Хусанта БРИКС çӗршывӗсен пикисен илемпе пултарулăх конкурсӗ иртӗ
мартăн 1- мӗшӗнчен пуçласа 8-мӗшӗччен историре те пӗрремӗш хутчен БРИКС çӗршывӗсен Miss, Mrs, Little Miss BRICS 2026 анлӑ илем конкурсӗ иртет. Мероприяти 17 патшалӑх хӗрӗсене пуçтарӗ.
Хусанта мартăн 1- мӗшӗнчен пуçласа 8-мӗшӗччен историре те пӗрремӗш хутчен БРИКС çӗршывӗсен Miss, Mrs, Little Miss BRICS 2026 анлӑ илем конкурсӗ иртет. Мероприяти 17 патшалӑх хӗрӗсене пуçтарӗ, 51 конкурсант харпăр илӗртӳлӗхсӗр пуçне хӑй халӑхӗн культурипе те паллаштарӗ. Кун пирки ТР премьер‑министрӗн çумӗ Лейла Фазлеева ятарлă пресс-конференцире пӗлтернӗ.
Асăннă пресс-конференцие Раççей юрăçи, композитор, телеертӳçӗ Марк Тишман, Раççей юрăçи, телеертӳçӗ, актриса Ольга Серябкина, «Миссис Мира – 2026», модель Динара Саляхова, Анна Вавиловапа Эллина Аксенова хутшăннă.
«Тӗп тӗллев – хамăрăн йăлари хаклăхсемпе паллаштарасси, пултарулӑхпа илеме кăтартасси... Эпир çапла майпа ыррипе халăхсемшӗн усăллине пӗрлештеретпӗр. Ку Хусаншӑн кӑна мар, Раççей Федерацийӗшӗн те пӗлтерӗшлӗ пулӑм. Çынсем пирӗн пата килсе тӗрлӗ культурăллă, тӗрлӗ тӗнпе пурăнакан пӗр-пӗринпе туслă пурăннине кураççӗ. Ку пӗтӗм этемлӗхшӗн пысăк пӗлтерӗшлӗ», – тенӗ Лейла Фазлеева.

Асăннă конкурса Раççей, Бразили, Инди, Китай, ЮАР, Индонези, Беларуç, Боливи, Куба, Казахстан, Малайзи, Нигери, Таиланд, Уганда, Узбекистан, Вьетнам тата ОАЭ представителӗсем хутшӑнӗç.
«Вăл виçӗ конкурса пӗрлештерекен халăхсен хушшинчи формачӗллӗ пӗрремӗш конкурс пулӗ. Халиччен тӗнчере харăсах виçӗ категорипе – Miss, Mrs, Little Miss ирттермен-ха», – терӗ конкурс президенчӗ Динара Саляхова.
Кашни çӗршывран наци финалӗсенче çӗнтернӗ виçӗ ӳсӗмри конкурсантка пулӗ. Ача-пӑча категорийӗнче пултарулăхпа таланта уçасси çине ытларах пусăм тунă тата тăван культурăпа интереслентересси çине. 18 çултан пуçласа 25 çулчченхи хутшӑнакансемшӗн ӑс-тӑн кӑтартни, хӑйсен çӗршывӗн культура еткерлӗхне тивӗçлипе кӑтартма пӗлни тӗп вырӑнта пулӗ. Качча кайнӑ хӗрарӑмсен категорийӗ çитӗнсе çитнине, характерӑн шалти вӑйне тата хӑйӗн пурнӑç опычӗпе таврари çынсене хавхалантарма пултарнине палӑртӗ.

Йӗркелӳçӗсен сăмахӗпе, конкурс йӑлана кӗнӗ илем ӑмӑртӑвӗн шайӗнчен тухӗ. Конкурсанткăсене куллен кун сăнаса вӗсен оратор пултарулăхне, актер ӑсталӑхне, вокал кӑтартӑвӗсене тата кунӗпех сăнартан тухмасăр хăйсене чипер тыткаланине кура хак парӗç. Унсӑр пуçне вӗсем валли тӗрлӗ мастер-классем йӗркелеме палăртнă.
Конкурсăн тӗп площадки «Казань Экспо» пулӗ. Мартăн 2-мӗшӗнче конкурса чаплă церемонире уçасси паллзă. Мартăн 7-мӗшӗнче вăл хупăнать. Унта Раççей эстрада çăлтăрӗсем хутшăнӗç. Çапла Хусан каллех тӗнче шайӗнчи мероприятин тӗп площадки пулса тăрӗ.
Рамиля Тальдаева сăнӳкерчӗкӗсем, конкурс пресс-служби. https://ramphoto.wfolio.pro/disk/18-fevralya-s6qkfq
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев