Комисси ертӳçи патне çынсем ТР ШӖМӗн ӗçӗпе çыхăннă ыйтусемпе пынă.
Тутарстан Республикинчи Шалти ӗçсен министерствин ӗçне планпа килӗшӳллӗн тӗрӗсленӗ хушăра Раççей ШӖМӗн тӗп инспекторӗ, комисси ертӳçи, полицин генерал-майорӗ Игорь Золотов Тутарстан çыннисене ТР ШӖМӗн ӗçӗпе çыхăннă ыйтусемпе йышăннă.

Граждансен хăш-пӗр ыйтăвӗсене тӳрех, пӗр тăхтамасăр тивӗçтернӗ, ыттисене вара Раççей Федерацийӗн законодательствипе килӗшӳллӗн тӗрӗслеме палăртнă, тесе пӗлтерет ТР ШӖМӗн пресс-служби.
Сăнӳкерчӗк ТР ШӖМӗн пресс-службин.
Нет комментариев