News by tag - борьба с наркотиками
-
19-ти студенткăна наркотикпа тытнă
Хусанта 19-ти студенткăна эфедрон (синтетикăлла наркотик) хумашкăн вăрттăн вырăн хатӗрленӗ чух полици сотрудникӗсем алăранах ярса тытнă.
-
Республикăна пӗр килограмм наркотик илсе килесшӗн пулнă
«Малиновка» полицин стационарлă постӗнче автоинспекторсем Марий Элта пурăнакан 43 çулти арçынна чарнă. Водитель сисӗнмеллех пăлханнипе вӗсем унăн япалисене тата автомашинăн салонне тӗрӗслеме шутланă. Тӗрӗслев хыççăн порошоклă 10 ытла пакет тупнă. Экспертиза вӗсенче синтетикăлла наркотик PVP (пурӗ 987 грамм) пулнине çирӗплетнӗ. Кун пирки ТР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет.
-
Çамрăк закладчиксем çинчен ӳкернӗ фильм
ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви наркотик сутнăшăн тӗрмене лекнӗ çамрăксем çинчен «За пределом» документлă фильм кăларнă. Кун пирки ведомствăн пресс-служби пӗлтерет.
-
Тутарстанра «МАК-2025» операци иртет
Республикăра «МАК-2025» комплекслă оперативлă профилактика операци пуçланчӗ. Вăл виçӗ тапхăрпа иртет: июлӗн 8–17-мӗшӗсенче, августăн 5–14-мӗшӗсенче тата сентябрӗн 9–18-мӗшӗсенче. Операцин тӗллевӗ – наркотикпа çыхăннă преступленисене тупса чарасси, наркăмăш тытăмлă культурăсене акнă е вăрман-уйсенче хăй тĕллĕн шăтса тухнă вырăнсене тупса палăртасси тата вĕсене тĕп тăвасси, наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕнчи преступленисемпе кĕрешесси.
-
Наркотик сутакансене тытнă
Полици сотрудникӗсем Хусан çывăхӗнчи вăрманта вăрттăн вырăнсене наркотиксем хурса çӳрекен виçӗ çынна (пӗри çамрăк хӗрарăм) тытса чарнă.