Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Кӗнеке парнелемелли куна халалланă уяв иртрӗ

Пӗтӗм тӗнчери кӗнеке парнелекенсен кунне халалласа кăçал вуннăмӗш хут ӗнтӗ Раççейре «Кӗнеке юратса парнелӗр» акци иртрӗ. Нарăс уйăхӗн 9–15-мӗшсенче çӗршывӗпех тӗрлӗ мероприяти йӗркелерӗç, вулакансем шкулсене, библиотекăсене, çывăх çыннисене кӗнекесем парнелерӗç. Асăннă пуçарăвăн тӗп тӗллевӗсем – вулава аталантарасси, çирӗм пӗрремӗш ӗмӗрте те, цифра технологийӗсем хастар аталаннă тапхăрта, хутлă кӗнеке хăйӗн пӗлтерӗшне çухатманнине, паха парне тата пӗлӳ çăлкуçӗ пулнине палăртасси.

Марафон малалла тăсăлать

Чăваш Республикинчи Наци библиотеки кăçал хăйӗн 155 çулхи юбилейне паллă тунă май кăрлач уйăхӗн 24-мӗшӗнче «Юрататăп! Вулатăп! Парнелетӗп!» ыркăмăллăх марафонӗ пуçарса янă. Тӗрлӗ организации, çыравçăсемпе вулакансем юратнă вулавăша кӗнеке парнелеме пултарнă.

Нарăс уйăхӗн 14-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери кӗнеке парнелекенсен кунӗнче, Чăваш Наци библиотекине библиотекарьсемпе издательство ӗхченӗсем, Раççей Писателӗсен союзӗн Чăваш Енри уйрăмӗн пайташӗсем, нумай ачаллă çемьесем марафонăн пуçламăш тапхăрне пӗтӗмлетме пуçтарăнчӗç. Уява уçнă май Чăваш наци вулавăшӗн Фонд йӗркелес тата каталогизаци центрӗн ертӳçи Марина Добронравова кăларăмсене еплерех шута илни, ку таранччен мӗнлерех ӗç-пуç туса ирттерни çинчен тӗплӗн каласа пачӗ. Марафона уçнăранпа уйрăм çынсемпе тӗрлӗ организаци пилӗк пине яхăн кӗнеке парнеленӗ. Вӗсен йышӗнче: И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чăваш патшалăх педагогика университечӗ, Чăваш Енри патшалăх истори архивӗ, Чăваш Енри ӳнерçӗсен пӗрлӗхӗ, «Çӗнӗ Вăхăт» типографи, Санкт-Петербургри «Лира» издательство. Çыравçăсем те хастарлăхпа палăрнă: Ордем Гали 550 кӗнеке парнеленӗ, Борис Миллин – 232, Лев Кадкин – 125, Николай Ишентей – 286. Михаил Кондратьев искусствоведени докторӗ 27 авторефератпа тивӗçтернӗ. Чăваш кӗнеке издательстви библиотекăсене 12220 экземпляр кӗнеке халалланă.

Республикăри тӗп вулавăша Кемӗр облаçӗнчи Гурьевскри централизациленӗ библиотека системин директорӗ Марина Обухова чӗнӳпе тухнă: Кемӗр облаçӗнчи Сосновка салипе Чуваш-Пай ялӗнчи вулав çурчӗсем валли чăвашла кăларăмсем пухас тӗлӗшпе пулăшма ыйтнă. Кунти йăхташăмăрсем тăван чӗлхепе çырнă кӗнекесем вулама ӗмӗтленеççӗ, анчах вӗсем çукки хурлантарать. Аякри чăвашсене кашниех пулăшма пултарать, «Юрататăп! Вулатăп! Парнелетӗп!» марафон малалла пырать. Ăна 2026 çулхи раштавăн 15-мӗшченех тăсасси пирки пӗлтерчӗ Марина Добронравова. Унччен кашниех Чăваш Наци библиотекине (Шупашкар хули, Ленин проспекчӗ, 15-мӗш çурт, 325-мӗш пӳлӗм) кӗнекесем пырса пама пултарать. Паллах, вӗсем çӗнӗ тата лайăх пахалăхлă пулмалла.

Этем чунне тасатакансем

Уява Юхма Мишши чăваш халăх çыравçи те хутшăнчӗ. Вăл Чăваш Наци библиотекине килти архивран чылай кăларăм çитернӗ. Вӗсене сайра кӗнекесен фондне вырнаçтарнă, «М.Н. Юхмапа Р.И. Шевлепин уйрăм коллекцине» йӗркеленӗ. Кунта мăшăра тӗрлӗ автор 1958–2025 çулсенче алă пусса парнеленӗ 177 кӗнеке кӗнӗ. Чи тӗлӗнмелли – вӗсем тӗрлӗ чӗлхепе: чăвашла, вырăсла, марилле, полякла, узбекла, белорусла, казахла, мордвалла, вотякла, якутла, пушкăртла, удмуртла, кумыкла, балкарла... Раççейре Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ, Чăваш Республикинче Халăхсен туслăхӗн çулталăкӗ пулнă май ку пулăм тата та пысăк пӗлтерӗшлӗ пулнине асăнмалла.

Раççей Писателӗсен союзӗн Чăваш Енри уйрăмӗн председателӗн çумӗ Ольга Куликова (Улькка Эльмен прозаик) уява тӗрлӗ ӳсӗмри, тӗрлӗ шухăш-кăмăллă, профессиллӗ çынсем пуçтарăннине, анчах пурне те кӗнекене юратни пӗрлештернине палăртрӗ. Раиса Воробьева сăвăç ача-пăча кăларăмӗсене парнеленӗ май библиотека мӗн пӗчӗкрен çывăх тус пулнине, кирек мӗнле ыйту хуравне те кунта шыранине асăнчӗ. Светлана Гордеева поэт та республикăри вулавăшсем ирттерекен мероприятисене май килнӗ таран хутшăнма тăрăшнине пӗлтерчӗ. Лидия Филиппова çыравçă-журналист вырăссен аслă поэчӗн Александр Пушкинăн çырнисен пуххине халалларӗ.

Николай Ишентей çыравçă шăп нарăс уйăхӗн 14-мӗшӗнче, Кӗнеке парнелемелли кун, çуралнă. Уява пуçтарăннисем ăна ăшшăн саламларӗç. «Кӗнеке пӗчӗккисемшӗн, паллах, – тетте; ӳсерехпе вăл тус-юлташа куçать; çамрăксемшӗн – пурнăç çулне кăтартакан компас. Пӗтӗмӗшле каласан, кӗнеке вăл – этем чунне тасатаканӗ. Кунта пухăннисем вара – этем чунне тасатакансем», – терӗ Николай Петрович.

Ольга Австрийская çыравçă ачаранпах литературăпа туслă пулнине, хăй аллипе кӗнекесем ăсталанине, амăшӗ юмах пуххисем парнеленине каларӗ. Паян та ăна кӗнекех вулама-çырма хавхалантарать.

Чăваш кӗнеке издательствин тӗп редакторӗн çумӗ Ольга Федорова предприяти республикăри вулавăшсемпе, Чăваш Наци библиотекипе уйрăмах, туслă çыхăнура пулнине палăтрӗ. «Эпир пӗрле презентацисем, интереслӗ тӗлпулусем йӗркелетпӗр, «Варкăш» литература клубӗн ӗç-хӗлне хутшăнатпăр. Эсир пуçаракан акцисене те хапăлласа йышăнатпăр, май пур таран пулăшма тăрăшатпăр. Кăçал та çавăн пек май тупăнчӗ издательствăн», – терӗ Ольга Леонидовна.

Сильва Казакова куçаруçă тата корректор кӗнеке хăйӗн пурнăçӗнче пысăк вырăн йышăннине асăнчӗ. Ăна виçӗ çулта чухнех саспаллисемпе паллаштарма пуçланă. Ӳсерехпе вăл шкул библиотекине çӳреме тытăннă. Кӗнеке тӗнчи уншăн çăтмах евӗрех туйăннă. Ку туйăм халӗ те сӗвӗрӗлмен. Вăтам шкултан вӗренсе тухсан Сильва Юрьевна И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университечӗн вырăс филологийӗн факультетне çул тытнă. Алла диплом илсен вара кунти Наука библиотекине ӗçе вырнаçнă. Пӗр вăхăт Чăваш кӗнеке издательствинче корректорта вăй хунă. Халӗ те унăн ӗçӗ кӗнекесемпех çыхăннă. С. Казакова библиотекăна чăваш çыравçисен кăларăмӗсене парнелерӗ.

Уява хутшăнакансем Тав хутне тивӗçрӗç. Нумай ачаллă çемьесене кӗнеке комплекчӗсемпе савăнтарчӗç. Вулама юратасси çемьерен килет-çке. Ашшӗ-амăшӗ пушă вăхăтра алла кӗнеке тытсан, ывăлӗ-хӗрне çывăрма выртас умӗн юмах вуласа парсан ачапча пуласлăхра вулакан çынах пулса ӳсӗ.

Çыравçăсем Чăваш Наци вулавăшне 155 çулхи юбилейпа саламласа кӗнекесем кăна мар, торт та парнелерӗç. Çавра сӗтел тавра пухăнса чей ӗçнӗ май хăнасем малашнехи плансене сӳтсе яврӗç.

 

Ольга ИВАНОВА.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев