Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Шадринсенчен пӗри кăна каялла таврăннă…

Пуç хунисене тăванӗсем, ял-йыш манмаççӗ, паян кун та асра тытаççӗ

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пырса тивмен пӗр çемье те çук пулӗ пирӗн çӗршывра. Акă пирӗн Беловка ялӗнчен те Тăван çӗршыва хӳтӗлеме 144 çын кайнă, каялла 61-шӗ кăна таврăнайнă. Вӗсенчен те нумайăшӗ сурансене пула нумай пурăнайман... 

РФ Оборона министерстви архиври даннăйсене халăх патне çитернине пула вăрçăра çухалнă ентешсене тупасси çăмăлланчӗ. Беловкăри фронтовик-салтаксен списокӗнче унччен пулман Алексей Федорович Шадрина та архиври даннăйсем пулăшнипе тупрăмăр. Унăн хушаматне документсенче «Шатрин» тесе çырнă пулнă иккен. Тăванӗсем каланă тăрăх, Шадринсем виçӗ пӗртăван Аслă вăрçа кайнă – Иван, Егор тата Алексей. 

 

Алексей Шадрин 1909 çулхи, Çӗнӗ Ӳселӗнче çуралнă. Çитӗнсен Чистайри 2-мӗш ступеньлӗ шкула пӗтернӗ, пӗр çул çар хатӗрленӗвӗ иртнӗ те авланса Казахстана тухса кайнă. Унта зоотехникумра çар инструкторӗ пулса ӗçленӗ. Вăрçă пуçлансан Алексей Шатрин (архиври документсенчи пек) аслă лейтенант фронта кайнă, 116-мӗш стрелоксен дивизийӗн 548-мӗш стрелоксен полкӗнче батальон командирӗн çумӗ пулнă. 1942 çулхи декабрӗн 10-мӗшӗнче Сталинград патӗнчи çапăçура пуç хунă. Городищенски районӗнчи Сухая Мечетка балкинче пытарнă (каярах Мамай курганне куçарнă). Мăшăрӗпе Антонина Васильевнăпа хӗрӗ Лиля тăлăха юлнă.

Егор Шадрин 1904 çулхи, ялта колхоз тăвас ӗçе хастар хутшăннă, Беловка ял Советӗнче секретарь пулса ӗçленӗ. «Красное Знамя» колхозăн пӗрремӗш председателӗсенчен пӗри. Вăрçă пуçлансан Тельман районӗн çар комиссариатӗнчен мобилизациленнӗ. 41-мӗш запас стрелоксен дивизийӗн 67-мӗш запас стрелоксен полкӗнче çапăçнă. 1942 çулхи январьте Вутобут хулинче вилнӗ. Вăл иккӗ авланнă пулнă, малтанхи арăмӗнчен виçӗ ача, иккӗмӗшӗнчен пӗр хӗр юлнă. 

Пӗртăвансенчен асли, Иван, телее, сывă юлнă. Вăл 1899 çулхи. 1919 çулхи майран 1922 çулхи сентябрьччен Граждан вăрçинче çапăçнă. Вăрçă хыççăн Алексеевка поселокӗнчи Ульяна Калуковăна качча илнӗ, çемьере ултă ача çуралнă. Беловка ял Советӗнче сек­ретарьте, председательте, Аксу район администрацийӗнче ӗçленӗ, партие кӗнӗ. Фронта Аксу çар комиссариатӗнчен 1941 çулхи августра кайнă. 336-мӗш Житомир стрелоксен дивизийӗн 424-мӗш хими хӳтӗлевӗн уйрăм ротинче Тӗп, Брянск тата 1-мӗш Украина фрончӗсен йышӗнче çапăçнă. 

Хими хӳтӗлевӗн роти хамăр çарсене тӗтӗм карса малалла кайма майсем туса панă. Ку тивӗçсӗр пуçне химик-салтаксем аманнисене çапăçу хирӗнчен илсе тухнă, вилнисене пытарнă, ытти ӗçсене пурнăçланă. Вӗсене кашни утăмра вилӗм кӗтсе тăнă тесен те йăнăш мар. 

Вăрçăри хастарлăхӗпе хăюлăхне кура Иван Шадрин «Çапăçури паллă ӗçсемшӗн», «Мускава хӳтӗленӗшӗн», «1941 – 1945 çулсенчи Тăван çӗршывăн Аслă вăрçинче Германие çӗнтернӗшӗн» медальсене, Хӗрлӗ Çăлтăр орденне тивӗçнӗ. Чыслав хучӗсенчен пӗринче çапла çырнă: 

«При прорыве обороны противника в районе села Брень-Осуховский тов. Шадрин будучи дымовиком под огнем противника ставил дым. завесу, которая способствовала продвижению нашей пехоты с меньшими потерями.

Также отличился тов. Шадрин в районе села Вигорцеле при захвате в плен группы немцев, выходящих из окружения. На предложение в плен группа немцев оказала сопротивление. Здесь тов. Шадрин убил одного немца, а одного взял в плен, показав при этом мужество и отвагу. Будучи дымовиком по прикрытию дымом переправы через реку Одер, тов. Шадрин под артиллерийским огнем противника ставил дым. завесу в течении восьми часов, чем обеспечил бесперебойное движение наших войск и техники через переправу. Тов. Шадрин примерный, дисциплинированный красноармеец. Являясь парторгом роты всегда был в первых рядах по выполнению боевых задач и приказов командования. Всегда подбадривал и воодушевлял бойцов, показывал пример мужества и находчивости. Тов. Шад­рин достоин правительственной награды – орден «Красная Звезда».

Командир 424 ОРХЗ ст. лейтенант Кучинский. 17.02.1945». 

Вăрçă хыççăн Иван Федорович Аксу районӗн администрацийӗнче тӗрлӗ должноçсенче ӗçленӗ. Мăшăрӗ Ульяна 1957 çулта çӗре кӗнӗ, Иван Федорович хăй вара 1963 çулта ӗмӗрлӗхех куçне хупнă. 

Шадринсен тăванӗсенчен тата икӗ пӗртăван – Павелпа Петр Шад­ринсем те – вăрçа хутшăннă. Павел Константинович 1912 çулхи, вăрçа Аксу районӗн çар комиссариачӗ урлă кайнă. 18-мӗш гварди стрелоксен дивизийӗн 921-мӗш гварди стрелоксен полкӗнче çапăçнă, 1942 çулта пуç хунă. Ăна Белоруссири Витебск облаçӗнчи Совари ялӗнче пытарнă. 

Петр Константинович та 1941 çулхи август пуçламăшӗнче Аксу çар комиссариачӗ урлă вăрçа кайнă. 128-мӗш стрелоксен дивизийӗн йышӗнчи 187-мӗш, 374-мӗш стрелоксен полкӗсенче çапăçнă. 1945 çулхи январьте пуç хунă. Ăна Польшăри Далеке станцире пытарнă. 

Çапла вара Шадринсем йăхӗнчи пилӗк ывăлтан пӗрне кăна кӗтсе илейнӗ фронтран. Мӗн чухлӗ хуйхă кӳнӗ Аслă вăрçă çемьесене. Анчах та пуç хунисене тăванӗсем, ял-йыш манмаççӗ, паян кун та асра тытаççӗ. 

 

Сергей УЛАНОВ.

Аксу районӗ,

Беловка. 

Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗксем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев