ХУСАНТА АТĂЛÇИ ÇЫРАВÇИСЕМ ПУÇТАРĂНЧӖÇ
Хусанта декабрӗн 15-17-мӗшӗсенче поэтсемпе писательсен «Поэзии чарующие строки» регионсен хушшинчи фестивалӗ иртрӗ. Унăн анлă программинче творчествăлла тӗлпулусем, литература музейӗсене çитсе килесси, Наци библиотекин, Туслăх Çурчӗн ӗçӗпе паллашасси пулчӗ. Унсăр пуçне çыравçăсем Сергей Аксаковăн бюстне уçнă çӗре хутшăнчӗç, ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗпе, Тутарстан Халăхсен ассамблейин ертӳçипе Фарид Мухаметшинпа тӗл пулчӗç, ТР Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗнче тӗрлӗ наци ачисен хушшинче «Родная речь» творчествăлла конкурса пӗтӗмлетнӗ çӗре тата асăннă çулталăка уявласа хупнă çӗре хутшăнчӗç.
Мероприятин пуçаруçи – Тутарстан Халăхсен ассамблейин Ӗçтăвком ертӳçи Константин Яковлев. «Тӗрлӗ регионсен, тӗрлӗ халăх писателӗсемпе поэчӗсене пуçтарма тахçанах шутласа хунăччӗ. Ăна Ассамблея планне çулталăк пуçламăшӗнчех кӗртнӗ. Фестивале тата анлăрах ирттерес килетчӗ, анчах коронавирус чăрмантарчӗ. Маларах кун йышши мероприяти Шупашкарта, Культура министерствинче ӗçленӗ чух ирттернӗччӗ. Ман шутпа, çыравçăсем чи хӳтлӗхсӗр контингент. Патшалăх шайӗнче нимле пулăшу та çук вӗсене, темле айккине пăрса хăварнă пек. Çавăнпа вӗсене тӗрев парас, мӗнпе те пулин пулăшас килет», – терӗ Константин Яковлев çыравçăсемпе тӗл пулсан.
Фестивале Чăваш Ен, Марий Эл, Мордва, Удмурти, Пушкăртстан республикисен, Азербайджан, Алтай тăрăхӗн писателӗсемпе поэчӗсем хутшăнчӗç. Шупашкартан халăх сăвăçи Раиса Сарби килнӗччӗ. Чӗннӗ хăнасен шутӗнче Валерий Туркай поэт та пурччӗ, анчах вăл, шел пулин те, килеймен.
«Çакăн пек ырă тӗлпулу ирттерме пултарнăшăн питӗ савăнатăп. Эсир пурте тăванла республикăсенчен, Атăлçирен. Инçетрен килекенсене те пысăк тав, – çапла каласа йышăнчӗ хаклă хăнасене Фарид Мухаметшин. – Тутарстан нумай енӗпе пуçаруçă. РФ Халăхсен ассамблейи те пире тӗслӗхе хурать. Мухтама пуçласан вара эп чаратăп. Ӗçлесе çитерейместпӗр-ха пурпӗрех тетӗп. Республикăра 178 коммерцилле мар обществăлла организаци йӗркеленнӗ. Кам кăна çук унта? Çак йӗркеленӳсенче пирӗн интеллигенци тӗпленнӗ, чи пултăклисем, ăслисем, политика енчен активлă çынсем. Эпир вӗсемпе сахал ӗçлетпӗр. Ку ыйтăва татса памалла. Малашне çак пӗрлӗхсене ытларах тимлӗх уйăрма, патшалăх укçи-тенкипе тивӗçтерме палăртса хуратпăр. Писательсен союзне тӗрев кирлӗ. Ку ӗçре профильлӗ министерствăсене яваплама пултарсан аван пулӗччӗ».
Фарид Мухаметшин наци республикисенчен килнӗ çыравçăсене кӗскен республикăри лару-тăрупа, социаллă экономика, промышленность ӳсӗмӗпе те паллаштарчӗ.
Çыравçăсем те парăмра юлмарӗç. Вӗсем кашни Фарид Хайрулловича хăйсемпе паллаштарса кӗнекисене парнелерӗç. Раиса Сарби тутарсен паллă поэчӗн Габдулла Тукайăн сăввисене чăвашла куçарнине, тăванла халăхăн çыравçисемпе тачă çыхăнса ӗçленине пӗлтерчӗ.
Тăван чӗлхесен çулталăкне ăсатрăмăр
Декабрӗн 17-мӗшӗнче çыравçăсен делегацийӗ хулара иртекен чылай культура мероприятине хутшăнчӗ. Çавсенчен пӗри – Туслăх Çуртӗнче иртнӗ ТР Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне чаплă лару-тăрура хупни.
Мероприятие яланхи пек ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ, Тутарстан халăхсен Ассамблейин Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин уçрӗ. Саламлă сăмахӗнче вăл ку çулта тӗрлӗ мероприяти йӗркеленӗ, ирттернӗ çӗре хутшăннисене пурне те тав турӗ, ТР Президенчӗн Рустам Миннихановăн саламлă çырăвне вуласа пачӗ.
2021 çулта муниципаллă хуласемпе районсенче пӗтӗмпе 6 пин ытла мероприяти ирттернӗ. Чи пысăккисен шутӗнче культурăпа вӗрентӳ сферинчи конкурссемпе фестивальсем, наци праçникӗсем, çав шутра чăвашсен Уявӗ те. Республикăра йӗркеленӗ мероприятисем Раççей регионӗсенче пурăнакансене кăна мар, ют çӗршыв çыннисене те интереслентернӗ.
Çак кун нумайăшӗ патшалăх наградисене, ТР Президенчӗ ятӗнчен укçан сертификатсем тивӗçрӗç. Çавсен хушшинче Çарăмсан районӗ те пурччӗ. 400 пин тенкӗлӗх сертификата ятарласа чăваш халăх поэчӗн, Çӗнӗ Йӗлмелӗнче çуралса ӳснӗ Порфирий Афанасьевăн музейне уçма пачӗç. Хусанти Нумай нациллӗ вырсарни шкулӗнчи чăваш уйрăмӗн директорне Сильвия Чаркинана ТР Вӗрентӳпе наука министерствин Хисеп хучӗпе палăртрӗç.
Фарид Мухаметшин çулсерен Ассамблейăн филиалӗсем хушăнса пынине палăртса хăварчӗ. Республикăра йӗркеленнӗ 249 наципе культура пӗрлешӗвӗсен ӗçне Ассамблейăн 29 представительствипе филиалӗ йӗркелесе пырать. Паяна республикăра 13 Туслăх Çурчӗ шутланать. Ларура наци представительствисен шучӗ иккӗ чухлӗ ӳсрӗ. Халăхсен туслă йышне якутсемпе тувасен наципе культура автономийӗсем хушăнчӗç. Унсăр пуçне Агрыз, Лайăш, Рыбно-Слободски, Саба районӗсенче Ассамблейăн çӗнӗ представительствисем уçăлнине пӗлтерчӗç.
Мероприяти Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне ăсатса чаплă концертпа вӗçленчӗ.
Ирина ГОРДЕЕВА.
Сăнӳкерчӗксем addnt.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев