Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Халь Беловкăра Беловсем çук

Беловка ялӗ пиркиех каласан, чăннипех те, Белов пуçарса янипе вăл никӗсленме пуçланнă. Хăй пуçарса янă ялта нумаях пурăнман, ăçта-тăр урăх тӗле куçса кайнă тет. Çавăнпах ялӗнче пӗр Белов та пурăнмасть, масарӗнче те çак хушаматпа никам та çук. Иван Беловăн ячӗ ăçтан килнӗ-ши, мӗншӗн унăн вырăсла ячӗ те, хушамачӗ те? Чухлатăр пулӗ, Беловсен йăх-ăрăвӗ шурă тӗспе çыхăннă, православи тӗнне илнӗ чух, чăвашсене хушаматпа çырнă чухне çавăн пиркиех Белов тесе çырнă пуль. Акă, сăмахран, Кудряшов йăхӗ кăтра çӳçрен (кудрявый), Краснов – хӗрлӗ сăнран (пичӗ хӗрлӗ тӗслӗ е çӳçӗ йăм хӗрлӗ), Черновсене, Рыжевсене, паллах, таçтан палламалла...

Нумаях пулмасть Тутарстанри Аксу районӗнчи Беловка ялӗнче, унта пурăнакан чи çывăх тăвансем патӗнче, хăнара пулма тӳр килчӗ. Вӗсен алăк урати урлă каçнă-каçман Тамара йăмăкпа кӗрӳрен ял епле пуçланса кайнипе çыхăннă ыйту çине хуравлама ыйтрăм.

Кӗрӳ, Виталий Андреев, çак ялта çуралса ӳснӗскер, ашшӗ-амăшӗ те кунтах çуралса ӗмӗр ирттернӗ унăн, çапла каларӗ:

– 1921 çулччен эпир халь пурăнакан çӗрте йăмраллă-çатракаллă вырăн пулнă, никам та пурăнман. Унччен пирӗн йăх-несӗлсем кунтан икӗ çухрăмри Çӗнӗ Ӳселӗнче тутарсемпе пӗрле пурăннă. 100 çула яхăн каялла чи малтан пӗр чăваш çынни, Иван Белов ятлăскер, çемйипе кунта куçса килнӗ, кайран ытти чăвашсем те хускалнă. Çӗнӗ яла Белов ячӗпе çыхăнтарса Беловка ят панă. Асаттесем-асаннесем калаçнă чухне Шурьял тенине те илтнӗ.

Каярахпа ялти ытти çынсемпе, ял старостипе Сергей Улановпа, Нина Семеновăпа тата ыттисемпе курса калаçрăм, вӗсем те çав хыпарах мана пӗлтерчӗç. Ялти кану çуртӗнче директор пулса ӗçлекен йăмăкăм Тамара Андреева çитес çул ял юбилейне ирттерме палăртса хунине хавхаланса систерчӗ.

Каласа хăварас, ман шутпа вара чăн-чăн чăвашсем çеç пурăнакан яла вырăсла кăна калани питех килӗшӳллӗ мар пек туйăнать. Эпӗ тӳрех Самар облаçӗнчи чăваш ялӗсене аса илетӗп те, унта пӗтӗм чăваш ялӗсене, районӗсене чăвашсем чăвашла кăна калаççӗ. Сăмахран, Чаллăпуç районӗнчи Тилечер ялӗ (с.Девлезеркино Челно-Вершинского района), Шикун районӗнчи Питрекел, Мулекел ялӗсем (села Байдеряково, Малячкино Шигонского района). Питӗ тимлӗ пăхса тухсан, нумай чăваш ялӗсен ячӗсем пӗрремӗш килсе вырнаçнă çынпа е ушкăнри ертсе пыракан аслă çынпа çыхăннă. Питрекел ялӗ XVII ӗмӗрте çак çӗр çине килсе вырнаçнă Байдеряк Оганев чăвашран килнӗ (Самар облаçӗнчи географи ячӗсен словарӗнчен), апла пулсан та чăвашсем Байдеряк мар, чăвашла Питрекел ят панă. Мулекел ят та çаплах. 1684 çулта Патшалăх хушăвӗпе Шупашкартан Сызрань хули çывăхне ют тăшманран сыхланма тесе чăваш салтакӗсен ушкăнне çемйисемпех куçарса килнӗ. Ертсе килекен отрядăн пуçлăхӗ тӗне кӗмен чăваш Мулек ятлă пулнă. Çавăн ячӗпе ялӗ те Мулекел. Кушкă районӗнче Пилешлӗвар ятлă чăваш ялӗ пур (деревня Ерандаево Кошкинского района).  Тӗлӗнмелле-и? Сăлтавӗ çапларах: православи тӗнне пурне те ятарласах кӗртес тенӗ çулсенче, хăйсен тӗнӗпе çеç пурăнас текен чăвашсем урăх çӗр çине, уйрăмах, вăрман хутлăхне тарса-куçса вырнаçнă. Пӗр чăвашсен ушкăнӗ XVIII ӗмӗртех вăрманти вар хӗррипе никӗсленнӗ, унта питӗ нумай пилеш йывăçӗ ӳснӗ. Илемлӗ вырăна килӗштерсе, хăйсем вырнаçнă яла Пилешлӗвар ят панă. Каярахпа ку яла тӗне кӗнӗ чăвашсене тата вырăссене вырнаçтарнă. Ял старостине пӗр чăваша, православи тӗнне йышăннă Ерандай ятлăскере, суйланă. Карта çинче «Ерандаево» тесе çырни пулсан та, чăвашсем хăйсен ялне Пилешлӗвар тесе паянхи кун та калаççӗ.

Тутарстанри ялсен ячӗсем те нумайăшӗ çапларах пулса кайнă: Тимушкел (Тимошкино) Тимушка ятран, Якуркел (Егоркино) Якуртан. Аксу районӗнче ялсенчен нумайăшӗ çывăхри юханшывпа çыхăннисем: Саврăшпуç (Урмандеево), Саврăш (Савруши), Сӗнчел (Сунчелеево) тата ытти те.

Беловка ялӗ пиркиех каласан, чăннипех те, Белов пуçарса янипе вăл никӗсленме пуçланнă. Хăй пуçарса янă ялта нумаях пурăнман, ăçта-тăр урăх тӗле куçса кайнă тет. Çавăнпах ялӗнче пӗр Белов та пурăнмасть, масарӗнче те çак хушаматпа никам та çук. Иван Беловăн ячӗ ăçтан килнӗ-ши, мӗншӗн унăн вырăсла ячӗ те, хушамачӗ те? Чухлатăр пулӗ, Беловсен йăх-ăрăвӗ шурă тӗспе çыхăннă, православи тӗнне илнӗ чух, чăвашсене хушаматпа çырнă чухне çавăн пиркиех Белов тесе çырнă пуль. Акă, сăмахран, Кудряшов йăхӗ кăтра çӳçрен (кудрявый), Краснов – хӗрлӗ сăнран (пичӗ хӗрлӗ тӗслӗ е çӳçӗ йăм хӗрлӗ), Черновсене, Рыжевсене, паллах, таçтан палламалла...

Çапла шутласан, вырăсла Беловка тесе çырнă яла, чăвашла Шурьял тесен тӗп-тӗрӗсех пулать пек. Илемлӗ те! Чăн чăвашла! Ялти çынсем те хуллен-майӗпен хăнăхасса пӗртте иккӗленместӗп эпӗ. Ялтан Сӗнчен леш енне каçсан тăп-тăрă шывлă çăлкуç валакпа шăнкăртатса юхать. Ял çыннисем ăна хăйсен вăйӗпе питӗ капăрлатнă, шуç çивиттипе тирпейлӗ витнӗ, тăрринче шăвăçран илемлӗ касса тунă автан ял çине пăхса тăрать, ял-йыша, хăнасене кӗмӗл пек йăлтăртатса тăракан сивӗ те техӗмлӗ шывне тутанма йыхравлать. Ячӗ те çак çăлкуçăн «Шурçăл» пулать терӗç  ял-йышсем.

Хам эпӗ Шурьял тесе çак яла 1996 – 1997 çулсенчех çыркаланă, «Пурнăç юррисем» (2016) кӗнекере виçӗ хутчен те çапла çырни пур. Çак кӗнекене вуланăçемӗн Чăваш Енри паллă çын, çыравçă та критик, чăваш халăх ăсчахӗ Виталий Петрович Станьял та асăрханă çакна, «Левуков «Шурьял» тесе çаптарать» тесе çырнă «Сувара» янă çырăвӗнче. Анчах эпӗ кăна мар, манран та маларах Тутарстанри паллă чăваш çынни, чăвашсемшӗн юратнă поэт Григорий Игнатьевич Тяманов-Акташ, тахçанах çапла çыратчӗ. Унăн мăшăрӗ, Нина аппа, шăпах çак ялта çуралса ӳснӗ. Çавăнпах пуль: «Туссем, мана Сӗнче кӗтесӗ час-час килме хушать, куран», – тенӗ сăмахсем те пур унăн пӗр поэминче. Хăйӗн мăшăрне халалланă сăввисенче сăвăç ăна «Шурьял хӗрӗ» тесе палăртатчӗ. Сӗнче хӗрринче вырнаçнă чăваш ялӗсем пайтах: Çӗнӗ Хăяслă, Кивӗ Тимушкел, Беловка, Кивӗ Ӳсел, Мăкшел, Сӗнчел... Çак йӗркере пӗр чăваш ялӗ кăна, вырăсла çырнăскер, тăрать. Çавăн пиркиех Акташ та питӗ кăмăлласа Шурьял тенӗ пуль юратнă мăшăрӗ çуралнă ялне.

Паллах, беловкăсен хăйсен шухăшӗ, хăйсен кăмăлӗ. Вăл –  чи хакли. Ман шутпа, чăвашсен ялне чăвашла калани илемлӗрех!

Владимир ЛЕВУКОВ.

Тольятти хули.

Т.Бульбова сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 100-летие ТАССР