News by date 18 February 2026
-
Хусанта БРИКС çӗршывӗсен пикисен илемпе пултарулăх конкурсӗ иртӗ
мартăн 1- мӗшӗнчен пуçласа 8-мӗшӗччен историре те пӗрремӗш хутчен БРИКС çӗршывӗсен Miss, Mrs, Little Miss BRICS 2026 анлӑ илем конкурсӗ иртет. Мероприяти 17 патшалӑх хӗрӗсене пуçтарӗ.
-
Çӗре тимлеменни закона пăсниех
2026 çулхи мартăн 1-мӗшӗнчен харпăр çӗр лаптăкӗсене Сосновский пултăранӗнчен, ытти инвазивлă, сиенлӗ ӳсен-тăрансенчен тасатманшăн 700 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттереççӗ
-
Раççей Геройӗн ашшӗне Николай Марцева Мускавра «Салтак Ашшӗ» медальпе чысланă
Февралӗн 17-мӗшӗнче Мускавра РФ Патшалăх Думин «Единая Россия » фракцирен депутачӗсемпе «Раççей Ашшӗсем» обществăлла юхăмăн представителӗсем ятарлă çар операцийӗн паттăрӗсене çуратса ӳстернӗ тата фронтра ачисемпе пӗрле Тăван çӗршыва хӳтӗлекен аттесене «Салтак Ашшӗ» медальпе чысланă. Вӗсен йышӗнче Теччӗ районӗнчи Çармăс ялӗн чăвашӗ, Раççей Геройӗн Михаил Марцевăн ашшӗ Николай Петрович та пулчӗ.
-
Ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вӗсен çемйисене йышăнаççӗ
Февралӗн 20-мӗшӗнче СВОна хутшăнакансене тата вӗсен çемйисене йышăнмалли пӗрлехи кун пулать. Мероприяти 10:00 сехетрен пуçласа 14:00 сехетчен «Единая Россия» парти председателӗн регионти обществăлла йышăну пӳлӗмӗнче (Карл Маркс урамӗ, 31/7 çурт) иртет.
-
«КАМАЗ-мастер» команда Азири чи пысăк раллие хутшăнма хатӗрленет
Кăçалхи май уйăхӗнче Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» команда пуçласа халăхсен хушшинчи «Такла-Макан – 2026» раллие хутшăнать, тесе пӗлтерет асăннă командăн пресс-служби.
-
Кӗнеке парнелемелли куна халалланă уяв иртрӗ
Пӗтӗм тӗнчери кӗнеке парнелекенсен кунне халалласа кăçал вуннăмӗш хут ӗнтӗ Раççейре «Кӗнеке юратса парнелӗр» акци иртрӗ. Нарăс уйăхӗн 9–15-мӗшсенче çӗршывӗпех тӗрлӗ мероприяти йӗркелерӗç, вулакансем шкулсене, библиотекăсене, çывăх çыннисене кӗнекесем парнелерӗç. Асăннă пуçарăвăн тӗп тӗллевӗсем – вулава аталантарасси, çирӗм пӗрремӗш ӗмӗрте те, цифра технологийӗсем хастар аталаннă тапхăрта, хутлă кӗнеке хăйӗн пӗлтерӗшне çухатманнине, паха парне тата пӗлӳ çăлкуçӗ пулнине палăртасси.
-
19-ти студенткăна наркотикпа тытнă
Хусанта 19-ти студенткăна эфедрон (синтетикăлла наркотик) хумашкăн вăрттăн вырăн хатӗрленӗ чух полици сотрудникӗсем алăранах ярса тытнă.