Наркотик сутакансене тытнă
Çӗнӗ хыпарсем

Наркотик сутакансене тытнă

Полици сотрудникӗсем Хусан çывăхӗнчи вăрманта вăрттăн вырăнсене наркотиксем хурса çӳрекен виçӗ çынна (пӗри çамрăк хӗрарăм) тытса чарнă.

Ахаль уçăлса çӳрекенсем пек тыткалама тăрăшсан та наркотик хума вăрттăн вырăнсем хатӗрленӗ чух полици сотрудникӗсем вӗсене алăранах ярса тытнă. Экспертиза кăтартнă тăрăх, вӗсем синтетик наркотик – метадон салатнă. Шырав вăхăтӗнче пӗрин хваттерӗнче те наркотиксем тупнă.

Çав кунсенчех М-12 çул çинче те наркокурьер çакланнă. 40-ри арçын вăрттăн онлайн-лавккасене пысăк парти наркотик леçессипе ӗçленӗ иккен. Малтан машинине тытса чарнă, каярах вăрттăн вырăна хăварнă 20 килограмм мефедронне те тупнă.


общество наркотик борьба с наркотиками

Нет комментариев