Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Куля тете салтаксем патне çăкăр илсе çитереймен…

Вăрçă пӗтӗм халăха сăмахпа каласа пама çук пысăк инкек кӳрсе хăварнă. Ялта пӗр çемье те юлман пулӗ çывăх тăванне, ачине, мăшăрне вăрçă хирне ăсатманни. Пирӗн асанне те асаттепе аслă ывăлне тата 17 çула çитнӗ хӗрне, Марья аппана, 1942 çулта вăрçа ăсатать. Марья аппа вăл вăхăтра Пăвари медицина училищинчен вӗренсе тухнă.

Асанне хăй вара пилӗк пӗчӗк ачапа пӗччен тăрса юлать. Вӗсенчен чи асли 13 çулта пулнă, чи кӗçӗнни – тин çеç çуралнă ывăлӗ. Тăватă уйăхран асаннене асатте хыпарсăр çухалнă тенӗ виçӗ кӗтеслӗ хут килет. Çапах хăй кăмăлӗпе ӗмӗтленет асатте киле таврăнасса. Асанне хăйӗн пӗчӗк­рен-пӗчӗк ачисене питӗ нушапа ӳстерет. Крахмалпа мăян вăрринчен пӗçернӗ пашалу çисе ӳснӗ ачисем. Асанне аслă ывăлӗ Куля тете вăрçăран тӗрӗс-тӗкел таврăнасса кӗтет.

Николай Сергеевич Бабайкин Пăва районӗнчи Альших ялӗнче 1924 çулта çуралнă. Вăрçа ăна 18 тултарсан, 1942 çулта, илсе кайнă.

Куля тете Украина çӗрӗ çинче фашистсене хирӗç çапăçнă. Вăл шофер пулнă, салтаксем валли машинапа çăкăр турттарнă. Çав хушăрах Марья аппана çырусем те çыркаласа тăнă. Марья аппа вăл вăхăтра Хусанта госпитальте медсестра пулса ӗçленӗ. Марья аппана çырнă çырăвӗсенчен пӗри упранса юлнă – 1943-мӗш çулхи апрелӗн 1-мӗшӗнче çырнă ăна. Çыру ăшне хăйӗн сăнӳкерчӗкне чиксе янă. Ку Куля тетен юлашки çырăвӗ пулнă. Куля тете салтаксем патне çăкăр илсе çитереймен. Хирӗç нимӗç çарӗ килнине курсан вăл машинипе Днепра сикнӗ. Каялла тухайман. Куля тетен çапла вăрçă хирӗнче шыва сиксе пуç хумалла пулнă. Украина çӗрӗ çинчи Днепрокаменка ялӗнчи асăну хăми çине Николай Бабайкин  1943 çулхи октябрӗн 10-мӗшӗнче паттăрла пуç хунă тесе çырса хунă.

Куля тетен Марья аппана çырнă юлашки çырăвӗ:

«Çыратăп çырăва 1943 çулхи апрелӗн 1-мӗшӗнче. Çырать хăвăн тăвану Николай Сергеевич Бабайкин. Ну Марче эп санран çыру илтӗм ӗнтӗ. Эс Хусантан 10-мӗш числора янă çыруна эп илтӗм те пӗлтӗм. Эсир халӗ Хусанта пурăнатăр иккен. Унта пурнăç мӗнле. Ман ничего. Ман пурнăç Мускавра сӗре чаплă. Марче мана кунта хӗрсенчен салам çырнă. Но эс вӗсене тоже манран салам кала. Ультăрма Кладине, Виркана, Нинана, Еленана обязательно манран салам кала. Çырăва çакăнпа çырса пӗтеретӗп. Сывă юлатăп. Сире те мӗнпур хӗрсене çакăн пек сунатăп. Хăвăрăн пурнăçсем çинчен яланах çырăр. 

Çырать Коля. Тата Марче ку çырура сана пӗр карточка чиксе яратăп».

Асанне пӗр Марья аппана кăна кӗтсе илет вăрçăран. Марья аппа вара яла таврăнсан асаннене, хă­йӗн йăмăкӗпе шăллӗсене питӗ нумай пулăшнă. Каярах вăл Чăваш Ене качча кайнă, тăватă ача çуратнă. Ачисем пурте Ульяновск хулинче пурăнаççӗ, мăнукӗсемпе савăнаççӗ.

Халӗ ӗнтӗ Марья аппа та, йăмăкӗпе шăллӗсем те пурте леш тӗнчере – ӗмӗрлӗх канлӗх тупнă.

 

Нина АЛБУТОВА.

Пăва районӗ, 

Альших. 

Автор архивӗнчи 

сăнӳкерчӗк. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев