Хумханать, пăтранать тӗнчери тăнăçлăх тинӗсӗ....
Кам шутланă тăванла çӗршывсен хутшăнăвӗсем çак таран çивӗчленессе? Пуçра шăнăçман япала ку. Шутлама пултарнă-и эпир тăванла çӗршывсен хутшăнăвӗсем çак таран çивӗчленсе пăсăлса каясса? Тӗнче политикинче Украина сателлит çӗршыв пулса тăрассине тӗлӗкре те тӗлленмен. Пӗр ыйту: мӗн енӗпе çакă Украинăшăн усăллă? Ăна Евросоюза илесси иккӗленӳллӗ, хӗвеланăç политикӗсене журналистсем Украинăна хăçан пӗрлешӗве илесси пирки ыйтсан хуравран пăрăнаççӗ. Çапла, законлă влаçа хунта туртса илнин çимӗçӗ йӳçӗ. Тăванла çӗршывсем хушшинче 8 çула яхăн пыракан информацилле вăрçă пӗтӗм тӗнчипе сарăлса хӗç-пăшаллă хирӗçтăру патне килсе тухрӗ. Ку чухне кашни йӗркеллӗ çын ООНăн Хăрушсăрлăх Канашӗ умне çапла ыйту лартать: мӗншӗн Украина хăйӗн хӗвелтухăç регионӗсенче ятарлă операци пуçласа вырăссене хӗсни çине куç хупать? Ку халăхсен хушшинчи правăна пăсни мар-и? Донецкпа Луганскра статистика кăтартăвӗсем тăрăх 2021 çул тӗлне вуншар пин çын вилнине епле курмăш тума пулать? Ăçта çухалать Евросоюзăн гуманизмӗ горизонтра раççейсем палăрсан? Мӗншӗн иккӗлле стандартпа пăхаççӗ? Информаци вăрçи кунран кун çивӗчленсе пырать. Суя, ултавлă хыпарсем çын пуçне тустараççӗ. Мӗн кăна шутласа кăлармаççӗ пирӗн çӗршыва пылчăкпа варалас тесе? Хăçан пӗтӗ ку?
Кам шутланă тăванла çӗршывсен хутшăнăвӗсем çак таран çивӗчленессе?
Пуçра шăнăçман япала ку. Шутлама пултарнă-и эпир тăванла çӗршывсен хутшăнăвӗсем çак таран çивӗчленсе пăсăлса каясса? Тӗнче политикинче Украина сателлит çӗршыв пулса тăрассине тӗлӗкре те тӗлленмен. Пӗр ыйту: мӗн енӗпе çакă Украинăшăн усăллă? Ăна Евросоюза илесси иккӗленӳллӗ, хӗвеланăç политикӗсене журналистсем Украинăна хăçан пӗрлешӗве илесси пирки ыйтсан хуравран пăрăнаççӗ. Çапла, законлă влаçа хунта туртса илнин çимӗçӗ йӳçӗ.
Хăçан пуçланчӗ-ха ку?
2013 çулта Украина Правительстви Евросоюзпа килӗшӳ тума килӗшменни Киевра пăлхав чӗртсе ячӗ, евромайдан пулăмпа кӗрсе юлчӗ çак тапхăр историе. Янукович Киевран тухса кайсан власть оппозици аллине куçрӗ. Çакăнтан пуçланчӗç те фашистла улшăнусем, вырăс халăхне хирӗç пуçарнă геноцид. Аслă Рада Янукович вăхăтӗнче вырăс чӗлхине регион чӗлхи пек законпа çирӗплетнине пăрахăçларӗç. Паллах, ку законпа килӗшмесӗр хирӗç тăракансем тупăнчӗç часах. Украинăн кăнтăр хӗвелтухăç регионӗсенче Евромайдана хирӗç акцисем пуçланчӗç. Ун лидерӗсем Донецкпа Луганскра влаçа хăйсен аллине илчӗç.
2014 çулхи апрелӗн 15-мӗшӗнче вара Киев хӗвелтухăç Украинăра ятарлă çар операцийӗсем пуçланине пӗлтерчӗ. Халăха хирӗçле влаçран тӗн представителӗсем те юлас темерӗç. 2015 çулта Украинăри Православи чиркӗвӗ Раççей Православи чиркӗвӗнчен уйрăлса тухас ӗçе пуçăнчӗ. Çакăнтан пирӗн халăхсен хушшинчи чи çутă та ырă хутшăнусем те татăлма тытăнчӗç пулмалла. Паллах, ахаль çынсене пырса тивмест ку. Анчах националистсен идейисем çак çулсен хушшинче йӗркеллӗ çынсен пуçӗсене те минретме тытăнчӗç, уйрăмах пурнăç та тутанса курман яш-кӗрӗмӗнне.
Шанас килет Раççейпе Украина дипломачӗсем пӗр-пӗрне ăнланса калаçса татăласса, хирӗçтăруран тухма пулăшасса.
Медалӗн тӳнтер енӗ пуррине те манмалла мар
Тăванла çӗршывсем хушшинче 8 çула яхăн пыракан информацилле вăрçă пӗтӗм тӗнчипе сарăлса хӗç-пăшаллă хирӗçтăру патне килсе тухрӗ. Ку чухне кашни йӗркеллӗ çын ООНăн Хăрушсăрлăх Канашӗ умне çапла ыйту лартать: мӗншӗн Украина хăйӗн хӗвелтухăç регионӗсенче ятарлă операци пуçласа вырăссене хӗсни çине куç хупать? Ку халăхсен хушшинчи правăна пăсни мар-и? Донецкпа Луганскра статистика кăтартăвӗсем тăрăх 2021 çул тӗлне вуншар пин çын вилнине епле курмăш тума пулать? Ăçта çухалать Евросоюзăн гуманизмӗ горизонтра раççейсем палăрсан? Мӗншӗн иккӗлле стандартпа пăхаççӗ?
Минск килӗшӗвӗсем те вӗсене пач та пăхăнма килӗшменнипе хут çинче кăна юлчӗç. Раççей çак тарана çитиччен хирӗçтăрăва мирлӗ татса парас тесе нумай вăй хучӗ. Кăлăхах. 2022 çулхи февралӗн 24-мӗшӗнче РФ Президенчӗ Владимир Путин ДНРпа ЛНРа хӳтӗлессипе ятарлă çар операцине пуçлассине пӗлтерчӗ. Чăтăм пӗтрӗ пулмалла.
Никамшăн та вăрттăнлăх мар, СССР арканнă хыççăн НАТО хăйӗн базисене пирӗн чикӗсем патне çывăхрах та çывăхрах шутарса пычӗ. Вӗсене пирӗнпе хирӗçтăру пуçлама тинех май тупăнчӗ. Владимир Путин хăй шухăшне уççăн пӗлтернӗ хыççăнах çӗршывсем пӗрин-хыççăн тепри санкцисем лартса Раççейпе экономика вăрçине пуçарчӗç. Кашни кун пире хирӗç санкцисем йышăнакан çӗршывсен шучӗ ӳсет, анчах санкцисем хуть хăçан та икӗ енлӗ. Раççей хăй те хирӗç çивӗч санкцисемпе хуравлама хатӗр, хуравлать те. Хӗвеланăç çӗршывӗсен экономикишӗн вӗсем вăйлăрах та пулма пултараççӗ. Экспертсен шучӗпе, Анăçра энергетика кризисӗ пуçланни социаллă кăмăлсăрлăха чӗртсе яма пултарать.
Пире хирӗç йышăннă санкцисен ырă енӗ – çӗршывăн шалти рынокӗ хăвăрт темпсемпе ӳсме пултарни. Нефтьпе газа тенкӗпе сутма пуçласан Анăçăн тенкӗне евро е доллар парса туянма тивет. Ку хăйне май тенкӗне çирӗплетӗ. Чӗртавар экспорчӗ кăнтăр хӗвелтухăç Ази енне пăрăнма пултарать.
Атьсене шел
Ют çӗршыври аслă шкулсенче вӗренекен Раççей ачисене кăларса яма тытăнчӗç. Мирлӗ çынсене ресторан-кафесене апат тума кӗртесшӗн мар. Вӗсем мӗнпе айăплă? Çын правине пăсни мар-и ку? Ăçта гуманизм каллех?
Нумай пулмасть машинăпа пынă чух радиона хускатрăм та «Эхо Москвы» çине лекрӗм. Пӗри хӗрсех Раççее, çӗршыв ертӳçине вăрçать. Камне пӗлеймерӗм, кăларăм пуçланнăччӗ ӗнтӗ. Çакскер: «Мӗнле намăс Европа умӗнче, эпир хамăр чыса, ята çухатрăмăр, эпир пуриншӗн те халӗ «изгой»... Германири ӗçтеш мана санпа калаçма намăс, кăмăл та çук терӗ. Епле намăс. Хăçан çак намăсран тасалăпăр эпир? Раççей?» Спикер Навальный çинчен калаçма пуçласан итлеме хал юлмарӗ, радиона урăх хум çине куçартăм.
Германи ӗçтешне пирӗншӗн намăс иккен. Ăна намăс мар-и пирӗн ветерансен умӗнче? Вӗсем мар-и ăна чечекленекен çӗршыв парнеленӗ? 1945 çулта Совет çӗршывӗн чăн çӗнтерӳçӗ вырăнӗнче Германи çӗрне хăйне хăварма мӗнпур ирӗк пулнă. Чул çине чул хăвармасса та пултарнă. Анчах Раççей мирлӗ çӗршыв, ытти çӗршывсене чурана кăларса вăй кăтартасси çук унăн.
Сăмах май, асăннă радиона хупнă. Мӗнех, тивӗçлипе.
Политиксен шучӗпе
Паллă политолог, РФ Президенчӗн шаннă çынни Сергей Марков палăртнă тăрăх, малашне истори кӗнекисене 2014 çулта Украинăри влаçа хунта туртса илсе пӗтӗм çӗршыва политика террорӗ айне тунă тесе çырни кӗрсе юлать. Ун шучӗпе, Анăçăн ертӳçӗ çӗршывӗсем 8 çула яхăн Украинăри демократие хирӗçле, хăрушла, репрессиллӗ, русофобла режим илсе пыраççӗ. Çак вăрçа хускатнăшăн тӳреммӗнех Байден, Джонсон, Мэй, Макрон тата Меркель яваплă тет «Бизнес-онлайна» панă интервьюра.
Сергей Марков вăйлă политолог. Хусана килсен унпа интервью та тунăччӗ. Ун чухнех вăл çывăх вăхăтра çӗршывсен хушшинче çивӗч хирӗçтăру амаланма пултарассине каланăччӗ. Халӗ çапларах прогнозсем тăвать.
«Украина ыйтăвӗ – Раççей умне кăларса тăратнă чи пысăк ыйту. Паянхи пулăмсем Раççее хирӗç пуçарнă гибридлă вăрçăн пӗр пайӗ кăна. Анăç, политика элити, АПШ ятарлă службисем тахçанах пирӗн президента илсе пăрахса Раççее хăйсен ирӗкне пăхăнтарас идейăпа çунса пурăнаççӗ. Çавăншăнах Украинăра законлă правительствăна аркатса тăкрӗç». Ун шучӗпе çак плана ятарласа çӗршыв ертӳçине хирӗç тунă. Вăл юнпа варалантăр та çитес суйлавра халăх уншăн ан пултăр тесе. «8 çул тăршшӗпе Раççей лару-тăрăва мирлӗ татса пама тăрăшрӗ. Минск килӗшӗвӗсем пурнăçланмарӗç. Ултав, пур енчен те ултав. Паллах, Путин вӗсене шанма пăрахрӗ», – тет политолог.
Сергей Марков шучӗпе, хирӗçтăру лару-тăрăвӗ нумая тăсăлмалла мар. Украинăн хӗç-пăшаллă çарӗсем хăйсемех хӗç-пăшала хурӗç тет паллă политик. Сергей Александрович палăртнă тăрăх, преступлă подразделенисене вара тӗп тума тивет. Мӗншӗн тесен Киевран вырăс салтакӗсене хирӗç çапăçма хӗтӗртекен приказсене тухма чармалла. Политик сăмахӗпе, хирӗçтăру Раççей çарӗсем Киева илмесӗр те чарăнмӗ, вара регионăн патшалăхлăхӗ пирки ыйтăва татса пама тивӗ.
Пирӗн майлисем те пур
Сергей Марков сăмахӗпе, Раççей майлисем Украинăра çителӗклӗ. 2014 çулта иртнӗ суйлавсен кăтартăвӗсене илес пулсан Раççей майлисенчен паян вăтамран та 10 проценчӗ катăлнă. Çапла Николаев облаçӗнче Раççейшӗн 90 процент çын пулнă-тăк, халӗ – 80 процент. Одессăра 75 пулнă-тăк, халӗ 65, Днепропетровскра 70 процентран 60 юлнă. Луганскра вара ӗлӗкрех 95 процент пирӗншӗн пулсан халӗ 99 проценчӗпех. Киев оккупацийӗнче пулнă регионсенче ку цифра пӗчӗк. Пӗтӗмлетсе каласан, украинсем хăйсем те «западенецсем» килнипе кăмăлсăр. Марков шучӗпе, Крым тӗслӗхӗпе усă куракансем те пулӗç-ха.
Тӗнчери нумай çӗршыв пире хирӗç пулнине курса тăма, Раççее агрессор тенине илтме йывăр. Раççей ӗмӗрӗпех мирлӗ çӗршыв пулни, нихăçан та, никам çине те тапăнманни асра çук, нумай çӗршыва патшалăх пек йӗркеленме пулăшнине те астăвасшăн мар. Унтан та ытларах хамăр çынсемех çӗршыва хирӗç пулни пăлхантарать. Раççейре ят çӗнсе илнисем (ытларахăшӗ шоу-бизнес сферинчен тата актерсем), пурлăх тунисемех çӗршыв çине сураççӗ. Пӗр паллă, самаях çулланнă телеертӳçӗ (ятне паллă сăлтавсене пула çырмăпăр) хăйне кунта ялан ют туйнă иккен. Ун пеккисем татах та пур. Çак хисеплӗ, ятлă çынсем çӗршыва хирӗçле каланине ниепле те пуçа илме çук. Çапла, пирӗн пурнăç йăлт идеаллă мар, проблемăсем те, çитменлӗхсем те пур. Анчах çӗршыва Иуда Христоса вăтăр кӗмӗлле сутнă пек сутма? Иуда епле вӗçленине пурте пӗлетпӗр.
Социаллă сетьсенчи хирӗçтăрусем çивӗч те хӗрӳ. Пӗлнӗ-пӗлмен çынсемех пӗр-пӗрне чи юлашки сăмахсемпе хăртаççӗ. Суяпа ултавăн наркăмăшлă юханшывӗ юхать шарласа. Çак лару-тăру тӗрӗссипе тӗкӗр пек – йăлт курăнать. Этем мӗнле çын пулни шăпах кризислă та йывăр вăхăтра палăрать. Пӗринпе килӗшетӗп – кашни йӗркеллӗ çын вăрçа хирӗç, анчах ним тумасăр тăрса натосене хамăр çӗр çине кӗртсе ямалла-и?
Сергей Марков шучӗпе, кун пеккисем нумай мар, пурӗ те 15 процента яхăн. Вӗсемшӗн Анăç ялан тӗрӗс, Раççей – айăплă, Донбасра Киев хунти мирлӗ халăха хирӗç çапăçни пӗлтерӗшлех те мар.
Юлашкинчен ман çакна калас килет. Манăн çывăх çыннăн ывăлӗ Раççей çарӗ шутӗнче халӗ Украинăра. Вăт, вăл сăмах та пулин хирӗç каланине ăнланма пулатчӗ-тӗр. Ара, камăн тăван ывăлне çапăçура çухатас килтӗр? Вăхăтран унпа çыхăнса вăл хăйне мӗнле туйнине ыйтса пӗлетӗп. Хаш сывлать салтак амăшӗ. «Эсӗ халӗ çӗршыв ертӳçисене айăплатăн пулӗ ӗнтӗ?», – ыйтрăм пӗррехинче. «Çук... Мӗн теес ӗнтӗ ман? Ман ывăл арçын, çар çынни пуласси – хăйӗн йышăнăвӗ, ирӗкӗ. Никам та вăйпа яман. Çӗршыв ертӳçи кам пулсан та пурпӗрех, çавах çара суйланă пулӗччӗ», – терӗ салтак амăшӗ сасне хытарса.
Мӗн калама пулать кун хыççăн?
Ирина ТРИФОНОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев