Çӗре тимлеменни закона пăсниех
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗре тимлеменни закона пăсниех

2026 çулхи мартăн 1-мӗшӗнчен харпăр çӗр лаптăкӗсене Сосновский пултăранӗнчен, ытти инвазивлă, сиенлӗ ӳсен-тăрансенчен тасатманшăн 700 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттереççӗ

 

 РФ административлă правăна пăсни çинечен кодексăн (КоАП) 8.7 статьйипе ял хуçалăх çӗрӗсемпе кирлӗ пек усă курманнипе лаптăксенче йывăçсем, тӗмӗсемпе çум-курăк ӳснишӗн те çакăн пек штраф тӳлеттереççӗ. Уйрăм çынсен 20 – 50 пин, должноçрисене – 50 – 100 пин, юридици сăпачӗсене 400 – 700 пин тенкӗ штраф тӳлеттереççӗ.

Çакăн пирки РФ Патшалăх Думин депутачӗсем 2025 çулта закон йышăннă. Кунта çакна та палăртмалла. Регионсенчи влаçсен ку закона хăйсенчен хушма ирӗк пур. Штраф суммине улăштарма та, сиенлӗ ӳсен-тăрансене списока хушма та пултараççӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.


общество

Нет комментариев