Сувар

г. Казань

16+
Тӗп хыпар

Раççей Геройӗн ашшӗне Николай Марцева Мускавра «Салтак Ашшӗ» медальпе чысланă

Февралӗн 17-мӗшӗнче Мускавра РФ Патшалăх Думин «Единая Россия » фракцирен депутачӗсемпе «Раççей Ашшӗсем» обществăлла юхăмăн представителӗсем ятарлă çар операцийӗн паттăрӗсене çуратса ӳстернӗ тата фронтра ачисемпе пӗрле Тăван çӗршыва хӳтӗлекен аттесене «Салтак Ашшӗ» медальпе чысланă. Вӗсен йышӗнче Теччӗ районӗнчи Çармăс ялӗн чăвашӗ, Раççей Геройӗн Михаил Марцевăн ашшӗ Николай Петрович та пулчӗ.

Çакăн пек пысăк хисепе тивӗç аттесене РФ Патшалăх Думине хальхинче Крым Республикинчен, Брянск, Калуга облаçӗсенчен, Ханты-Манси Автономи округӗ – Юграран, Чулхула облаçӗнчен тата Тутарстанран пуçтарнине хыпарлать РФ Патшалăх Думин пресс-служби. Вӗсен йышӗнче чăваш, çитменнине хамăр ентеш пурри калама çук савăнтарать. Николай Петрович чăнах та çак хисепе тивӗç. Аса илтеретпӗр, ывăлӗ тинӗс пехотин уйрăм батальонӗн командирӗ Михаил Марцев подполковник 2024 çулта Курск облаçӗнче кăтартнă паттăрлăхшăн Раççей Геройӗ ята тивӗçнӗ. Хăюлăхпа паттăрлăхшăн маларах икӗ Паттăрлăх орденӗпе «Тăван çӗршыв умӗнчи тивӗçсемшӗн» хӗçлӗ орденăн I, II степеньлӗ медалӗсемпе чысланнă.

РФ Патшалăх Думин ларăвӗнче иртнӗ церемоние Николай Петровичпа пӗрле мăшăрӗ Зоя Михайловна тата ывăлӗ Михаил Николаевич хăй те хутшăннă.

Патшалăх Думи ТVран cкриншот.

Председателӗн çумӗ Анна Кузнецова каланă тăрăх, «Салтак Ашшӗ» медаль «Раççей Ашшӗсем» обществăлла юхăмăн пуçарăвӗ. Представителӗсем ятарлă çар операцийӗ пуçлансанах фронта кайнă вӗсен, çапла ашшӗпе ывăлӗ, тепӗр чух темиçе ывăлӗ те пӗр окопах лекнӗ хыççăн кун пек арçынсене тата СВО паттăрӗсене ӳстернӗ аттесене ятарлă медальпе чыслас шухăш çуралнă. Наградăн тӗллевӗ – аттесен, атте-аннесен паттăрлăхне сума суни.

Паянхи кун тӗлне «Салтак Ашшӗ» медале Раççей регионӗсенчи, çав шутра çӗнӗ регионсенчи те, 6 пин ытла çын тивӗçнӗ. Кăçал Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин кунӗ умӗн Раççейӗн 31 регионӗнче тепӗр 350 яхăн аттене çак медальпе чыслаççӗ. (Сăнӳкерчӗк https://t.me/PolpredstvoRT сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Наши герои