Кӗнеке хăтлавӗ Раççей Геройӗн Михаил Марцевăн тăван ялӗнче иртрӗ
Тунтикун, ноябрӗн 24-мӗшӗнче, «Сувар» хаçат журналисчӗн Ирина Кузьминан нумай пулмасть пичетленсе тухнă «Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнекин хăтлавӗ Теччӗ районӗнчи Çармăс ялӗнче иртрӗ. Мероприятие çак ялта ирттерме ахальтен суйласа илмен – ку ялта СВО паттăрӗ – Раççей Геройӗ Михаил Марцев çуралса ӳснӗ.
Тулли залпа
Йӗркелӳçӗсене, паллах, чи малтан халăх пуçтарăнни кирлӗ. Кашнинче шухăшлатăн – килӗç-ши çынсем презентацие? Анчах, телее, пăшăрхану хальхинче те кăлăхах пулчӗ. Хăтлав пуçланиччен çур сехет маларах Çармăс ялӗн Культура çуртӗнче çынсем пит нумай марччӗ пулсан, 11 сехет тӗлне 150 çын вырнаçса лармалли залра пӗр пушă вырăн та юлмарӗ. Хушма пукансем те илсе килме тиврӗ пире пулăшакансен. 3 сехете тăсăлнă мероприятие ура çинчех тăрса пăхакансем те пулчӗç. Зала Çармăс ял халăхӗ, шкул ачисемпе вӗрентекенсем, юнармеецсем, районти чăваш ялӗсенче ӗçлекен библиотекарьсем, Теччӗ районӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн пайташӗсем, СВО ветеранӗсем, волонтерсем, кӗнекере çырса кăтартнă паттăрсен тăванӗсем, район администрацийӗн представителӗсем пухăнчӗç.
Хăтлав иртнинчи пекех кӗнекене кӗнӗ салтаксемпе офицерсен, волонтерсен сăнӳкерчӗкӗсенчен тунă видеослайдран пуçланчӗ. Пухăннисем ăна хальхинче те тимлӗн пăхрӗç. Урăхла май çук, мӗншӗн тесен экран çинче палланă, тăван сăнсем. Юрри те чуна тивмелли, мирлӗ халăха, Тăван çӗршыва тăшманран куç хупмасăр сыхлакан хӳтӗлевçӗсем çинчен.
Мероприятие «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн председателӗ Ирина Трифонова ертсе пычӗ. Вăл ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпах «Сувар» хаçат унта хутшăнакан салтаксемпе вӗсене пулăшакан волонтерсем çинчен çырни пирки каларӗ. Çак вăрçă пынă вăхăтра суя информаци çыракан та нумай. Çавна шута илсе, вулакансем патне историллӗ тӗрӗслӗхе çитерес тӗллевпе кӗнеке кăларма шутланă та суварçăсем.
Теччӗсем салтаксене 1 миллиард ытла тенкӗлӗх пулăшнă
Пухăннисене Теччӗ район администрацийӗн пуçлăхӗн çумӗ Евгений Гаврилович Курков саламларӗ, çак паха кӗнекене кун çути кăтартакансене – суварçăсене – чӗререн тав турӗ. «Теччӗ районӗнчен паян СВОна 400 ытла çын хутшăнать. Çапăçу хирӗнчисем пирӗншӗн пурте паттăрсем. Эпӗ хам пулман унта, вăт пирӗн пуçлăх Рамис Хатыпович 100 ытла хутчен СВО зонине кайса килчӗ ӗнтӗ. Теччӗ халăхӗ салтаксене 1 миллиард та 250 миллион тенкӗлӗх пулăшу панă. Район пуçлăхӗ хăй питӗ нумай пулăшать хӳтӗлевçӗсене. 2022 çулхи март уйăхӗнчех Теччӗ районӗ пӗрремӗшсен шутӗнче салтаксем патне пулăшу машинисем хатӗрлесе ăсатрӗ. Паян кун та теччӗсем хастар ку ӗçре. Теччӗ районӗ пысăк мар. Паян кунта 20 пин çын пурăнать. СВОра Раççей Геройӗ ятне илнисем Тутарстан Республикинче 22-ӗн пулсан, çав шутран 3-шӗ – Теччӗ районӗнчен. Ку пысăк кăтарту. Акă паян эпир пурте Çармăс ялне пухăнтăмăр. Çак ял та Раççей Геройне Михаил Марцева çуратнă. Паян çак залра та ятарлă çар операцине хутшăннисене куратпăр. Вӗсене пурте ура çине тăрсах тав тăвар-ха», – терӗ Евгений Гаврилович. Залрисем хăйсен хушшинче ларакан СВО ветеранӗсене тăвăллăн алă çупса тав турӗç.
Евгений Гаврилович суварçăсене кирлӗ кӗнеке кăларнăшăн чӗререн тав турӗ. «Калемпе çырнине пуртăпа та чутласа хуратаймăн. Çак ӗç малалла та тăсăлтăрччӗ. Пирӗн çынсен историйӗсем пулас ăрусем валли те çырăнса, упранса юлччăр», – терӗ вăл.
Паттăрсем пирки кӗнекере çырни – питӗ хаклă
Тутарстан Республикинчи «Защитники Отечества» Патшалăх фончӗн Теччӗ районӗнчи филиалӗн социаллă координаторӗ Радик Шамсутдинов та хăйӗн сăмахне кӗнеке авторне Ирина Кузьминана тав тунинчен пуçларӗ. «Ирина Николаевнăпа эпир тахçанах паллашнă, вăл Аслă Ăнăра çуралса ӳснӗ, СВОра пуç хунă пирӗн ентешӗмӗре Геннадий Командова халалланă мероприятие килнӗччӗ. Эп сире ӗçре малашне те пысăк çитӗнӳсем тума сунатăп. Питӗ кирлӗ кӗнеке кăларнă эсир. Истори пулмасан халăх та пулмасть. Паллах, пире хăй вăхăтӗнче Аслă вăрçă ветеранӗсем хăйсен историйӗсене каласа панă пек, СВО ветеранӗсем те ачасене çак вăрçă çинчен каласа парӗç. Çапах та вӗсен асаилӗвӗсене кӗнекере çырни вăл – питӗ хаклă япала», – терӗ Радик Дамирович.
ТР Чăваш наципе культура автономийӗн председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев хăй сăмахӗнче тăшмансем пире паян кун та пӗр-пӗринпе вăрçăнтарасшăн пӗтӗм вăйран тăрăшни пирки каларӗ. «Çавăнпа пирӗн пӗрле пулмалла, тӗрӗс кӗнекесемпе хаçатсем вуламалла. «Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнеке пек, «Сувар» пек тӗрӗс çыракан хаçатсене вуламалла. Эпир яланах ачасене патриотла воспитани парассине тӗпе хурса ӗçленӗ. Çакă питӗ пӗлтерӗшлӗ. Ку енӗпе теччӗсен тӗслӗх илмелли çыннисем питӗ нумайăн», – терӗ Константин Анатольевич.
Çамрăк ăру паттăрсене пӗлсе ӳстӗр
Теччӗ районӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн ертӳçи Володар Тимофеев хăйӗн сăмахне районта пурăнакансене ятарлă çар операцине хутшăнакансене май пур таран пулăшнăшăн тав тунинчен пуçларӗ. «Эпир СВО паттăрӗсем хушшинче Раççей Геройӗн ятне тивӗçнӗ ентеш, чăваш ачи Михаил Марцев та пурришӗн чӗререн савăнатпăр, мăнаçланатпăр. Ун çинчен çак кӗнекере те çырнă. Ăна кун çути кăтартакансене чӗререн тав тăватăп. Кӗнекере çырни вăл нихçан та çухалмасть. Ăна эпир кăна мар, пирӗн ачасемпе мăнуксем те, килес ăрусем те вулӗç. Çавăнпа та шкулсенче, Культура учрежденийӗсенче патриотизм темипе тӗлпулусем йӗркелемелле. Çамрăк ăру хамăр паттăрсене пӗлсе ӳстӗр тесе тăрăшмалла. Эпӗ Раççей Геройӗ Михаил Марцев çуралса ӳснӗ Çармăс ялӗнче ун ячӗпе Хисеп хăми уçма сӗнетӗп. Майпа усă курса хамăрăн чăваш хӗрарăмӗсене салтаксене пулăшнăшăн чӗререн тав тăватăп. Мӗнле ӗç кăна тумаççӗ вӗсем!» – терӗ Володар Аркадьевич.
«Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнекен авторӗ Ирина Кузьмина Теччӗ çӗрӗ уншăн уйрăмах çывăх пулнине пӗлтерчӗ – унăн амăшӗ Александра Архиповна ку районти Чăваш Чакăлтăмӗнче çуралса ӳснӗ. «Эппин эсир пурте манăн тăвансем пулатăр, çавăнпа кунта кӗнеке хăтлавне ирттерме питӗ хумхануллă маншăн. Уйрăмах салтак амăшӗсен умӗнче пуç таятăп. Эсир халь мӗн тӳссе ирттернине хăвăр кăна пӗлетӗр пуль. Хăйсен ывăлӗсене çухатнă аннесене уйрăмах йывăр. Вӗсене лăплантармалли сăмахсем те çук-тăр... Салтак амăшӗсене пурне те ывăлăрсемшӗн тав сăмахӗ калатăп», – терӗ Ирина Николаевна. Ку кӗнекене салтак амăшӗсене халалланине пӗлтерчӗ, хайлавсене мӗнле çырни пирки каласа пачӗ.
Михаил Марцев шкултах командир пулнă
Программăна ертсе пыракан Ирина Трифонова сцена çине Михаил Марцевăн амăшне Зоя Марцевăна тата вӗрентекенне Ольга Макаровăна чӗнсе кăларчӗ. Зоя Михайловна ывăлӗпе çапăçура пӗрле пулнă Константин Горбуновăн Михаил Марцева халалласа çырнă сăввине вуласа пачӗ. Унти йӗркесене итлесен Михаил çирӗп кăмăллă, хăюллă, хăвăрт йышăну тăвакан командир пулни, пӗрре мар юлташӗсене вилӗмрен çăлни, яланах пулăшса пыни палăрчӗ. Çармăс шкулӗнче нумай çул ачасене вӗрентнӗ педагогика ветеранӗ Ольга Ивановна вара Миша Марцевăн шкулти çулӗсене аса илчӗ.
«Миша шкулта аван вӗренетчӗ. Виççӗ илсе те курман пуль вăл. Хăйне хушнине яланах пурнăçлатчӗ. Спорт вăййисене уйрăмах юрататчӗ. Сочиненисем питӗ лайăх çыратчӗ. Миша ытти ачасем пекех «Зарница» вăййа юрататчӗ, вăл ялан командирччӗ. Районтан пӗрмай 1-мӗш вырăн йышăнса таврăнатчӗç пирӗн ачасем вăл ертсе пынипе. Мăнаçланатпăр эпир Михаил Марцевпа», – терӗ тивӗçлӗ канури вӗрентекен.
Афанасьевпа Командов – чăн-чăн паттăрсем
Кӗнекене кӗнӗ Пăва районӗнчи Элшел каччи Михаил Афанасьев авторшăн уйрăм вырăнта. «Кашни вăрçăн хăйӗн сăнӗ пур теççӗ. СВО маншăн Миша Афанасьев сăнӗллӗ. Ун ашшӗ çавăн чух чунне уçса каласа паман пулсан çырăнатчӗ-ши çак кӗнеке? Калама йывăр. Григорий Михайлович ывăлӗ çинчен нумай каласа пачӗ. Калаçу вăраха тăсăлчӗ, йывăр пулчӗ. Çырма тата та йывăртарах пулчӗ – çӗрӗпе çывраймарăм, куççульпе çăвăна-çăвăна çыртăм. Мишăн ашшӗ калаçура ывăлӗпе юлашки çапăçура пулнă юлташӗсене шыраса тупасчӗ, тӗплӗн ыйтса пӗлесчӗ тесе асăнчӗ ун чух. Очерк хаçатра тухсан тупăнчӗç Афанасьевăн çапăçури тусӗсем. Халӗ те ашшӗ-амăшӗпе çыхăну тытаççӗ вӗсем», – тесе каласа пачӗ Ирина Николаевна.
Мишăн ашшӗпе амăшӗ Çармăсри тӗлпулăва ятарласа килнӗ. «Юлташӗсем пире унăн юлашки минучӗсем таранах тӗплӗн каласа пачӗç. Тавтапуç вӗсене пирӗн ывăла çапăçу хирӗнче пăрахса хăварманшăн, Мишана тăван ялта пытарма пултартăмăр юлташӗсем тăрăшнипе. Кӗнекене кун çути кăларакансене чӗререн тав!» – терӗ Григорий Михайлович. Мишăн амăшӗ Луиза Владимировна ывăлӗ çырнă сăвва вуласа пачӗ. Çирӗп кăмăллă çамрăк салтак чунӗнче романтик пулнă, сăвăсем нумай çырнă.
Кӗнекери тепӗр геройăн, танкистăн, СВОра паттăррăн пуç хунă командирăн, Теччӗ районӗнчи Аслă Ăнă каччин Геннадий Командовăн йăмăкӗ Екатерина Молчаева та килнӗ тӗлпулăва. «Эпир Ирина Кузьминапа пичче Хусанти танк училищине вӗренме кӗнӗ чухнех паллашнă. Çак таранччен темиçе хутчен те çырчӗ вăл пирӗн Гена çинчен. Вăл пире пăрахмасть, халсемпе интересленсех тăрать. Пысăк тав сире, Ирина Николаевна!» – сцена çине тухсан чӗререн тав турӗ Екатерина Геннадьевна.
«Эпӗ унта кирлӗрех», – тенӗ Симаков
Кӗнекене кӗнӗ тепӗр паттăр вăл Теччӗ районӗнчи Чăваш Чакăлтăмӗнче пурăннă Александр Симаков. Вăл 61 çулта пулсан та хăй ирӗкӗпе ятарлă çар операцине кайнă. Автор унăн мăшăрне Зоя Григорьевнăна сцена çине чӗнсе кăларса кӗнеке парнелерӗ. «Вăрçă хăçан та пулин пӗтӗ-ха, анчах та эпир хамăрăн пуç хунă çывăх çыннăмăрсене урăх кураймăпăр. Вӗсем яланах пирӗн чӗресенче упранӗç. Шел, икӗ мăнукăмăр кукашшӗне урăх кураймаççӗ. Вӗсем яла килсен кукашшӗн вилтăпри çине манран малтан чупаççӗ. Александр СВОна хăй ирӗкӗпе кайрӗ. Пӗрре манран мăшăрланни çинчен свидетельство ыйтать. «Мӗн тума кирлӗ? Ватлăх кунра уйрăлма шутларăн-и?» – тетӗп. Шӳтлерӗ çеç. Вăрçа тухса кайнă чух: «Мӗншӗн каятăн-ха, çамрăк мар вӗт эс?» – тенине хирӗç: «Çамрăксем вилсе выртаççӗ. Ман килте мӗн туса выртас? Ман вăй-хал пур-ха, эп унта кирлӗрех», – терӗ», – каласа пачӗ Зоя Григорьевна Симакова мăшăрӗ çинчен.
Волонтерсене – Тав хучӗсем
Ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпах Теччӗ районӗнче волонтерсем хастар ӗçлеççӗ. Салтаксене мӗн кирлине хатӗрлекен кӗмӗл волонтерсен Маргарита Адайкина ертсе пыракан ушкăнри хӗрарăмсем хăйсен ӗçӗ-хӗлӗ пирки каласа пачӗç. Пулăшăва СВО зонине леçме çӳрекен Алексей Тимофеев, Виталий Молчаев, Юрий Нагуськин та сцена çине тухрӗç. Залра салтаксене укçан нумай пулăшакан Николай Сергеев та пурччӗ. «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова Теччӗ волонтерӗсене ТР ЧНКА пайташӗсем, «Сувар» хаçат ӗçченӗсемпе тусӗсем, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен тата ТР Чăваш хӗрарăмӗсен союзӗсен пайташӗсем пухнă укçаран 10 пин тенкине салтаксене кирлӗ япаласем туянма пачӗ.
Кляшево ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Фанил Халимович Галимов та сăмах каларӗ, салтаксене пулăшас тесе ырми-канми тăрăшакан волонтерсене, çак мероприятие йӗркелесе ирттерекенсене, кӗнеке çыракансене тав турӗ.
Салтаксене пулăшас тӗлӗшпе ырми-канми тăрăшакан Теччӗ районӗн хастар çыннисене – Володар Тимофеева, Виталий Молчаева, Юрий Нагуськина, Алексей Тимофеева, Валентина Молчаевăна, Нина Османовăна, Раиса Матюшинăна, Елена Горбуновăна, Раиса Ярухинăна, Мария Кирилловăна, Валентина Косовăна, Зоя Корсаковăна, Маргарита Адайкинăна, Сергей Арцыбашева, Алена Старостинăна «Сувар» хаçат редакцийӗ Тав хучӗпе чысларӗ. Теччӗри тӗп библиотекăна вара районти кашни библиотека валли «Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнекене патăмăр.
Мероприятие Хусанти «Ӗмӗт» тата «Аюна» ушкăнсен солистки Анжелика Еремеева, Лайăш районӗнчи Габишево ялӗнчи Культура центрӗн «Весна» дуэчӗ – Елена Макаровăпа Эльвира Савельева, Теччӗ районӗнчи «Шуçăм» чăваш ансамблӗ (ертӳçи Алена Старостина) хăйсен илемлӗ юррисемпе илем кӳчӗç.
Мероприяти вӗçленсен унта хутшăнакансен «Сувар» хаçата 2026 çулăн 1-мӗш çур çулне çырăнма май пулчӗ. Кашни çырăнакана редакци ӗçченӗсем «Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнекене парнелерӗç.
«Сувар» хаçат редакцийӗ мероприятие хатӗрлесе ирттерме пулăшнăшăн Теччӗ районӗн культура уйрăмӗн пуçлăхне С.Ю.Арцыбашева, вырăнти ЧНКА ертӳçине В.А.Тимофеева, Раççей Геройӗн Михаил Марцевăн амăшне З.М.Марцевăна, Çармăс ялӗнчи Культура çурчӗн директорне Н.Н.Османовăна, библиотекаре Л.Н.Караевăна чӗререн тав тăватпăр.
Мероприятие «Сувар» хаçатăн «ВКонтактери» ушкăнӗнче тӳрӗ эфирта кăтартрăмăр. Ăна халӗ те пăхма пулать. Сăнӳкерчӗксем ытларах suvargazeta.ru сайтра.
Вера АЛЕКСАНДРОВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Сăнӳкерчӗксене çак ссылкăпа кӗрсе пăхма пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев