News by tag - мвд рт
-
Тутарстансене Игорь Золотов йышăннă
Комисси ертӳçи патне çынсем ТР ШӖМӗн ӗçӗпе çыхăннă ыйтусемпе пынă.
-
Пухăннă укçине шулӗксене парса янă
Чистайра пурăнакан 87 çулти хӗрарăм шулӗксене пула пухса пынă укçисӗр тăрса юлнă, тесе пӗлтерет Раççей ШӖМӗн Чистай районӗнчи уйрăмӗн пресс-служби.
-
Асăрханăр – çӗнӗ ултав!
Ултавçăсем çынсене хăратса çаратас çӗнӗ схемăпа ӗçленине пӗлтерет ТР ШӖМӗ. Ку çынсем патшалăх органӗсен ятӗнчен шăнкăравласа хваттерӗр е ытти куçман пурлăхăр хăрушлăхра тесе суя суту-илӳ сделки тума сӗнеççӗ. Мӗнпур документа хатӗрлесе Росреестрта регистрацилесен укçана хăйсем каланă «хăрушсăр» шут çине куçарма е «инкассацирен» парса яма ӳкӗте кӗртеççӗ. Çапла майпа хваттерсӗр те, укçасăр та тăрса юлма пулать.
-
Банкран 40 миллион тенкӗ вăрланă
ТР ШӖМӗн экономика преступленийӗсемпе ӗçлекен уйрăмӗн сотрудникӗсем Хусанта шулӗксен ушкăнне тытса чарнине хыпарлать «Татар-информ» агентство.
-
Тутарстанра «МАК-2025» операци иртет
Республикăра «МАК-2025» комплекслă оперативлă профилактика операци пуçланчӗ. Вăл виçӗ тапхăрпа иртет: июлӗн 8–17-мӗшӗсенче, августăн 5–14-мӗшӗсенче тата сентябрӗн 9–18-мӗшӗсенче. Операцин тӗллевӗ – наркотикпа çыхăннă преступленисене тупса чарасси, наркăмăш тытăмлă культурăсене акнă е вăрман-уйсенче хăй тĕллĕн шăтса тухнă вырăнсене тупса палăртасси тата вĕсене тĕп тăвасси, наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕнчи преступленисемпе кĕрешесси.