Асăрханăр – çӗнӗ ултав!
Ултавçăсем çынсене хăратса çаратас çӗнӗ схемăпа ӗçленине пӗлтерет ТР ШӖМӗ. Ку çынсем патшалăх органӗсен ятӗнчен шăнкăравласа хваттерӗр е ытти куçман пурлăхăр хăрушлăхра тесе суя суту-илӳ сделки тума сӗнеççӗ. Мӗнпур документа хатӗрлесе Росреестрта регистрацилесен укçана хăйсем каланă «хăрушсăр» шут çине куçарма е «инкассацирен» парса яма ӳкӗте кӗртеççӗ. Çапла майпа хваттерсӗр те, укçасăр та тăрса юлма пулать.
Çырчаллинчи 78-ти хӗрарăма шăпах çак схемăпа улталанă та. Çулталăк пуçламăшӗнче вăл Мускаври хваттерне хӳтӗлес тесе 17 миллион тенкӗлле сутса янă. Унтан ултавçăсем хушнипе укçана банкран илсе «инкассаци» урлă парса яма Çырчаллине килнӗ. Ырă мара сиснӗ банк ӗçченӗсем ун чух полици сотрудникӗсене вăхăтра чӗнсе укçине куçарттарман. Çапах та тепӗр çур çултан вăл Çырчаллинчи хваттерне те чутах сутса яман. Тимлӗ таксист тӗлне пулни çăлса хăварнă. Полицие пӗлтерсе ӗлкӗрнипе суту-илӳ сделкине туса ӗлкӗреймен. Шел, Мускав хваттерне сутнă 17 миллион тенкине вăл пурпӗр банкри шучӗ çинчен илнех. Тăванӗсенчен вăрттăн шулӗксене куçарнă.
ТР ШӖМӗ граждансене тепӗр хут асăрхаттарать:
Телефонпа шăнкăравлакан палламан çынсене, вӗсем хуть кам ятӗнчен шăнкăравласан та, ан шанăр. Енчен те куçман пурлăхăрпа çыхăннă иккӗленӳллӗ сделкăсем сӗнсен тӳрех пурнăçличчен малтан юристпа е çывăх çыннăрсемпе канашлăр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев