Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Республикăна пӗр килограмм наркотик илсе килесшӗн пулнă

«Малиновка» полицин стационарлă постӗнче автоинспекторсем Марий Элта пурăнакан 43 çулти арçынна чарнă. Водитель сисӗнмеллех пăлханнипе вӗсем унăн япалисене тата автомашинăн салонне тӗрӗслеме шутланă. Тӗрӗслев хыççăн порошоклă 10 ытла пакет тупнă. Экспертиза вӗсенче синтетикăлла наркотик PVP (пурӗ 987 грамм) пулнине çирӗплетнӗ. Кун пирки ТР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет.

2016 çулта наркотик  упранăшăн уголовлă явап тыттарнă арçын наркотика  ятарласа сутма туяннине пӗлтернӗ. Мессенджерсенчен пӗринче унпа çыхăну тытнă куратор наркотиксене Тутарстанри Тури Услон районӗнче  вăрттăн вырăнсене хума хушнă.

Хальхи вăхăтра РФ Уголовнăй кодексӗн 228.1-мӗш статйипе килӗшӳллӗн уголовлă ӗç пуçарнă. Наркотикпа тытнă арçынна 20 çула тӗрмене хупма пултараççӗ.

ТР ШӖМӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Госавтоинспекция борьба с наркотиками