ТР Патшалăх Канашӗнче çитес çула бюджета йышăнчӗç
Çитес çулăн бюджетӗнче социаллӑ культура сферине, вӗрентӳпе сывлӑх сыхлава, çул-йӗр строительствипе ял хуçалӑхне, коммуналлӑ инфраструктурăна тӗрев парассипе çыхăннă тӑкаксене ӳстернӗ. Нумай пулмасть йышӑннӑ законсене пурнăçа кӗртме те укçа-тенкӗ пăхса хунă». Çав шутра нумай ачаллӑ çемьесене çӗр лаптӑкӗ вырӑнне укçан пама 500 миллион тенкӗ пăхса хунине те палăртмалла.
2026 çулăн тата планпа 2027, 2028 çулсенчи республика бюджечӗ шайлашуллă та социаллă енлӗ пулнине, программăсен пурнăçлавӗпе çыхăннине палăртрӗ ТР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин парламентăн черетлӗ ларăвӗ хыççăн. Бюджетпа çыхăннă тӗп закона иккӗмӗшпе виççӗмӗш вулавсенче тепӗр хутчен пăхса тухса тӳрлетӳсем кӗртсе йышăннă.

Фарид Мухаметшин палӑртнӑ тӑрӑх, тӗп финанс законӗнче шута илнӗ социаллӑ гарантисене укçа-тенкӗпе туллин тивӗçтернӗ. Республика программисем пурте туллин пурнӑçланӗç. «Лару-тӑру темле кӑткӑс пулсан та федераллă центрпа федераллă бюджет тӗревӗпе кӑçалхи бюджет республикӑра чылай социаллӑ ыйтӑва татса пама май пачӗ, – терӗ Фарид Мухаметшин. – Çитес çула бюджета 552 миллиард тенкӗ (тупӑш енӗпе) йышӑнтӑмӑр. Дефицит та сахал мар, çавăнпа халӗ патшалăх программисем енӗпе федераци центрӗпе ӑна сахаллатас е пӗтӗмпех хупас енӗпе тачă ӗçлетпӗр».

Парламент пуçлăхӗ республикӑн тӗп финанс законне парламентӑн профильлӗ комитечӗсен тата фракцисен ларӑвӗсенче, парламент итлевӗсенче, муниципалитетсемпе зона канашлӑвӗсенче анлӑн сӳтсе явнине аса илтерчӗ. Бюджетăн кашни енӗпе тӗплӗн ӗçленине каларӗ. Иккӗмӗш вулавра бюджета 326 тӳрлетӳ кӗртнӗ. Вӗсенчен ытларахăшӗ федераци бюджетӗнчен килекен укçа-тенкӗпе çыхăннă. Федераци бюджетӗнчен республика бюджетне 2026 çулта 50,3 миллиард тенкӗ уйăрма палăртнă.

«Йышӑннӑ тӳрлетӳсем СВОна хутшӑнакансене, нумай ачаллӑ çемьесене, социаллӑ хӳтлӗх кирлӗ граждансене хушма пулăшу пама май парӗç, – терӗ парламент пуçлӑхӗ. – Пӗрремӗш вулавра пӑхса тухнӑ закон проекчӗпе танлаштарсан ку хутӗнче социаллӑ культура сферине, вӗрентӳпе сывлӑх сыхлава, çул-йӗр строительствипе ял хуçалӑхне, коммуналлӑ инфраструктурăна тӗрев парассипе çыхăннă тӑкаксене ӳстернӗ. Нумай пулмасть йышӑннӑ законсене пурнăçа кӗртме те укçа-тенкӗ пăхса хунă».
Сăмах май, çитес çулхи бюджетра нумай ачаллӑ çемьесене çӗр лаптӑкӗ вырӑнне укçан пама 500 миллион тенкӗ пăхса хунă. 2027 – 2028 çулсенче те çавăн чухлех пулӗ. «Эпир ку ыйтӑва парламентра сӳтсе яврӑмӑр, çак тӗллевпе бюджетра хушма укçа-тенкӗ пӑхса хӑварассине ТР Раисӗ ырласа йышăнчӗ, – палӑртрӗ Фарид Мухаметшин. – Çӑмӑл мар условисенче йышӑннӑ бюджет социаллӑ обязательствӑсен пурнӑçланăвне, республикӑн малашнехи аталанӑвне тивӗçтереме çитмелле».

Пӗтӗмлетсе каласан, ноябрӗн 27-мӗшӗнче Патшалӑх Канашӗн 16-мӗш ларӑвӗнче 2026 тата 2027 – 2028 çулсен бюджечӗ çинчен калакан закон проектне иккӗмӗш тата виççӗмӗш вулавсенче йышăннă. Унăн кăтартăвӗсем çапларах: тупӑш пайӗ – 552,2 миллиард, тӑкаксем – 566,1 миллиард, дефицит – 13,8 миллиард тенкӗ.
Сăнӳкерчӗксем https://gossov.tatarstan.ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев