Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта Ҫӗнтерӳ парачӗ иртрӗ

Хусанăн 1000 ҫуллăхӗн тӳремӗнче Хусан гарнизонӗн тата ҫар техникин парачӗ иртрӗ. Мероприятие ТР Раисӗ Рустам Минниханов, ТР Патшалӑх Канашҫи Минтимер Шаймиев, ветерансемпе тыл ӗҫченӗсем, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем тата хула ҫыннисемпе хӑнисем хутшӑнчӗҫ.

Малтан курма килекенсем Мускаври Хӗрлӗ тӳремре иртекен парада, РФ Президенчӗ Владимир Путин Аслӑ Ҫӗнтерӳпе саламланине онлайн мелпе пӑхрӗҫ. "Эпир пурте II тӗнче вӑрҫи панӑ урока астӑватпӑр. Ҫавӑнпа нихҫан та ҫав пулӑмсене улӑштарса кӑтартнипе, палачсене тӳрре кӑларнипе, ҫӗнтерӳҫӗсен паттӑрлӑхне суйса кӑтартассипе килӗшмӗпӗр. Хӗрлӗармеецсен чысне хӳтӗлесси, вӗсемшӗн тӑрасси пирӗн тивӗҫ. Раҫҫей нацизма хирӗҫ тӑракан ҫӗршыв пулнӑ та пулать те ... Тӗрӗслӗх пирӗн енчен", - терӗ Президент.

Хусанти парад тӳреме Раҫҫей, Ҫӗнтерӳ тата Тутарстанӑн ялавӗсене йӑтса кӗнипе пуҫланчӗ. Каярах Хусан гарнизонӗнчи ҫар подразделенийӗсен парачӗ пуҫланчӗ.

Парада курма хусансем, хула хӑнисем Хусан Кремлӗн сӑрчӗ ҫине пуҫтарӑнчӗҫ. Кунтан йӑлт лайӑх курӑнать.

Хисеплӗ хӑнасем валли хатӗрленӗ трибуна ҫинче вара СВО хутшӑннисем тата вӗсен ҫемйисем, тӗрлӗ вӑрҫӑ ветеранӗсем, паллах ҫак кун Геройӗсем - Аслӑ вӑрҫӑ ветеранӗсем. Паян республикӑра вӗсем 8,6 пин чухлӗ юлнӑ. Паллах, пурте парада килеймеҫҫӗ. Ҫавӑнпа республикипех ветерансен килӗсем умне кайса саламласси йӑлара халӗ. Ветерансем пурте ӗнтӗ 100 ҫула ҫывхарса пыраҫҫӗ, хӑш-пӗри 100-тен те иртнӗ.

ТР Раисӗ хӑй сӑмахӗнче ветерансене, тыл ӗҫченӗсене тав турӗ. "Пирӗн паттӑр фронтовиксемпе тыл ӗҫченӗсен мухтавлӑ паттӑрлӑхне Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫин шӑпине татса панӑ. Паян СВО салтакӗсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи пек Раҫҫей ирӗклӗхӗшӗн кӗрешеҫҫӗ", - терӗ Рустам Минниханов.

Унтан парад расчечӗсен маршӗ пуҫланчӗ. Пинҫуллӑх тӳремӗпе Хусан гарнизонӗн ҫар ҫыннисем, суворовецсем, ҫар кафедрин студенчӗсем, юнармеецсем, ШӖМ ӗҫченӗсен расчечӗсем - пӗтӗмпе 2,5 пин ытла ҫын утса тухрӗҫ. Вӗсем хыҫҫӑн  тӳрем урлӑ ҫар техники иртрӗ. Колоннăна легендарлă «Колхозник Татарии» Т-34 танкпа пӗрлех хальхи ҫар техники «Прорыв» Т-90М, БТР-80, «Терминатор» БМП ертсе пычӗҫ. Вӗсен хушшинче Совет Союзӗн Геройӗ, чӑваш халӑхӗн паттӑр ывӑлӗ Семен Коновалов ячӗллӗ танк та пурччӗ.

Парад хыҫҫӑн хӑнасем республикӑри пултарулӑх коллективӗсем хатӗрленӗ концерт программине пӑхрӗҫ. Халӑх артистсемпе пӗрле вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи юрӑсене юрларӗ. 
Тӗп стадион умӗнче вăрҫă вăхăтӗнчи тата хальхи ҫар, агротехника куравӗ ӗҫлерӗ. Унта «Ансат» вертолета, «КАМАЗ-мастер» машинăна тата ытти техникăна курма май пулчӗ. Курава майӑн 11-мӗшӗччен ҫитсе курма пулать. 

Сӑнӳкерчӗксене ҫак ссылкӑпа пӑхма пулать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: парад победы 80-летие Великой Победы