News by date 13 March 2022
-
Çӗпрел районӗнчи Алешкин-Саплăк пикисем «Çулталăк хӗрарăмӗ. Çулталăк арçынӗ: хӗрарăм куçӗпе» конкурс çӗнтерӳçисем пулса тăчӗç.
Кăçал «Çулталăк хӗрарăмӗн...» сумлă номинацийӗсенчен виççӗшӗнче ентешсем – чăваш пикисем çӗнтерчӗç. Пур кăмăлтан хӗпӗртерӗмӗр вӗсемшӗн. Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăк шкулӗнче ӗçлекен чăваш чӗлхи вӗрентекенӗ Надежда Васильевна Григорьева «Хӗрарăм – культура тата ăс-хакăл» номинацире финала тухнă. Кристина Витальевна Максимова та Алешкин Саплăкранах. Вăл «Хӗрарăм-анне» номинацире наградăна тивӗçнӗ. Заинск районӗнчи Гулькино ялӗнчи «Палан» фольклор ушкăнӗн ертӳçи, ял хутлăхӗн председателӗ Светлана Демьяновна Инькова «Хӗрарăм – лидер» номинацире финала тухрӗ. Маттур чăваш пикисене чун-чӗререн саламлатпăр, малашне те çапла пултаруллă, ăраскаллă пулма ăнăçу сунатпăр.
-
«БЕЛОВКА ЙӖЛТӖР ЙӖРӖ» ПХЕНЧХАНРИ ĂМĂРТУСЕНЧЕН КАЯ МАР ПУЛЧӖ
«Беловка йӗлтӗр йӗрӗ – 2022» Пекинри Олимпиадăри йӗлтӗрпе чупассипе ăмăртусене вӗçлекен 50 километрлă масс-старта аса илтерчӗ – çанталăкпа та, спортсменсен хӗрӳ кӗрешӗвӗпе тата трасса кăткăслăхӗпе. Юрать тăманӗ ăмăртусем вӗçленессе кӗтрӗ, ăшă тумтире те касса кӗрекен сивӗ çилӗ вара пӗрре те чарăнмарӗ. Старта хирӗç вӗрекенскер йӗлтӗрçӗсене сывлама памасăр хыпăнтарчӗ вăл. Çапах ниме пăхмасăр Беловкăри регионсен хушшинчи йӗлтӗр йӗрӗ иртрӗ-иртрех. Ăмăртусем мартăн 5-мӗшӗнче, ирхине 10 сехетре пуçланчӗç.
-
Республикăн тӗп хулинче кăна пурӗ 383 авари пулнă, вӗсенчен 4-шӗнче çынсем аманнă.
Уяв кунӗсенче республикăн тӗп хулинче пурӗ 383 авари пулнă Канмалли тата уяв кунӗсенче Хусанта çăмăл машинăсен шучӗ самай чакрӗ (ял-хуласене кайнипе) пулсан та, аварисем сахалланни сисӗнмерӗ. ПАИ сводкисенчен курăннă тăрăх, канмалли, уяв кунӗсенче республикăн тӗп хулинче кăна пурӗ 383 авари пулнă, вӗсенчен 4-шӗнче çынсем аманнă. Март уйăхӗн 8-мӗшӗнче кăнтăрла Московская урамӗнче авари Kia Rio машинăн 24-ри водителӗ айăпӗпе пулнă. Вăл хирӗç килекен çул çине тухнă та малтан Chevrolet машинăпа, унтан Hyundai Solaris машинăпа çапăннă. Машинăсенчен пӗринче малта ларса паракан 5-ри ача тӗрлӗ çӗртен аманнă.
-
Хумханать, пăтранать тӗнчери тăнăçлăх тинӗсӗ....
Кам шутланă тăванла çӗршывсен хутшăнăвӗсем çак таран çивӗчленессе? Пуçра шăнăçман япала ку. Шутлама пултарнă-и эпир тăванла çӗршывсен хутшăнăвӗсем çак таран çивӗчленсе пăсăлса каясса? Тӗнче политикинче Украина сателлит çӗршыв пулса тăрассине тӗлӗкре те тӗлленмен. Пӗр ыйту: мӗн енӗпе çакă Украинăшăн усăллă? Ăна Евросоюза илесси иккӗленӳллӗ, хӗвеланăç политикӗсене журналистсем Украинăна хăçан пӗрлешӗве илесси пирки ыйтсан хуравран пăрăнаççӗ. Çапла, законлă влаçа хунта туртса илнин çимӗçӗ йӳçӗ. Тăванла çӗршывсем хушшинче 8 çула яхăн пыракан информацилле вăрçă пӗтӗм тӗнчипе сарăлса хӗç-пăшаллă хирӗçтăру патне килсе тухрӗ. Ку чухне кашни йӗркеллӗ çын ООНăн Хăрушсăрлăх Канашӗ умне çапла ыйту лартать: мӗншӗн Украина хăйӗн хӗвелтухăç регионӗсенче ятарлă операци пуçласа вырăссене хӗсни çине куç хупать? Ку халăхсен хушшинчи правăна пăсни мар-и? Донецкпа Луганскра статистика кăтартăвӗсем тăрăх 2021 çул тӗлне вуншар пин çын вилнине епле курмăш тума пулать? Ăçта çухалать Евросоюзăн гуманизмӗ горизонтра раççейсем палăрсан? Мӗншӗн иккӗлле стандартпа пăхаççӗ? Информаци вăрçи кунран кун çивӗчленсе пырать. Суя, ултавлă хыпарсем çын пуçне тустараççӗ. Мӗн кăна шутласа кăлармаççӗ пирӗн çӗршыва пылчăкпа варалас тесе? Хăçан пӗтӗ ку?