçăн хаяр та çулăмлă хирӗнче иртнӗ пулин те вăл пурнăçра хурланса та хурласа вăрçăнмастчӗ. Михаил Иванович çирӗп, хаваслă кăмăллăскерччӗ. Унăн шухăш-кăмăлӗ, чун хавалӗ пирӗн патра хăнара чухне те палăрчӗ. Каçхи концерт хыççăн сăвăçа йыхравласа çывăрма атте-анне çуртне ертсе кайрăм. Сӗтел хушшинче апат çинӗ чухне те, апат хыççăн та калаçса ларнă хушăра ентеш пурнăçӗпе вăрçăри паттăрлăхӗ çинчен каппайланса нимӗн те калаçмарӗ, çӗнӗ сăввисене итлемешкӗн çеç сӗнчӗ. Сăввисене пӗтӗм чун хавалӗпе е хавасланса, е хурланса каларӗ. «Куккук канмасăр авăтатчӗ сип-симӗс тулăх айлăмра» юррине шăрантарса кăмăл-туйăма хускатрӗ. Чăтаймарăм, чараймарăм куççулӗме – ик пит çăмарти тăрăх тумласа юхрӗ. Çывăрма выртсан та пи-рӗн сăмах-юмах вӗçленмерӗ шурумпуç килсен тин çывăрса кайнă.
Çак тӗлпулу хыççăн поэтăн сăввисене хаçат-журналсенче шыраса вулаттăм. 1971 çулта чăваш кӗнеке издательствинче Михаил Захаровăн Чăваш халăх поэчӗ Петӗр Хусанкай редакциленӗ «Юрла, чӗрем, юрла» ятлă сăввисен кӗнеки пичетленсе тухрӗ. Ку – калама çук пысăк парне пулчӗ поэтшăн тата ытларах унăн поэзине юратакансемшӗн. Кулленхи пурнăçра йывăрлăхсем килсен, ентешӗн «Юрла, чӗрем, юрла» кӗнекинчи сăввисене вулаттăм, концертсенче пăхмасăр каласа параттăм, халӗ те унăн кӗнекине тытса вулатăп. Михаил Ивановичăн сăввисем чун-чӗрене питӗ çывăх, ăшă та çепӗç туйăмсем çуратаççӗ. «Салтак» балладине, «Ылхан, вăрçа, ылхан!», «Вунсаккăр-ти çулпа» сăввисене вулатăн та куç умне хăрушă та хаяр вăрçă тухса тăрать, çан-çурăм тăрăх сивӗ чупать. Вăрçă хурушлăхне, йывăрлăхне, инкекне, хуррипе шуррине автор хăй курса, чăтса ирттерни уççăнах палăрать. Сăввисен кӗнекин умсăмахӗнче Михаил Сениэль поэт, Саврăпуçӗнче çуралнăскер, В. Пирогова журналистка поэт-салтакăн вăрçăри юлашки паттăрла ӗçне çырса кăтартнипе усă курнă:
«Вена таврашӗнчи пӗр яла йышăннă вӗсем. Айккинче, ик çӗр метрта, çурт ларнă. Леререх – сад пахчисем, вăрман. Çав çурта тӗрӗслемелле пулнă. Командир: «Ултă çын каймалла», – тенӗ те салтаксем çине пăхса илнӗ. Нумайăшӗ, çав шутра Захаров та, кайма çӗкленнӗ. Çурт патне çитеспе тăшман вăрман енчен пеме тытăннă. Çурт патне чупса çитеççӗ кăна, кураççӗ: танксем. Танкри тăшман та салтаксене асăрхать, пӗр танк вӗсен еннелле çаврăнать. Тепӗр енчен пулемет шатăртатма тытăнать. Мӗн тумалла? Каялла кайса ӗлкӗрейместӗн.
Захаров енчен енне пăхса илет. Пыльчăк çинче граната çыххи выртнине курать. Тытать те танк çинелле ывăтать! Взрыв! Салтакăн питне-куçне вут-çулăм çунтарса илет, сывлăш хумӗ ăна айккинелле сирпӗтсе ярать…» Ку синкер Михаил Захаровпа вăрçă чарăнасси икӗ эрне юлсан пулса иртнӗ. Суккăрланса юлнинчен йывăртараххи тата мӗн пултăр-ха çут тӗнчере?! Чăнах та поэтăн кун-çулӗ чуна çурса ыраттаракан пысăк трагеди. Анчах та çирӗмри каччă, çирӗп кăмăллăскер, пуçне усмасть. Тăван çӗршыва юратса малашнехи пурнăçшăн кӗрешет, поэзи унăн чун хавалӗ пулса тăрать.
Михаил Иванович хăй каласа çыртарнă автобиографийӗпе вуласа паллашсан, сăвăç-фронтовик сăвă-юрă тӗнчине мӗнле мехелпе пуç- ласа кӗнине туйса илетпӗр. Унăн автобиографири çак вырăнне пӗр редакцилемесӗр илсе кăтартатăп. «Сăвăсене эпӗ ача чухнех хытă юрататтăм. Ку юратăва анне чӗртнӗ пулмалла. Вăл «Нарспи» поэма çинчен вӗçӗмсӗр каласа паратчӗ. Хам вулама вӗренсен çав поэмăн сыпăкӗсене нумайăшне пăхмасăр калакан пултăм. Пӗрремӗш аван-тарах сăвă улттăмӗш класра çырăнчӗ. Чăваш чӗлхи урокӗнче Константин Иванович Зайцев пире, ачасене, сочинени вырăнне кам патне те пулин çыру çырма панăччӗ. Эпӗ Омскра пурăнакан атте йăмăкӗ патне сăвăласа çыртăм. Вăл кăшт сăвă картине кӗнӗ пулма-лла, учитель мухтанине астăватăп. Кунсăр пуçне шкулти стена хаçатне те сăвăсем час-часах çырса тăраттăм. Йӗплӗ сăмахсемшӗн ачасенчен хама леккелетчӗ те».
– Сăввусене мӗнле майпа çыратăн-ха? – пӗлесшӗн пултăм вăрçă ветеранӗнчен.
– Малтан ӗнӗрлесе кӗвӗлетӗп пулас йӗркесене шыраса, – ăнлантар-са пачӗ ентешӗм. Çырма пуçланă çамрăк сăвăçсемпе тата шкул ачисемпе тӗл пулнă чухне те çакнах вăл çирӗплетрӗ. Поэт вулакансен нумай-нумай ыйтуллă çырăвӗсем ун патне килсе тăни çинчен ăш-шăн тата кăмăлтан каласа паратчӗ.
– Тепӗр чух çак çырусем мана сăвăсем çырма хавхалантараççӗ, – хумханса калаçатчӗ Михаил Иванович. Унăн чун-чӗре ăшшийӗ вулакансене пурне те хăйӗн патне кăмăлтан туртатчӗ.
Поэтăн сăввисем вулакансен çӗнӗ ӗмӗтне çуратса, вӗсене тарăн шухăша яраççӗ тата пурнăçăн тӗрӗс çулне тупма пулăшаççӗ пулсан, ку вара уншăн чи хакли тата пысăк чыс. Поэзи – йывăр та кăткăс ӗç. Ăна такăр мар сукмакпа тата чăнкă çӳллӗ ту тăрне хăпарассипе танлаштарни те тӗрӗс мар. Ентешӗмӗр поэзие яланлăхах парăннă-ччӗ. Михаил Захаров вăрçăпа хăйӗн синкерӗ çинчен кăна çырмаст-чӗ. Унăн сăввисен тематики питӗ анлă та нумай енлӗ. Çӗршыври паллă ӗçсем, ялпа тăван тавралăх илемӗ, паллах, хӗрӳ юрату та ăна хавхалантарнă. Юратакансене шухăшлаттаракан тата тăн паракан е кӗртекен сăввисем аксиома пулса тăраççӗ. Мӗншӗн тесен, юратура – телей, телейре анлă та тулăклă пурнăç.
«Ху савмасан, хăвна мӗнле савсан та,
Унпа пӗрле ан çых эс пурнăçна».
Е астутарса вӗсене:
«Ун пек чухне, эс кирек кам пулсан та
Вута кăна чикетӗн ху пуçна.
Савман çынпа кӗске сукмак та вăрăм,
Çын ӗмӗрӗ – кӗске сукмак çеç мар».
Çутçанталăкăн ытарайми илемне туйăмлă, ăста тата куçăмлă сăнар-
лать:
«Çурхи лӳшкем лӗп çумăр хыççăн
Пит ырă пирӗн таврара.
Куккук сасси пушшех те уççăн
Янрать сăртри çăкалăхра».
Вăл сывлăха упрамалли çинчен те сахал мар çырнă. Чӗлӗм турта-
кансене тăрăхласа илни пур унăн:
«Тен, вăл, çу пек çемçе те ырă,
Тен, тӗтӗм сиплӗ сывлăха,
Тен, тăранать унпа кăшт хырăм?
Начар-тăк ма туртаççӗ-ха?
Эрех «сӗрӗмӗнчен» ниепле те уйрăлаймансене поэт «Ан кала» юрринче» юптарса хыт питлет:
«Пурăнатчӗç кинпе ывăл мирлешсе,
Курман, тетчӗç, нихăçан та тӗркӗшсе,
Ӗçке ерчӗç. Мӗн начарӗ пултăр-ха?
Ир те, каç та çапăçаççӗ. Ха-ха-ха!»
Промышленность малалла хăвăрт аталанса çӗнӗ технологисем ӗçленине те вăл палăртатаь:
«Хими тус, эс, тем тесен те,
Ăрăмçа пӗлетӗн пуль!»
Ача-пăчасем вали çырасси çăмăл мар. Анчах вӗсен çепӗç чӗлхине те шыраса тупать:
«Хӗрлӗ-хӗрлӗ пăмитур
Сирӗн пур-и? Пирӗн пур.
Сад пахчинче Ӳстерни,
Хӗвел çинче пӗçерни».
Михаил Захаров кăвар чӗреллӗ Çеçпӗл поэт пек вӗри чунлăскер, канăç мӗнне пӗлместчӗ. Вăл пӗрмай ӗçре, çул çинче, уншăн ялан пӗр туйăм – поэзи. Поэзире хавхаланса ӗçлетчӗ, суранланнă чӗрине юрлаттаратчӗ:
«Юрла, чӗрем, юрла, пул чăрсăр, паттăр,
Ан парăн эс нимле çил-тăвăла!»
Михаил Захаров хăй çырса шăрçаланă сăввисене пурне те асра тытатчӗ. Вӗсене – ача-пăчана парнеленисене, ӗç çыннисене халал-ланисене, хӗрӳ туйăмлă юрату çинчен шăрантарнисене, шӳтлесе те тăрăхласарах çырнисене тата тӗрлӗ темăпа çырăннисене те пӗр та-кăнмасăр каласа пама пултаратчӗ. Тӗлӗнмелле çирӗп ăс-тăнлăччӗ.
Çирӗм пӗрмӗш ӗмӗрте те Михаил Ивановичăн йывăр шăпаллă кун-çулӗ тата чунра çепӗç туйăмсем çуратакан сăввисем композиторсене кăсăклантараççӗ. Сăмахран, поэтăн ентешӗ Вениамин Фомин унăн «Ан кала» юрри», «Сана савса», «Ватă хусах» сăввисене юрра хывса ДВД-дисксем кăларчӗ. Лениногорскра пурăнакан кӗвӗ-çемӗ ăсти, Тутарстан Республикин культурин тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Шамил Бикчурин ячӗллӗ преми лауреачӗ Геннадий Садовников та унран кая юласшăн мар. Вăл та Ялавăр сăвăçин сăввисене ытарайм-асăр юрра кӗвӗлерӗ. Вырăнти юрăпа ташă ансамблӗсем ку юрăсене хăйсен репертуарӗсене кӗртрӗç.
Кăçалхи январь уйăхӗнче тăван ялӗнче поэт-фронтовикăн 100 çул-хи сумлă юбилейне районӗпех чаплăн палăртса уявланă. Михаил Захаровăн сăввисене вырăсла куçарса кӗнекен пичетлесе кăларма вырăнти сăмах ăстисен ушкăнӗ чăнласах палăртнă. Вырăсла вулакансене ку пулăм пит хавхалантарать.
Михаил Иванович нихăçан та хăйӗн йывăрлăхне, хуйхи-суйхине, асапне, чӗре ыратăвне кирек мӗнле йывăр пулсан та пире мӗскӗнленсе кăтартмастчӗ.
Тӗлпулура çирӗп кăмăлпа, хăш-пӗр чухне шӳтлесе савăнăçлă кала-çатчӗ. Уншăн поэзи – эмелччӗ, чӗре суриччӗ.
Пултаруллă та çепӗç лирикăллă поэтăмăрăн çывăх тата çăлтăр пек çут сăнарӗ асра упранать. Унăн хавхалануллă поэзийӗ çунатлантарса вӗçеве чӗнет.
Валери ТУКТАР,
Шамил Бикчурин ячӗллӗ преми лауреачӗ.
Лениногорск хули.
Архиври сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев