Аварире ултă çамрăк ачан пурнăçӗ татăлнă
Çӗнӗ хыпарсем

Аварире ултă çамрăк ачан пурнăçӗ татăлнă

Ешӗлварта пулнă аварире ултă çамрăк вилнӗ, пӗр çамрăка больницăна леçнӗ. Кун пирки ТР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет.

Chevrolet водителӗ ытла та пысăк хăвăртлăхпа пынипе машинине итлетерейменнипе çул хӗрринче ӳсекен йывăç çине пырса çапăннă.  Хытă çапăннипе çăмăл машина çунма пуçланă. Салонра çак самантра çичӗ çын пулнă – вӗсем пурте 16-18 çулсенчи çамрăксем. Хăрушă инкеке пула водительпе пилӗк пассажир вырăнтах вилнӗ. Пӗртен-пӗр сывă юлнă пассажира  Ешӗлварти тӗп район больницине  илсе кайнă.

Раççей Следстви комитечӗ РФ Уголовнăй кодексӗн 264-мӗш статйипе «Нарушение правил дорожного движения») уголовлă ӗç пуçарнă.

 


#БезопасностьНаДорогах мвд рт Авария

Нет комментариев