«КАМАЗ-мастер» команда Азири чи пысăк раллие хутшăнма хатӗрленет
Çӗнӗ хыпарсем

«КАМАЗ-мастер» команда Азири чи пысăк раллие хутшăнма хатӗрленет

Кăçалхи май уйăхӗнче Çырчаллинчи «КАМАЗ-мастер» команда пуçласа халăхсен хушшинчи «Такла-Макан – 2026» раллие хутшăнать, тесе пӗлтерет асăннă командăн пресс-служби.

Ку ăмăртăва урăхла «Хӗвелтухăç Дакарӗ» тесе те калаççӗ. Вăл Азири чи масштаблă, вăйран яракан чупусенчен пӗри шутланать.

Тянь-Шань тăвӗсен çывăхӗнче иртекен экстремаллă çулçӳрев майăн 16-мӗшӗнче Урумчи хулинче пуçланать те июнӗн 3-мӗшӗнче Аксу хулинче вӗçленет.

Маршрут раллие хутшăнакансене Китайăн темиçе регионӗн илемӗпе паллашма май парӗ.

Спортсменсен 8 пин километр çулсăр-мӗнсӗр трассăпа ăмăртма тивӗ. Çав шутран 4200 километрӗ – пысăк хăвăртлăхпа иртмелли участоксем.

«КАМАЗ-мастер» командăран Китайра иртекен çак раллие миçе экипаж тата камсем каяссине çывăх вăхăтра пӗлтерме шантараççӗ.

Сăнӳкерчӗк «КАМАЗ-мастер» командăн пресс-службин.

 

 


Спорт

Нет комментариев