Хусанта 19-ти студенткăна эфедрон (синтетикăлла наркотик) хумашкăн вăрттăн вырăн хатӗрленӗ чух полици сотрудникӗсем алăранах ярса тытнă.
Вăрттăн вырăна хунисӗр пуçне кӗсйинче тата 18 пакет (пурӗ 35 грамм) эфедрон тупнă. Хӗре çавăн чухнех тытса кайнă, айӗпӗнчен тунмасть вăл. Мӗн тумаллине соцсетьре тупнă куратор хушса тăнă. Апла-и, капла-и – преступленишӗн явап тытмах тивет унăн. Закон тăрăх, наркотик салатнăшăн 10 – 15 çула тӗрмене хупаççӗ.
Нет комментариев