Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

«Вилӗмсӗр полка» кӑҫал 150 пине яхӑн ҫын хутшӑнчӗ

Ҫак акци чӑннипе халӑх юратнисен шутӗнче. Вӑл ҫынсене тӑванлаштарать, пӗрлештерет, Раҫҫей пуласлӑхӗ чӑн-чӑн патриотсенче пулнине ҫирӗплетет.

Ҫынсем Ирӗклӗх тӳремне кӑнтӑрла 12 сехетрех пуҫтарӑнма тытӑнчӗҫ. Ҫемйи-ҫемйипе, пысӑк ушкӑнсемпе килчӗҫ хусансем. Ҫак акци чӑннипе халӑх юратнисен шутӗнче. Юлашки ҫулсенче малтан ковида, унтан ятарлӑ ҫар операцийӗ пынӑ вӑхӑтра тӗрлӗ диверсисенчен асӑрханнипе те пулӗ вӑл онлайн майӗпе кӑна иртнӗччӗ. Кӑҫал ак кӗтсе илтӗмӗр. 

Акцие ҫамрӑксем йышлӑ хутшӑнни уйрӑмах савӑнтарать. Кӑкӑр ачисене кӳмепе лартса килнисем те йышлӑччӗ. Шестви пуҫланиччен ҫынсем вӑрҫӑ юррисем юрласа тӑчӗҫ. Савӑк та ырӑ кӑмӑл хуҫаланчӗ пуҫтарӑннӑ йышра. Палламан ҫынсемех пӗр-пӗринпе калаҫса кайса сӑнӳкерчӗкри хӑйсен ҫемйинчи  фронтовик - аслашшӗ е кукашшӗ, е мӑн аслашшӗ - кукашшӗ ҫинчен ыйтса пӗлчӗҫ. ҪКолоннаапла калаҫса тӑрса вӑхӑт 15.00 сехет ҫитрӗ. 

Колонна майпен Ирӗклӗх тӳремӗнчен Пинҫуллӑх тӳремӗ енне тапранчӗ. Колонкӑсенчен нихҫан кивелми вӑрҫӑ юррисем янрарӗҫ, тапхӑр-тапхӑр патриотизм туйӑмӗпе тулнӑ халӑх Ура! кӑшкӑрчӗ. Вӑл колонна пуҫламӑшӗнчен тытӑнать те шыв хумӗ евӗр вӗҫне ахрӑм евӗр чупрӗ.

Хусан чӑвашӗсем те яланахи пек ҫак акцие пысӑк йышпа хутшӑнчӗ. 

Ҫапла 150 пине яхӑн ҫын пӗр евӗр туйӑмсемпе, хавхаланупа тӑванлашса  хӑйсен ҫемье геройӗсемпе утрӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 80-летие Великой Победы