News by date 28 November 2025
-
2028 çулччен рабочи профессийӗсемпе 1 миллиона яхăн специалист хатӗрлесшӗн
Раççей регионӗсенче кăçал колледжсене 1 миллион та 300 пин çамрăка вӗренме илнӗ. Ятарлă вăтам пӗлӳ паракан учрежденисенчи бюджетлă вырăнсем 68 пине ӳссе 850 пине çитнӗ.
-
«Кадрсем» наци проекчӗпе Тутарстанра ӗçпе тивӗçтерекен 49 центра юсанӑ
Тутарстанра халӑха ӗçпе тивӗçтерекен центрсене тӗпрен юсаса пӗтернӗ. Программӑна 45 муниципаллӑ йӗркеленӗвӗн ӗçпе тивӗçтерекен 49 центрӗ кӗнӗ.
-
ТР Патшалăх Канашӗнче çитес çула бюджета йышăнчӗç
Çитес çулăн бюджетӗнче социаллӑ культура сферине, вӗрентӳпе сывлӑх сыхлава, çул-йӗр строительствипе ял хуçалӑхне, коммуналлӑ инфраструктурăна тӗрев парассипе çыхăннă тӑкаксене ӳстернӗ. Нумай пулмасть йышӑннӑ законсене пурнăçа кӗртме те укçа-тенкӗ пăхса хунă». Çав шутра нумай ачаллӑ çемьесене çӗр лаптӑкӗ вырӑнне укçан пама 500 миллион тенкӗ пăхса хунине те палăртмалла.
-
Олонхо эпосӗ – 20 çул ЮНЕСКО шедеврӗ
Иртнӗ эрнере Хусанти Камал театрӗнче Саха-Якут Республикинчен олонхо наци эпосӗн кунӗ иртрӗ
-
«Сувар» çырăнса музыка колонки выляса илме май пур
Хаклă вулаканăмăрсем! 2026 çулăн 1-мӗш çур çулне хаçат-журнал çырăнас кампани малалла тăсăлать. Вăл вӗçлениччен пӗр уйăх кăна юлчӗ. Вăхăт вăл питӗ хăвăрт иртет. Çавăнпа та «Сувара» çӗнӗ çултан илсе тăмашкăн вăхăтлă çырăнма тăрăшăр.
-
Тутарстанри ял хутлăхӗсене 43 миллион ытла тенкӗлӗх çӗнӗ ял хуçалăх техники параççӗ
Çĕнĕ техникăна республикăн Агрыз, Азнакай, Элкел, Элмет, Менделеевск, Анат Кама, Сарман тата Тукай районĕсенчи 17 ял хутлăхне парӗç.
-
Кӗнеке хăтлавӗ Раççей Геройӗн Михаил Марцевăн тăван ялӗнче иртрӗ
Тунтикун, ноябрӗн 24-мӗшӗнче, «Сувар» хаçат журналисчӗн Ирина Кузьминан нумай пулмасть пичетленсе тухнă «Ангел малта, эпир ун хыççăн» кӗнекин хăтлавӗ Теччӗ районӗнчи Çармăс ялӗнче иртрӗ. Мероприятие çак ялта ирттерме ахальтен суйласа илмен – ку ялта СВО паттăрӗ – Раççей Геройӗ Михаил Марцев çуралса ӳснӗ.
-
Для граждан, ведущих личное подсобное хозяйство в Республике Татарстан!
С 28 ноября по 8 декабря 2025 года Министерство сельского хозяйства и продовольствия РТ принимает заявки на возмещение части затрат.