Тутарстанра «МАК-2025» операци иртет
Республикăра «МАК-2025» комплекслă оперативлă профилактика операци пуçланчӗ. Вăл виçӗ тапхăрпа иртет: июлӗн 8–17-мӗшӗсенче, августăн 5–14-мӗшӗсенче тата сентябрӗн 9–18-мӗшӗсенче. Операцин тӗллевӗ – наркотикпа çыхăннă преступленисене тупса чарасси, наркăмăш тытăмлă культурăсене акнă е вăрман-уйсенче хăй тĕллĕн шăтса тухнă вырăнсене тупса палăртасси тата вĕсене тĕп тăвасси, наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕнчи преступленисемпе кĕрешесси.
Хальлӗхе полицейскисем Камско-Устьински районӗнче 3 пин тăваткал метр лаптăкра наркотиклă ӳсен-тăрана, Çырчаллинчи Рябинушка тата ЗЯБ поселокӗсенче 170 кантăр тӗмне тупса пӗтернӗ. Унсăр пуçне республикăри пӗр районта пурăнакан 67 çулти пенсири хӗрарăм тӗлӗшпе мăкăнь ӳстернӗшӗн уголовнăй ӗç пуçарнă. Ăна 300 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме е сакăр çула тӗрмене хупма пултараççӗ.
ТР ШӖМӗ аса илтерет: пахчари наркотиклă ӳсен-тăрана пӗтермесен хуçисене штраф параççӗ. Ахаль çынсене 2 пин тенкӗ таран, организацисене 40 пин тенкӗ таран. Кам та пулин кантăр е мăкăнь саккунсăр ӳстернине асăрхасан е наркотикпа çыхăннă ытти йӗркене курсан çывăхри полици уйрăмне пӗлтермелле.
«Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев