Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Пухăннă укçине шулӗксене парса янă

Чистайра пурăнакан 87 çулти хӗрарăм шулӗксене пула пухса пынă укçисӗр тăрса юлнă, тесе пӗлтерет Раççей ШӖМӗн Чистай районӗнчи уйрăмӗн пресс-служби.

Ӗç-пуç вара кинемин килти телефонӗ çине пӗр хӗрарăм шăнкăравланинчен пуçланнă. Хайхискер ăна телефоншăн тӳлеве 500 тенкӗрен 62 тенке хăварма сӗннӗ. «Тупăшлă» тариф çине куçма вара пенсионеркăна харпăр даннăйсене калама ыйтнă. Тепӗр кун кинеми патне «çар прокуратурин ӗçченӗ» шăнкăравланă. Вăл кинемие унăн телефонне ют çынсем итлени, ӗнер ун патне шулӗксем шăнкăравлани пирки пӗлтернӗ. Шулӗксене даннăйсене парса вăл хăйӗн банк шучӗсене вӗсемшӗн уçнă иккен. Хăраса ӳкнӗ пенсионерка «çар прокуратурин ӗçченне» шучӗ çинче пысăк укçа упранни пирки пӗлтернӗ. Лешне çакă кăна кирлӗ пулнă: вăл çав укçана шанчăклă çӗрте упрама «юриста» пама сӗннӗ. Хӗрарăм 1 миллион та 400 пин тенкине тепӗр кун хăй патне килнӗ çамрăка парса янă... 

Çак ӗç енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă. Кунашкал преступлени тунă çынна Балтасинче тытса чарнă. Чистайри кинемие улталаканни те вăлах пулма пултарать. Хальлӗхе тӗпчев ӗçӗ пырать. 

 

Раççей ШӖМӗн Чистай районӗнчи  уйрăмӗн пресс-служби.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: мвд рт #ОсторожноМошенники