News by date 24 December 2021
-
Представитель АО «Транснефть – Прикамье» стал победителем международной научно-технической конференции молодежи ПАО «Транснефть»
Молодой специалист АО «Транснефть – Прикамье» стал победителями XIIV (III международной) научно-технической конференции молодежи ПАО «Транснефть» и организаций – членов Международной ассоциации транспортировщиков нефти.
-
Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалланă ача-пăча онлайн-конкурсӗн çӗнтерӳçисем паллă
Кăçал «Сувар» хаçат тӗрлӗ конкурссем йышлă ирттерчӗ. Вӗсенчен пӗри – Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкне халалланă ача-пăча онлайн-конкурсӗ. Унта хутшăнакансен чăвашла сăвă каласа е юрă юрласа видео ӳкермеллеччӗ те редакцие ярса памаллаччӗ. Конкурса хутшăнакансем йышлăн пулчӗç – 3 çултан пуçласа 18 çула çитичченех. Пӗринчен-пӗри пултаруллă чăваш ачисем, çакна конкурс комиссийӗ кăна мар, хаçатăн социаллă сетьсенчи тусӗсем те курса хаклама пултарчӗç. Иртнӗ эрнере конкурс комиссийӗ ачасем ярса панă ӗçсене тепӗр хут пăхса тухса пӗтӗмлетрӗ. Маларах каланă пекех, çул ӳсӗмне кура 5 категорипе палăртрăмăр ӗçсене. Çӗнтерӳçӗсемпе паллаштаратпăр.
-
ХУСАНТА АТĂЛÇИ ÇЫРАВÇИСЕМ ПУÇТАРĂНЧӖÇ
Хусанта декабрӗн 15-17-мӗшӗсенче поэтсемпе писательсен «Поэзии чарующие строки» регионсен хушшинчи фестивалӗ иртрӗ. Унăн анлă программинче творчествăлла тӗлпулусем, литература музейӗсене çитсе килесси, Наци библиотекин, Туслăх Çурчӗн ӗçӗпе паллашасси пулчӗ. Унсăр пуçне çыравçăсем Сергей Аксаковăн бюстне уçнă çӗре хутшăнчӗç, ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗпе, Тутарстан Халăхсен ассамблейин ертӳçипе Фарид Мухаметшинпа тӗл пулчӗç, ТР Тăван чӗлхесен тата халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗнче тӗрлӗ наци ачисен хушшинче «Родная речь» творчествăлла конкурса пӗтӗмлетнӗ çӗре тата асăннă çулталăка уявласа хупнă çӗре хутшăнчӗç.
-
Елена Анисифоровна ЮМАНОВĂНА раштав уйăхӗн 24-мӗшӗнче 75 çул тултарнă ятпа
Апас районӗнчи Чӗрккӗн ялӗнче пурăнакан юратнăран та юратнă аннене, кукамая, асаннене Елена Анисифоровна ЮМАНОВĂНА раштав уйăхӗн 24-мӗшӗнче 75 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламлатпăр!
-
Ольга ЛАБУЗОВĂНА 45 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!
Хаклă юлташăмăра, Хусанти патшалăх педагогика университетӗнчи вырăс филологи факультетӗнчи чăваш уйрăмӗнче пӗрле вӗреннӗ тусăмăра, Алексеевски районӗнчи Чăваш Майнинче çуралса ӳснӗ, халӗ Хусанти шкулта пуçламăш классене вӗрентекен Ольга Вячеславовна ЛАБУЗОВĂНА (Никифорова) декабрӗн 22-мӗшӗнче 45 çул тултарнă ятпа чун-чӗререн саламлатпăр!
-
Чăвашсем тырпул пухса кӗртсен ӗлӗкрен Кӗр сăри ирттернӗ
Паян та авалхи йăлана манасшăн мар. Тӗслӗхрен, Аксу районӗнчи чăваш культура çурчӗсен ӗçченӗсем ăна раштав уйăхӗн 3-мӗшӗнче ирттернӗ.