Тутарстанра «МАК-2025» операци иртет
Республикăра «МАК-2025» комплекслă оперативлă профилактика операци пуçланчӗ. Вăл виçӗ тапхăрпа иртет: июлӗн 8–17-мӗшӗсенче, августăн 5–14-мӗшӗсенче тата сентябрӗн 9–18-мӗшӗсенче. Операцин тӗллевӗ – наркотикпа çыхăннă преступленисене тупса чарасси, наркăмăш тытăмлă культурăсене акнă е вăрман-уйсенче хăй тĕллĕн шăтса тухнă вырăнсене тупса палăртасси тата вĕсене тĕп тăвасси, наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕнчи преступленисемпе кĕрешесси.