Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Çамрăк закладчиксем çинчен ӳкернӗ фильм

ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви наркотик сутнăшăн тӗрмене лекнӗ çамрăксем çинчен «За пределом» документлă фильм кăларнă. Кун пирки ведомствăн пресс-служби пӗлтерет.

Тӗрлӗ хулапа çемьесенче ӳснӗ пилӗк каччăн пурнăçӗ  çинчен ӳкернӗ фильмра. Тӗрӗс мар çул çине тăни вӗсене тӗрме патне илсе çитернӗ. Кунти пурнăç йывăр пулнине, çемьепе пӗрле пулас килнине, май пулнă пулсан йăнăш утăма туман пулни çинчен каласа параççӗ çамрăксем.  

Фильма ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви Тутарстан Правительстви ыйтнипе Раççейӗн ФСИНӗн Тутарстанри управленийӗ, Раççейӗн Шалти ӗçсен министерстви, ТР Прокуратури, Раççейӗн ФСИНӗн Пермь крайӗнчи тӗп управленийӗ пулăшнипе ӳкернӗ. Наркотиксен законсăр çаврăнăшне хутшăннăшăн айăпланă çамрăксемпе тата вӗсен çемйисемпе тунă интервьюсен пуххинчен тăрать вăл. Ăна хатӗрлеме  психологсем пулăшнă.

«Пирӗн тӗллев – шухăшласа туман йышăнусем ăçта илсе çитернине кăтартасси кăна мар, преступлени тума хӗтӗртекен социаллă тата психологи сăлтавӗсене тупса палăртасси те. Ку фильма «çăмăл тупăш» шыракансем тата айăпсăр юласса шанакансем  курмаллах», –  палăртнă ТР çамрăксен ӗçӗсен министрӗ Азат Кадыров.

«За пределом»  фильма VK Видео платформинче  пăхма пулать.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: минмолодежи подростки борьба с наркотиками